Комментировать

Чăваш Енре «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ 23 çул каялла йĕркеленнĕ. Кăçал республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем, организацисем тăрăшнипе пухмача 7 миллиона яхăн тенкĕ кĕчĕ. Пулăшу йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесем, чирпе кĕрешекен ачасем, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр çитĕнекен шăпăрлансем патне çитĕ.

Шупашкарта тĕпленнĕ Карпеевсен çемйинче 5 çул каялла кĕтнĕ пепке — Даша — çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ тĕпренчĕкĕ çут тĕнчене килсен калама çук савăннă. Анчах вăхăтсăр çуралнипе тухтăрсен айăпне пула вăл реанимацие лекнĕ. Амăшĕн Яна Викторовнăн больницăра пĕр уйăх кун кунлама тивнĕ. Унтан тухсан пурнăç хăйĕн еккипе чупнă: Даша кунран-кун ÿснĕ. 7 уйăх тултарсан хĕрĕ пуçне лайăхах тытманни амăшне сисчĕвлентернĕ. Çамрăк хĕрарăм киле массажиста чĕннĕ, вăл невропатолог патне кайма сĕннĕ. «Эсир вăхăтсăр çуралнă. Ан пăшăрханăр, акă Даша çулталăкран аталану енĕпе ыттисенчен иртсе кайĕ», — амăшĕн шикленĕвне сирме тăрăшнă тухтăр. Çулталăк çурăра чухне Карпеевсем хĕрне Мускава илсе кайнă. Тухтăрсен диагнозĕ приговор евĕр янăранă: ДЦП. «Вăхăта сая янă эсир», — тенĕ специалистсем.
Халĕ Даша — 5 çулта. Карпеевсен пĕртен-пĕр хĕрĕ хăй тĕллĕн утаймасть. Диванран тытăнса ходункипе утăмсем тăвать. Аталану енĕпе ытти ачаран юлмасть вăл. Ури утманни çеç чăрмав кÿрет. Тухтăрсем диагноз лартнă хыççăн Карпеевсем хĕрне тĕрлĕ хулари больницăна сипленмешкĕн илсе çÿреме тытăннă. Малтанах квотăпа усă курнă, Мускава çитнĕ. Халĕ кашни сиплев курсне ирттермешкĕн укçа шырамалла. Çулталăкра 6-7 хут реабилитацире пулмалла. Лайăх кăтарту пултăр тесен кашни уйăхран е икĕ уйăхран сипленмелле. Миçе клиника улăштарман-ши вĕсем? Вун-вун тухтăрпа тĕл пулса калаçнă, сипленнĕ. Нумаях пулмасть Дашăна черетлĕ сиплев курсне илсе каймашкăн укçа пухса пĕтернĕ. Вăл 2 эрне тăсăлĕ.
Карпеевсем 2 çул каялла «Контактра» соцсетьре ушкăн уçнă. Малтан укçана хăйсем тĕллĕн пухнă: юлташĕсем, çывăх çыннисем, тăванĕсем йывăрлăхра пăрахман. Соцсетьре çынсенчен вун-вун ыйту килнĕ: «Мĕншĕн халь тин ушкăн уçрăр?» «Мĕншĕн Чăваш Енрех тÿлевсĕр сипленместĕр?» Кунашкал ыйтусене чĕре çывăхне илмесĕр вулаймастăн. Хальхинче сипленме каймашкăн та çемьешĕн самаях пысăк укçа тупмалла пулнă. Ырă çынсем пулăшнипе 80 пин тенкĕ пухнă. Анчах ку çителĕксĕр. «Сипленме каяйăпăр-ши?» — пăшăрханнă Яна Викторовна. Пĕр кунхине ăна Шупашкарти пĕр фондран шăнкăравланă, вĕсем Дашăна сиплемешкĕн 50 пин куçарса парасшăн. Çакă Карпеевсемшĕн кĕтменлĕх пулнă. Ку укçана фонд «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕпе килĕшÿллĕн куçарнă. «Турăçăм, тĕнче ырă çынсемсĕр мар иккен. Çак фонд пулмасан сипленме каяймастăмăр», — калама çук савăннă хĕрачан амăшĕ. Ырă çынсем вĕсене хăйсемех тупаççĕ. Кăçал Дашăна Çĕнĕ çул ячĕпе саламламашкăн икĕ çĕртен килнĕ. Хĕр пĕрчи Хĕл Мучирен пысăк канфет курупкисем тивĕçсен савăнăçне пытарайман.
Укçа пуçтарнă чухне кашни тенкĕ пĕлтерĕшлĕ. Дашăн амăшĕ ĕçлемест, хĕрĕпе ларать. Çемьене тăрантараканĕ — ашшĕ çеç. Йывăр чухне час-часах кредит илме тивет. Пĕлтĕр черетлĕ сиплев курсне каймашкăн 30 пин тенкĕ çеç пухнă. Карпеевсен ирĕксĕрех банка утма тивнĕ. Çемье сипленмешкĕн пухнă чи пысăк укçа — 150 пин тенкĕ. «Пĕччен сурсан типсе ларать, халăх сурсан кÿлĕ пулать», — тесе ахальтен каламан çав. Яна Викторовна аса илнĕ тăрăх, куçарнă укçаран чи нумаййи 500 тенкĕ пулнă. Çынсем 20-шер, 30-шар тенкĕ ярса панипех сиплевшĕн палăртнă суммăна пухса çитернĕ вĕсем. Пĕлтĕр Карпеевсем Анапăра дельфинотерапи мелĕпе сипленнĕ. Даша çак чĕр чунсемпе пĕрле ишнĕ. Дельфинпа ирттернĕ 15 минутшăн 5 пин тенкĕ кăларса хума тивнĕ. 10 занятишĕн — 50 пин тенкĕ.
Пĕчĕк Даша садике те çÿренĕ, унта 3-шер сехете юлнă. Халĕ амăшĕ ăна тĕп хулари «Шанчăк» ятарлă ача садне яма хатĕрлет. Унта Даша кунĕпе пулĕ. Пĕчĕкскер çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет, ютшăнмасть пулсан та Яна Викторовна питĕ пăшăрханать… Малалла вулас...

Ирина КОШКИНА.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.