Комментировать

28 Мая, 2014

Ашшĕ-амăшне кура

Кăçалхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен «Успешная семья Приволжья – 2014» фестиваль-конкурс иртет. Пĕлтĕр унта округри пур регионтан 25 çемье хутшăннă, вĕсен йышĕнче нумай ачаллисем – 21, ача усрава илнисем – 4.

Мероприятие Киров хулинче йĕркелеççĕ. Ку тĕлĕшпе асăннă тăрăх пысăк опыт пухнă. Ахальтен мар кунта 16 çул «Ее Величество – Семья» фестиваль-конкурс иртет.

Çак кунсенче Кирова округри мĕн пур регионти хастар çемьесем пухăннă. Вĕсем конкурссемпе экскурсисене, çавăн пекех çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кунра, тĕнчери юмах вăййисене хутшăнĕç.

Фестивале РФ культурăпа искусство çыннисене йыхравланă. Çак шутра Дмитрий Маликов юрăç, пианист, композитор, общество организацийĕсен представителĕсем пулĕç. Çавăн пекех РФ Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич та.

Фестиваль тĕллевĕ – çемьери йăла-йĕркене аталантарасси, унăн сăн-сăпатне, пуянлăхне сыхласа хăварасси. Паллах, конкурса тивĕçлĕ çемьесем çеç хутшăнĕç.

Чăваш Ен чысне Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри Адюковсем хÿтĕлĕç. Аса илтеретпĕр: вĕсем кăçал республика конкурсĕнче çĕнтернĕччĕ.

Адюковсен çемье стажĕ – 18 çул. Кил хуçи Александр Алексеевич вырăнти шкулта ачасене физкультурăпа вĕрентет. Мăшăрĕ Любовь Германовна – чăваш чĕлхи учителĕ, библиотекарь. Аслă хĕрĕ Екатерина – амăшне пулăшаканĕ. Йăмăкĕсемшĕн вăл яланах тĕслĕх вырăнĕнче. Юлия шкулта «5» паллăпа вĕренет. Хĕр ача Раççейри, республикăри конкурссенче те çĕнтерет. Мария ялти ача садне çÿрет. Адюковсен ачисем, ашшĕ-амăшĕ пекех, ял тăрăхĕнче, шкулта иртекен пур мероприятие те хастар хутшăнаççĕ.

Эпир те Адюковсен çемйине Кировран çĕнтерÿпе таврăнма ăнăçу сунатпăр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.