Комментировать

6 Авг, 2018

Çĕр улми сăтăрçи

Юлашки çулсенче чăваш ял ĕçченне хумхантаракан ыйту хушăнсах тăрать: сыснасен Африка чуми, кайăк грипĕ... Унсăр пуçне пахча çимĕç тухăçне чакаракан чирсем, сăтăрçăсем те канăç памаççĕ. Çĕр улмин ылтăн нематоди текен мурах илер. Тăван тăрăхра унпа тахçанах кĕрешме тытăннă ĕнтĕ. Сарăлма памаççĕ темелле. Унччен тупса палăртнă вырăнсенче чакса пырать тесен те йăнăш пулмĕ. Акă, сăмахран, кăçал Куславкка районĕнчи Мĕниçырми, Минкĕш, Куснар ялĕсенчи 13 тĕрĕслеврен виççĕшĕнче кăна тупса палăрнă. Ку район-та вара 2012 çулта асăннă сăтăрçа тупнă.
Нематодăна тĕппипех пĕтерме йывăррине ял çынни хăй те туйса илчĕ-тĕр. Ăна тупса палăртнă лаптăксенче азот удобренийĕсем сапаççĕ. Ку мур «парăнтарман» сортсем лартма тăрăшаççĕ. Унччен çĕр улми лартнă вырăнсенче пахча çимĕç, тĕш тырă лартса çитĕнтерни те нематодăпа кĕрешес ĕçре витĕмлĕ.
«Иккĕмĕш çăкăра» сиен кÿрекен çак паразита пуçласа Чăваш Енре 1980 çулта асăрханă. Паянхи кун тĕлне, Россельхознадзор управленийĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, нематода тупса палăртнăран Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Етĕрне, Елчĕк, Шăмăршă, Тăвай районĕсенче тата Шупашкар хулинче карантин фитосанитари зонисем туса хунă.
Раççейĕпе вара 64 субћекта кĕрекен 906 районта нематода пур. Пирĕн тăрăхра 2007 çултах çĕр улми нематоди тĕлĕшпе карантин фитосанитари зони палăртма, карантин фитосанитари йĕркине çирĕплетме тытăннă.
Специалистсем палăртнă тăрăх, нематода ернине сиссенех унпа кĕрешме тытăнни пĕлтерĕшлĕ. Пахчаçăна çак паллăсем сисчĕвлентермелле: çĕр улми туни çинçе тата тĕмĕ пĕчĕк, çеçки шутлă, йышĕ сахал.
Сăтăрçăпа тĕрлĕ мелпе кĕрешеççĕ. Нематодăна пĕтерекен хими препарачĕ нумай мар. Анчах та питĕ хăватлă, çавăнпа та пĕлмесĕр усă курсан шар курма та пулать. Кунта специалист канашĕ вырăнлă пулĕ.
Агротехника меслечĕ лайăх витĕм кÿрет. Кунта, чи малтанах, чире чăтăмлă сорт лартасси, пусă çаврăнăшĕпе пĕлсе усă курасси тата ытти пирки сăмах пырать. Çĕр улмине унччен пăрçа йышши культура, куккурус ÿстернĕ лаптăка лартни аван.
«Иккĕмĕш çăкăр» туса илнĕ вырăна вара люпин акса хăварсан лайăх, нумай çул ÿсекен пучахлă ÿсен-тăран та усă кÿрĕ.
Пирĕн тăрăхра нематодăна чăтăмлă çак сортсем вăй илсе каяс шанăç пысăк: «Жуковский ранний», «Импала», «Роко», «Удача», «Галла», «Невский», «Беллароза», «Скарлетт», «Адретта», «Винета», «Ред скарлетт», «Романо», «Роко» тата ытти те. 60-80 кунра пулса çитекенни пулсан тата лайăх. Кăмăлланă сорта вăрлăха чирленине тĕрĕслесе тăракан ятарлă предприятисенче туянмалла.
Çакнашакал мел сĕнекен те пур: пахчана 4 пая уйăрмалла. Пĕрне — çĕр улми, иккĕмĕшне — купăста, хăяр, кабачок, патиссон, виççĕмĕшне томат, сухан, ыхра, пăрçа, тăваттăмĕшне кишĕр, хĕрлĕ кăшман, çарăк лартмалла. Тепĕр çул пĕрремĕш лаптăкра \ÿстернĕ çимĕçсене иккĕмĕшне куçармалла, иккĕмĕшĕнчисене – виççĕмĕшне тата ытти те.
Çĕр улми лаптăкне хăйне 3 пая уйăрмалла. Пĕрремĕшĕнче — нематодăна чăтăмлине, иккĕмĕшĕнче – ир пулаканнине, виççĕмĕшĕнче иртнĕ çул юлнине ÿстермелле. Çапла майпа нематодăна чăтăмлă сорт çителĕклĕ пуличчен лармалла. Çĕр улми тĕмне вăй илме органика тата минерал им-çамĕсем кирлĕ, вĕсенче азот виçи пысăк пултăр. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.