Комментировать

6 Сен, 2018

Чăн танкпа кĕрлеттересси — компьютер вăййи мар

«Рота! Подъем!» — текен сасă хăйне кашни ир вăратнине Артем Павлов часах хăнăхса çитеймен. Тутлă ыйхăран вăранса камăн урама зарядкăна тухас килтĕр? Çанталăкĕ те тĕрлĕрен, хăш чухне вăл каччăна пачах савăнтарман: çумăр вĕтĕртетнĕ е юр вĕçтернĕ. Çапах пĕр самант кăмăла çĕкленĕ Патăрьел районĕнчи Тури Тăрмăш çамрăкĕнне — танкпа çÿреме май пурри. Ара, кун пирки вăл ача чухнех ĕмĕтленнĕ. Çар техникипе кăсăкланнă, вăрçă çинчен кино пăхма кăмăлланă яш хăйне хăçан та пулсан çапла ăнасса шанман та. Шкул саккипе сыв пуллашсан Артем Шупашкарти медицина колледжне çул тытнă, пĕр курс та вĕçленеймен — кĕтмен çĕртен çар комиссариатĕнчен повестка килнĕ. Колледжри вĕренĕве вĕçлесен çеç салтак аттине тăхăнма тĕллевленĕ Артем палăртнă вăхăтран маларах экзаменсене тытса Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама тытăннă. Малалла вулас...

Нина ЦАРЫГИНА.
Артем ПАВЛОВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.