Комментировать

13 Сен, 2018

Туслăх çăл куçĕ — тăван ялти пĕлÿ çурчĕ

Патăрьел районĕнчи Анат Тăрмăш ялĕнчи шкула 2005 çулта 4 класс вĕрентмелли турĕç. Пĕлÿ çурчĕ иккĕмĕш çул ĕнтĕ Çĕньял шкулĕн филиалĕ шутланать. «Пачах та хупма пултараççĕ», — текен хăрушă сăмах та тымар яма ĕлкĕрнĕ. Çакă тĕрĕслĕх ан пултăр çеç. Анат Тăрмăшпа Çăл Атăк тĕпренчĕкĕсемшĕн тăван ялтах шкул пурри мĕн тери лайăх-çке... <...>

Пĕр çемьери евĕр

Эрне пуçламăшĕнче шкула çул тытрăм. Вĕрентекенсем асăннă сăмахсем тĕрĕсех. Шкул картишне кĕнĕ-кĕмен туслăх хуçаланнине ăнлантăм. Шăпăрлансем пĕр-пĕрне хисеплеççĕ, алăран çавăтăнса çÿреççĕ, учительсене амăшĕсем вырăнне йышăнаççĕ, вĕсене ыталаççĕ.
Валентина Александровна3-4-мĕш классене вĕрентет, Вера Петровна — 1-2-мĕшсене. Пĕчĕкскерсем аслисенекуçран пăхса, çăвар карса итлеççĕ. Паллах, шкул ачисем кулленех ăмăрту-конкурса хутшăнаççĕ. Районта, республикăра палăраççĕ. Урăхла пулаймасть те. Эпир вара паян ăçта çĕнтернисене асăнмăпăр. Ачасен шухăш- кăмăлĕпе, ĕмĕчĕсемпе паллашăпăр.
1-мĕш класа тăватă арçын ача çÿрет: Андрей Ершов, Костя Сушко, Дима Сагунев тата Арсентий Васильев. Вĕсем хăйсене тирпейлĕ тытма аслисенчен вĕренеççĕ. Андрей пĕлтĕрех парта хушшине ларма ĕмĕтленнĕ. 1 çул аслăрах юлташĕсем шкулта вĕренме пуçласан йĕнĕ вăл. Ара, ăна ача садĕнчех хăварнă-çке! Халь тинех ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Костя хальлĕхе чăвашла калаçмасть- ха. «Эпĕ малтан Ульяновскра пурăннă. Халь — Çăл Атăкра. Манăн шăллăм пур, вăл Назар ятлă. Эпĕ шкулта чăвашла хăвăрт калаçма вĕренĕп», — терĕ арçын ача. Сăмах май, Костя — Çĕнĕ Шупашкарти Апостолсемпе тан çветтуй Владимир кнеç чиркĕвĕнче ĕçленĕ, 2 çул каялла çĕре кĕнĕ Илия ªКарлиновº протоиерей мăнукĕн ывăлĕ.
4-мĕш класра Настя Карлинова, Галя Мерзлова, Лера Ширтанова вĕренеççĕ, 3-мĕшĕнче — Кирилл Осипов, Егор Иванов тата Анжела Прохорова. 2-мĕш класра 5 ача ăс пухать: Ксюша Петрова, Вика Карлинова, Ирина Мерзлова, Матвей Карлинов, Миша Ширтанов. Ксюша юрра-ташша ăста. Унăн ашшĕ шкулта вĕреннĕ вăхăтра сцена çинчен анма та пĕлмен. Улми йывăççинчен аякка ÿкмен пуль çав. «Эпĕ юрлама тата ташлама юрататăп. Хальхи хаваслă юрăсене илтсессĕнех манăн хусканусем тăвас килет. Килте йăмăксене Каринăпа Дианăна пăхатăп. Каринăна вулама вĕрентетĕп», — терĕ пĕчĕк пике. Вика видео ÿкерме кăмăллать, вĕсене интернет уçлăхне кăларать. Хĕр ача блогер пулма шут тытнă. «Эпир Вадим шăллăмпа тĕрлĕ япала шухăшласа кăларма юрататпăр. Иксĕмĕр ташлатпăр, вылятпăр. Хамăр мĕн тунине сăн ÿкеретпĕр. Шкулта вара мана ĕç урокĕ килĕшет», — чĕвĕлтетрĕ Виктория. Ирина вулама юратать. Чăвашла, вырăсла юмахсемпе тавра курăмне анлăлатать вăл. «Александр Пушкин тата Ханс Кристиан Андерсен хайлавĕсене кăмăллатăп», — пĕлтерчĕ Ирина. Егорпа Матвей çăвĕпех пулла çÿренĕ, халь те вăлтисене пăрахмаççĕ- ха. «Чавса тăршшисене килте пĕçерсе çиетпĕр. Вĕттисене кушаксене паратпăр», — пĕр-пĕрне пÿлсе калаçрĕç хастарсем.
Шкулти арçын ачасем футбол юратаççĕ. «Эпĕ чăн-чăн футболист пулма ĕмĕтленетĕп», — каларĕ маттур Кирилл. «Эпĕ вара турник çинче 17 хут туртăнатăп», — сăмах илчĕ Миша. Вăл шăл тухтăрĕ пулма тĕллев лартнă. Арçын ачан аппăшĕ Лера сăрлама ăста. Портрет та ÿкерет хĕр ача. «Пирĕн Лера — художник», — теççĕ шкулти тантăшĕсем.
Анжела пластилинпа аппаланма кăмăллать. Вăл пĕчĕк чĕр чунсем, юмахри сăнарсем ăсталать. «Эпĕ тĕрлĕ йăлтăркка, шăрçа пухатăп. Вĕсемпе ĕç урокĕнче усă куратăп», — пĕлтерчĕ чиперук. «Мана вара шкулти пур предмет та килĕшет. Математикăра тĕрлĕ задача шутлама, физкультурăра баскетболла выляма юрататăп», — хăйĕнпе паллаштарчĕ Галя. Настя вулама, сăвă калама ăста. Тулли верси...

Валентина ФЕДОРОВА.
Шкул архивĕнчи
сăн ÿкерчĕксем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.