Комментировать

30 Мая, 2014

Телекăларăма хутшăннă хыççăн вăтанма пăрахнă

Юлашки вăхăтра телекурав тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа аталанчĕ. Спутник антенни вырнаçтарнисен çĕр-çĕр канал курма май пур. Çапах, тĕрĕссипе, кăсăкланса пăхмалли нимех те çук. Телевизор ярсан илемлĕ фильм сахаллине асăрхатăн. «Мосфильм» ертÿçи Карен Шахназаров пĕлтернĕ тăрăх - халĕ телекăларăм ытларах ÿкереççĕ. Пĕрремĕш каналти чи аслă передачăсенчен пĕри - «Поле чудес» капитал-шоу. «ВИD» телекомпанин пĕрремĕш кăларăмĕ йĕркеленнĕренпе кăçалхи юпан 25-мĕшĕнче 24 çул пулать. Тахçанхи çак передачăн куравçисем чакмаççĕ. Эпĕ ас тăвассах кашни эрне кун ăна курма сенкер экран умне васкаттăмăр. Леонид Аркадьевича передачăна хутшăнакансем мĕнле парне панине курас килетчĕ. «Поле чудес» кăларăма Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем хутшăнаççĕ. Кăçалхи акан 25-мĕшĕнче унта пирĕн ентеш Ирина Яковлева пулчĕ. Вăл Мускав патшалăх педагогика университечĕн музыка факультетĕнче пĕрремĕш курсра вĕренет. Ирина - ЧР экологи министрĕн çумĕн Анатолий Яковлевăн хĕрĕ. Паллă телекăларăмра çĕнтернĕ чăваш пикипе калаçма май килчĕ.

- Эпĕ Шупашкарта 1992 çулта çуралнă. Пирĕн çемьере ача нумай, эпир туслă та ĕçчен пулма хăнăхса ÿсрĕмĕр. Шкулта «4-5»-пе çеç вĕренеттĕм. Юрăç пулма мĕн пĕчĕкренех ĕмĕтленеттĕм, вăл пурнăçланасса шансах тăратăп. Садик çулĕнченех сценăна парăнтартăм. Малтан С.М.Максимов ячĕллĕ музыка шкулĕнче ăс пухрăм, фортепиано калама вĕрентĕм. Кайран Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче пĕлÿ пухнă вăхăтрах ача-пăча пултарулăх çуртĕнчи вокал кружокне çÿрерĕм, тĕрлĕ конкурсра лауреат ятне пĕрре мар тивĕçрĕм. Халĕ Мускавра ăс пухатăп. Факультетра чи пултаруллă та тавçăруллă студента тупса палăртас тĕллевпе конкурс ирттерчĕç. Эпĕ ташласа тата юрласа мала тухрăм. Çапла «Поле чудес» кăларăма тÿлевсĕрех хутшăнтăм, - калаçу пуçарчĕ Ирина.

Барабан умĕнче тăнă вăхăтра вăл хăйне ăнланмалла мар телейлĕ туйнă. Хумханăва çĕнтерсе сцена çинче пурăнма пуçланă. Муслим Магомаев пултарулăхне килĕштернĕрен Ирина унăн «Моя Москва» юррине шăрантарнă. Эфирпа усă курса тăванĕсемпе тусĕсене салам яма та манман. Савнийĕ пирки те каласа кăтартнă. Вăл Шупашкарта вĕренет, хĕр уншăн питĕ тунсăхлать иккен.

Передачăна кăрлач уйăхĕнче ÿкернĕ пулин те унăн саманчĕсене аса илнĕ май Ирина халĕ те тĕлĕнет:

- Ертÿçĕсем ĕçе питĕ лайăх йĕркеленĕ, нимĕнле çитменлĕх те курмарăм. Залра ларакансем вăййа питĕ интересленсе пăхаççĕ, вылякансемшĕн пăшăрханаççĕ, савăнса алă çупаççĕ. Çакна вĕсен сăнĕнче куртăм. Передача ертÿçи Леонид Якубович вăйă пуçланиччен пирĕнпе лăпкăн калаçрĕ, хамăра епле тытмаллине вĕрентрĕ. Унăн сăмахĕсем халĕ те асрах: «Вăйăран киленÿ илме тăрăшăр! Кунта кашниех лекеймест, сире питĕ ăннă. Эсир - телейлисем. Сирĕн çине пĕтĕм Раççей пăхать. Çавăнпа çак самантпа усă курса савăнăр!» Унăн сăмахĕсем мана питĕ пулăшрĕç. Кăларăм редакторĕ вара шÿтлеме тата култарма пĕлет, - калаçу çăмхине сÿтрĕ министр хĕрĕ.

Ирина передачăна аса илнĕ май операторсем ÿкерни пĕтĕмпе тенĕ пекех эфира кĕнине каларĕ. Хăш-пĕр вак-тĕвеке кăна кăларса пăрахнă иккен. Куракансене передача вăхăтĕнче чаршав хыçĕнче пулса иртни те питĕ кăсăклантарать. Ертÿçĕ панă ыйтусен хуравне епле пĕлмелле-ха?

- Виççĕмĕш ушкăнра выляма тивнĕрен черет çитессе чаршав хыçĕнчи пÿлĕмре кĕтсе тăтăм. Çак вăхăтра гримерсем пире чиперлетрĕç. Ÿкерÿ пĕр дубльпех иртрĕ. Вылякансем улшăннă вăхăтра тăхтав пилĕк минута çеç тăсăлчĕ. Ф.П.Павлов ячĕллĕ училищĕре илни пĕлÿ мана пурнăçра питĕ пулăшать. Çакăншăн преподавательсене питĕ пысăк тав. Телекăларăмри ыйтусене эпĕ нихăçан та илтмен. Унти сăмахсемпе пурнăçра усă курман, çапах вĕсене илтнĕ. Ертÿçĕ вăрттăн систерни те, каласа ăнлантарни те ыйтăва хуравлама пулăшмарĕç. Сăмахсене епле пĕлтĕм-ха? «Кирза» тенине унран çĕлетнĕ пушмак халĕ те пуррине аса илсе хуравларăм. «Мешковина» сăмаха шухăшлав тупма пулăшрĕ. Малтан эпĕ ыйту хуравĕ «тельняшка» тесе шухăшларăм, кайран «шелковица» аса килчĕ. Сас паллисене чĕрсе пынă май тĕп хурав патне çитрĕм. Манăн шухăшпа - ыйтусем йывăр пулчĕç. Çапах эпĕ хама алла илтĕм, унсăрăн пуçра шухăшсем сапаланĕччĕç. Тата аппа залра ларни те хăрама памарĕ, - каласа кăтартрĕ чăваш пики.

Финала тухсан Ирина виççĕмĕш тура хутшăнма килĕшмен, çĕнтереймесрен хăранă. Пухнă балсемпе усă курса хăйĕн валли парнесем суйланă. Иринăна ÿкерÿ вĕçленсен те «тăна» кĕме çăмăл пулман. Вăл хăй çĕнтернине те ĕненмен.

- Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче, экзаменсене тытсан, выляса илнĕ путевкăпа Питĕре çул тытăп. Илем салонне каймалли абонементпа та çитес вăхăтрах усă курăп. Фотоаппаратпа вара Мускаври хитре вырăнсенче тахçантанпах ÿкерĕнетĕп. Телекăларăмра амаланнă туйăм паян та сÿнмест. Халĕ эпĕ вăтанмастăп, концертсенче хама ирĕклĕ туятăп. Передача мана вĕренÿре çитĕнÿсем тума хавхалантарчĕ, вокалистшăн вара сцена çинче ирĕклĕ туйни - чи кирли, - чунне уçрĕ Ирина Яковлева.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.