Комментировать

3 Окт, 2018

Уя тухсан юрлас килет…

Йĕпреç районĕнчи Эйпеç ялĕ вăрманпа юнашар вырнаçнă. Çак илемлĕ те хăтлă вырăнта Ястребовсем тарăн тымар янă.

Юхăнчăк пулсан та хамăн

Николайпа Надежда Ястребовсемпе выльăх-чĕрлĕх фер-
минче тĕл пултăмăр. Унччен Калинин ячĕллĕ ЯХПК кунта сыс-
насем ĕрчетнĕ-мĕн. Хуçалăх панкрут çулĕ çине тăрсан про-
изводство обћекчĕсем те арканма тытăннă. Çирĕп хуçа
çукки пур çĕрте те сисĕннĕ: уйсене çум курăк пусса илнĕ, фермăсем пушаннă.
— 1990 çулсенче пай çĕрĕсем уйăрма тытăнсан эпир те илсе
юлтăмăр. Халĕ хуçалăхăн 120 гектар çĕр. Унта тырă та туса
илетпĕр. Шел, кăçал типĕ çанталăка, тислĕк тăкайманни-
не пула тухăç пĕчĕкрех пулчĕ. Удобрени хывни те пулăшай-
марĕ. Мана Алексей Константинов механизатор, ывăлсем çĕр
ĕçне тума пулăшаççĕ. Хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышĕ
ÿснĕ май сысна ферминчи пĕр витене арендăна илтĕмĕр. Ан-
чах тĕпрен юсаса çĕнетме тăхтарăмăр: ют пурлăх урăх алла
куçасси хăратрĕ. Ку вите ыттисемпе танлаштарсан ытлашши-
ех юхăнманччĕ. Халĕ тинех ыйтăва татса патăмăр — фермăна
хамăр çине куçарттартăмăр. Выльăх-чĕрлĕхе вара ачаран
юрататăп. Ăна яланах йышлă усранă. Халĕ пирĕн мăйракал-
лă шултра выльăх 57 пуç, çав шутра сăваканни — 22 ĕне. Ун-
сăр пуçне 20 ытла сурăх, 2 сысна. Сурăхпа сыснана сутма мар,
хамăр валли усратпăр. Фермер хуçалăхне вара 2016 çулта
уçнă, — кăмăллăн пĕлтерчĕ Николай Николаевич фермер. —
Чăн та, кунта юсамалли пайтах. Майĕпен тума пулĕ-ха.
Вăл каланине итленĕ май с т е н а с е м т ĕ л л ĕ н - т ĕ л л ĕ н
ишĕлнĕ, чÿрече-алăксăр, тăррине йывăç-тĕм пусса илнĕ ви-
тесене тĕлĕнсе сăнарăм: юхăнчăка йĕркене кĕртме мĕн чухлĕ
укçа, вăхăт, вăй-хал кирлĕ-ши? Фермера вара умри йывăрлăх
хăратмасть иккен. Вăл хавхаланса ĕçĕ-хĕлĕпе паллаш-
тарчĕ.
— Ку витен тăрринче те йывăç-тĕм кашласа ларатчĕ,
ăна тасатса юсарăмăр. Çуртйĕр кивĕ, юхăнчăк пулин те
вĕсем — пирĕн. Çакă малалла аталанма хавхалантарать.
Унччен хамăрăн производство объекчĕсем çукран выльăх
йышне ÿстерме йывăрччĕ. Фермер хуçалăхне уçма та тăхта-
рăмăр. Халĕ территори пысăк, техникăна упрама, выльăхсене
çÿретме те вырăн çителĕклех. Çуртсене йĕркене кĕртсен вы-
льăх апатне упрамалли те тума пулать. Пур япалашăн мĕн пă-
шăрханмалли? Чи кирли — шыв, çутă юнашарах. Çĕнĕрен тума
тата хаклăрах ларать, — пуçне усмасть Николай Николаевич.
Территоринче техника та туллиех: икĕ трактор, утă çул-
малли, тавăрмалли агрегатсем, комбайнсем… Киввипе пĕрлех
çĕнни те пур. 2017 çулта Николай Ястребов «Фермер ĕçне
пуçăнакан» программăпа патшалăх пулăшăвне илме кон-
курса хутшăннă. Грант укçипе «Беларусь — 82» трактор, вы-
льăх апачĕ хатĕрлемелли техника, ĕнесем, сĕт сума аппа-
рат туяннă.
— Грант пани маншăн пысăк пулăшу пулчĕ. Вăл мана тăвал-
ла тĕртсе хăпартрĕ тейĕн. Техника илме, ытти тăкака саплаш-
тарма укçа çитменрен Мускава та ĕçлеме кайрăм. Пулăшакан
пулмасан пĕччен кăна çĕкленме йывăр. Грант илнĕ хыççăн
кăштах çăмăлланчĕ ĕнтĕ, — терĕ фермер. — Халĕ малалла мĕнле
аталанасси ытларах хамăртан килет. Тен, вăй илсен çемье
фермине аталантарма татах грант илме пулĕ. Сĕт хакĕ кăна
пăшăрхантарать. Ытла йÿнĕ-çке вăл. Лавккара шыв та унран ха-
клăрах. 1 литр сĕте пирĕн патра 14 тенкĕпе илеççĕ. Ăна ют
çĕршывран сахалрах турттармалла. Эпир хамăра хамăр тă-
рантарма пултаратпăрах. Кил хуçине çемйипех пулăшаççĕ. Мăшăрĕпе ачисем куллен фермăра тăрăшаççĕ.
Акă Эйпеç ял тăрăхĕнче вăй хуракан Надежда Николаевна от-
пускра канас вырăнне упăшкипе выльăхсене пăхать. Эпир кар-
тишĕнчен тухнă чухне шкулта вĕренекен ывăлĕ те çитрĕ. Сыв-
лăх суннă хыççăн тÿрех витене васкарĕ — хăйĕн ĕçне каламасă-
рах пĕлет вăл.
— Фермер хуçалăхне уçиччен мăшăрпа, ачасемпе канаш-
ларăм. Кашнин сĕнĕвне шута илме тăрăшрăм. Çемье ман шу-
хăша ырласа йышăнчĕ, çирĕп утăм тума хавхалантарчĕ, — па-
лăртрĕ Николай Николаевич. — Паян та вĕсем маншăн çирĕп
тĕрев.
Лаша пуласси — тихаран, çын пуласси ачаран паллă тенĕ. Ни-
колай Ястребов йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Вун пĕр ача-
ран вăл вуннăмĕш пулнă. Аслисемпе пĕрле пĕчĕкренех ĕçе
кÿлĕннĕ. Амăшĕ Нина Андреевна «Ача амăшĕ героиня» орде-
на илме тивĕçнĕ.
— Атте-анне пекех хам та ачасене ĕçлеттерме тăрăшатăп.
Вĕсем те ман пекех выльăх-чĕрлĕх юратаççĕ. Тислĕк та-
сатнă чухне вăкăрсем пырса тĕртсен те: «Ан тĕрт ĕнтĕ, эс
45-50 пин тенкĕ тăран», — теççĕ хăмсаранçи туса. Халиччен те
выльăхсене çапнине курман.
— Ял, çĕр ĕçĕнче ытлă-çитлĕ пурăнма, тупăш илме май пур-и?
— ыйтрăм фермертан.
— Çĕр ĕçĕ пуйма та памасть, выçă та лартмасть. Эпир аш-
какай, сĕт-çу, пахча çимĕç йăлтах хамăр туса илетпĕр. Хими
хутăшĕ çисе сывлăха пĕтерместпĕр, — хуравларĕ вăл. —
Мана ялта пурăнма, ĕçлеме килĕшет. Ирĕклĕ, хулари пек
шăв-шав çук, сывлăш уçă. Акасухара юрла-юрла ĕçлетĕп, чун
çĕкленет.

Çÿпçипе хупăлчи

Ястребовсене çÿпçипе хупăлчи темелле-тĕр. Пĕр-пĕрне
ăнланса, килĕштерсе çирĕм çул ытла пурăнаççĕ вĕсем. Ни-
колайпа Надежда иккĕшĕ те Эйпеçрен. Вĕсен ачалăхĕ, çам-
рăклăхĕ пĕр урамра, пĕр класра иртнĕ. Шкултан тухсан хĕр
Шупашкарти аслă шкула вĕренме кайнă. Каччă çар ретне тăнă,
кайран Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухнă.
Пике ăна салтака ăсатнă май кĕтсе илме шантарнă. Алла ди-
плом илсен Надежда Николаевна тăван ялах таврăннă, вы-
рăнти шкулта пуçламăш классене вĕрентме тытăннă. Сăмахне
тытнă вăл, çамрăксен хушшинче юрату çĕнĕрен вăй илнĕ. Ни-
колай пĕрлешсе çемье çавăрма ыйтсан хĕр хаваспах килĕшнĕ.
Ĕçчен, шанчăклă çынпа пурнăç çулĕ те çăмăлрах пуласса аван
ăнланнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.