Комментировать

13 Ноя, 2018

Ÿнер тĕнчи йыхравлать

Чăваш Енре Кокель пленэрне хутшăннă художниксен суйласа илнĕ произведенийĕсен куравĕ уçăлать.
Кокель пленэрне чăвашсен профессиллĕ искусствин никĕслевçисенчен пĕрин Алексей Кокелĕн тăван ялĕнче Патăрьел районĕнчи Турханта 2007 çултанпа йĕркелеççĕ. 12 çулта унта Раççейри, Беларуçри, Украинăри сăнарлă искусствăн тĕрлĕ шкулĕн 139 представителĕ хутшăннă. XII пленэрта Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекен çамрăк художниксем те хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
Наци библиотекинче чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче уçăлакан курава Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă. Вернисажра Кокель пленэрне хутшăннă паллă художниксемпе тĕл пулса калаçма та май пулĕ. Уява И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ Владимир Васильев ертсе пырĕ, Турханти вăтам шкул ачисем курава юрă-ташăпа илемлетĕç.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.