Комментировать

10 Дек, 2018

«Тĕрĕсленни — мĕскĕнленни мар»

Хальхи вăхăтра çĕршывра та, республикăра та арçынсем, хĕрарăмсемпе танлаштарсан, сахалрах пурăнаççĕ. Юбкăллисен ĕмĕрĕ вăтамран 78 çулпа танлашать тĕк шăлаварлисен — 67-пе кăна. Мĕншĕн ир хавшаççĕ арçынсем? Вĕсем, хĕрарăмсемпе танлаштарсан, пурнăçран часрах уйрăлнин сăлтавĕсенчен пĕри — сывлăха упрас енĕпе тимлĕх çителĕксĕрри. Этемлĕх пуласлăхне шурлăхалла сĕтĕрекен çивĕч çак ыйтупа, темле кăткăс пулсан та, кĕрешмеллех — Чăваш Ен ертÿлĕхĕ шăпах çапла шухăшлать. Чăнах, лав вырăнтан хускални сисĕнме пуçларĕ.

Терапевт патне кайсан...

Шупашкарта пурăнакан 69 çулти Юрий Николаевич, хăй калашле, тухтăр патне çав тери аптăрасан кăна пулăшу ыйтма пырать. Нумаях пулмасть витĕр касакан çиле пула шăнса пăсăлнăран пынă. Çавăнпа Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин Пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн 3-мĕш уйрăмне çитнĕ. Асăннă сыватмăша урологран пулăшу ыйтнă.
— Урологи чир-чĕрĕ аптăратнине сисменччĕ. Çил çинче вĕрĕлнинчен сиплев палăртнă хыççăн тухтăр анкета тыттарчĕ, ыйтусене тĕрĕс хуравлама ыйтрĕ. Эпĕ çырнине тишкерсен уролог патне кайма хут çырса пачĕç. Вăл вара манăн организмра улшăнусем пуррине кура-тăр тата тĕрлĕ анализ, УЗИ витĕр тухма сĕнчĕ. Акă тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе паллашма килтĕм, — уççăн калаçать арçын.
Юрий Николаевич пекех, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн асăннă уйрăмне пыракан мĕн пур арçын, ÿсĕмне пăхмасăр, çÿлерех каланă анкета ыйтăвĕсене хуравлать. Çĕнĕ çак утăм Чăваш Енре пурнăçланакан черетлĕ проектпа — «Арçынсен репродукци сывлăхне сыхласси тата Чăваш Республикинчи нумай пурăнаслăхăн социаллă хастарлăхĕ» ятлăскерпе — çыхăннă. Кăçал çуркунне старт илнĕскерĕн сăнав лапамĕ — Шупашкарти Васкавлă медицина пулăшăвĕн больници. Асăннă учрежденин тĕп тухтăрĕ, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман хирургĕ Ильдар Абызов каланă тăрăх, проект сăнавĕ валли шăпах çак сыватмăша суйласси кунта ялта пурăнакансене те /учреждени Красноармейски район тĕп больницин филиалĕ те шутланать/, тĕп хулара тĕпленнисене те йышăннипе çыхăннă.
— Йĕркелекен ĕçĕн малтанхи пайĕ — анкета ирттересси. Унта кĕртнĕ ыйтусен хуравĕсем тăрăх терапевт арçынсене сывлăх 3 ушкăнне пайлать: сыввисене, чир-чĕр енĕпе сисчĕвленÿ пуррисене, чирлисене уйăрать. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш ушкăнрисене уролог патне тĕрĕсленме яратпăр, — каласа кăтартать пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ Алевтина Афанасьева. — Арçынсенчен чылайăшĕ хăйĕн ар органĕсемпе çыхăннă амак пуррине пĕлмест те. Çакăн сăлтавĕ — чир-чĕр тĕрлĕ тĕсĕ малтанхи тапхăрта нимĕнле майпа та палăрманнинче. Кайран, ыратма пуçласан, операцисĕр сипленме май килмест. Вăл вара кашни тĕслĕхрех ăнăçлă иртмесен те пултарать вĕт.

«Вăйлă тесе шухăшлани кансĕрлет»

— Хăйсен кăмăлĕпе сирĕн пата килекен арçын чылай-и? — пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн уйрăмне йышăнăва килнĕ урологпа Виктор Очкуренкопа калаçăва çакăн пек ыйтуран пуçларăмăр.
— Мĕн ĕлĕкрен арçынсем камсем шутланаççĕ-ха? Сунарçăсем, пурлăхпа тивĕçтерекенсем, хÿтĕлевçĕсем... Çак паха кăтартусем арçынсен вăйне çирĕплетеççĕ. Хăйне çирĕп тесе шухăшлакан çын вара унăн та сывлăхĕ хавшама пултарнине пуçа илесшĕн мар. Акă мĕншĕн арçынсем сыватмăша сайра хутра кăна килеççĕ. Урологи уйрăмне нимĕн пăшăрхантармасăрах пыракан çукпа пĕрех. Килекенсем — 50-70 çултисем, ку ÿсĕмре арçынсене канăç паман ыйтусем пулаççех. Чăн та, сывлăх сыхлав ведомствин нормативĕпе килĕшÿллĕн пирешкел специалистсем 20 пин çын пуçне пĕрре кăна тивнĕрен черет пысăкки те вырăнтан тапранма чарать-тĕр. Арçын сывлăхне сăнаса-тĕрĕслесе тăрасси çĕршывра йăлана кĕменни те витĕм кÿрет ахăртнех. Хĕрарăмсем валли консультаци уйрăмĕсем, перинаталь центрĕсем пур, арçынсем валли... Ку енĕпе республикăра пурнăçланма тытăнакан «Арçын сывлăхĕ» программа ырă витĕм кÿрессе шансах тăратпăр. Кирек мĕнле пулсан та анкета чир хăрушлăхĕ пурри-çуккине систеретех. Чылайăшĕ амака пуçламăш тапхăрта сиплеме пултарать, — Виктор Сергеевич лару-тăру ырă енне улшăнасса шанни сисĕнет.
Статистика кăтартăвĕ хальлĕхе лăпланмаллиех мар: çĕршыври арçынсен 43 проценчĕ 65 çулччен те пурăнса çитеймест. Арçын сывлăхĕ хавшани çĕршывра ача çуратайманнисен йышĕ ÿснипе те çыхăннине пытармăпăр. Лару-тăрăва ку енчен тишкерсе уролог мĕн сĕнет-ши?
— Чылай арçын хĕрарăмăн çие юлманнинче хăйĕн «айăпĕ» пулма пултарассине йышăнасшăн мар, çавăнпах тĕрĕсленессине темшĕн арçын ятне мĕскĕнлетнĕ пек йышăнать. Апла шухăшламаннисемех ырă кăтарту патне вăхăта вăраха ямасăр çитеççĕ. Ар парĕсене анализ туса ашшĕ пулма хатĕрленекенсен кăна мар, пур арçыннăн та çуллен тĕрĕслемелле. Каллех «Арçынсен репродукци сывлăхĕ...» проект патне таврăнатăп. Унпа килĕшÿллĕн анкетăна хутшăнакансем мĕн пур анализ, УЗИ тĕрĕслевĕ витĕр тÿлевсĕр тухаççĕ, — уçăмлăн хуравларĕ уролог.
Профилактика çинчен сăмах пуçарсан Виктор Сергеевич арçынсен хăйсен сывлăхне упрама «кипкеренех» пуçламаллине асăнчĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене, сиенлĕ тĕрлĕ япалапа /сăра-эрех, пирус, наркотик.../ çыхланманнисене, фастфудпа туслашманнисене тĕрлĕ амак хăрушлăхĕ пырса тивменни çинче пусăм турĕ. 

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.