Комментировать

«Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар, — тет Красноармейски ялĕнче пурăнакан Христина Тихонова. — Иртнĕ кун-çулăма тишкеретĕп те хам çинчен пĕр-пĕр документлă фильм ÿкерме е кĕнеке çырма пулать пулĕ тетĕп. Мĕншĕн тесен пурнăçра хура-шура самаях куртăм. Çапах нихăçан та нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуç усман эпĕ. Тен, çапла тума мана атте-анне вĕрентнĕ?»

Христина Марковнăн кун- çулĕ йывăр иртнĕ. Вăл 1928 çулта Тюмень облаçĕнчи Канаш ялĕнче çуралнă.
«Атте Марк Филиппович Кÿлçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ, — сăмахне тăсрĕ кинемей. — Вăл икĕ хут авланнă. Мăшăрĕ виççĕмĕш ачине çуратнă хыççăн чирлесе вилнĕ. Виçĕ уйăхри Константина ача çур-тне панă, Еленăпа Павел аттепе юлнă. Вăхăт иртнĕ май атте пирĕн аннене Анастасия Михайловнăна качча илнĕ».
Марк Филиппович вăтам хресчен шутланнă. Ăна ку тăрăхра «Усламçă Маркку» тенĕ. Вăл çил арманĕ тытнă. Пысăках мар лавккара краççынпа, тăварпа суту-илÿ тунă. Выçăпа аптăранă çынсене килĕнчи столовăйра кунне пĕр хутчен тÿлевсĕр апат çитернĕ. Çакă вырăнти влаç çыннисене килĕ-шмен.
1926 çулта вĕсен çемйине тата икĕ шăллĕне Çĕпĕре ăсатнă. Çул çинче унăн арăмĕ çăмăлланнă, пĕчĕк хĕре Анна ят хунă. Сăмах май, Анна Марковна та вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă, 92 çулччен пурăннă. Çĕпĕрте вăл Фетис Храбровпа мăшăрланнă, 5 ача çуратса ÿстернĕ.
Вырăна çитсен Филипповсене ссылкăна янă ытти çын пекех барака вырнаçтарнă. Тепĕр самантран хăйсене пурăнма çурт-йĕр туччăр тесе тайгана куçарнă. Унта вĕсем кил-çурт çавăрнă. Анчах вĕсене кулаксен шутне кĕртнĕ май пĕрлешÿллĕ хуçалăха йышăнман. Çак йывăрлăхран тухма вĕсене тайга пулăшнă. Çемье унта кăмпа, çырла татнă, сиплĕ курăксем пухнă. Кăмпана хĕл каçма типĕтсе хатĕрленĕ. Çакă выçлăхран хăтарнă.
Çемьене йыш хушăнсах пынă: малтан Христина, кайран Нина çĕр çине килнĕ. Шел те, 18 çулти Павел Ишим юхан шывра путса вилнĕ.
Христина 7 çула çитсен амăшĕ çĕре кĕнĕ. Вăл улттăмĕш класа вĕренме куçсан вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Пурнăç çăмăл пулмасан та хĕр тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ. Чирлĕ ашшĕ пĕррехинче ăна хăй патне чĕнсе илнĕ те çапла каланă: «Хĕрĕм, санăн Чăваш Енех каймалла, унта тăвансем пурăнаççĕ. Тăван тăрăхра эсĕ телей тупатăнах».
Вăл вилнĕ хыççăн 19 çулти Христина вăрăм çула тухнă: ашшĕн йăмăкĕ патне Чăваш Енри Элĕк районĕнчи Антоновка ялне çитмелле пулнă унăн. Хĕлле, сивĕ. Хĕр Канаш ялĕнчен Тюмень хулине «полуторка» автомашинăн кузовĕ çинче кайнă. Çул çинче шăннăран чирленĕ.
Антоновка ялне çитни савăнтарман ăна: тăванĕн çемйи йывăрлăхра пурăннă, ачи-пăчи сак тулли, çиме çăкăр çитмен, урайĕнче улăм сарса çывăрнă.
Христина Антоновкăран Мăн Шетмĕре пурăнакан амăшĕн пиччĕшĕ Аврам çемйи патне кайнă. Çул çинче шăннăран ÿпке чирĕпе чирленĕ. Ăна Мăн Шетмĕри участок больницине вырттарнă. Вăл унта виçĕ эрне сипленнĕ. Шăпах çакăнта тупнă хĕр амăшĕн йăмăкне Анисия Михайловнăна. Лешĕ асăннă больницăра медицина сестринче тăрăшнă. Тăлăх хĕре вĕсем хăйсен хÿттине илнĕ. Каярахпа Христинăн йăмăкĕ Нина та Чăваш Ене куçса килнĕ, Супар каччипе мăшăрланнă.
1953 çулта Христина Николай Тихоновпа çемье тĕвĕленĕ. Çулсем иртнĕçемĕн ачисем Любăпа Вова кун çути курнă. Шел, кил хуçин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Татьяна БОРИСОВА, Красноармейски ялĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.