Комментировать

Ырă тăвакансен çулталăкĕнче эпир те, «Çеçпĕл» пултарулăх ушкăнне çÿрекенсем, сăваплă ĕç пурнăçланипе палăртăмăр. Хамăр тăрăшнипе, ял-йыш пулăшнипе вунă çул тарăн «ыйхăра çывăракан» клуба «вăратрăмăр».
Культура çурчĕ пирĕн питĕ пысăк. Урай, сцена кивелсе çĕрĕшнĕрен зала хупнă. Унта кĕме май çук. Фойене, икĕ пысăк пÿлĕме вара ял çыннисемпе юсама шут тытрăмăр. Пухнă укçа- тенкĕпе чи малтан юсав ĕçĕ ирттерме тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр туянтăмăр. Унтан ĕçĕ тытăнтăмăр: алăка, çĕмрĕк кантăксене çĕннипе улăштартăмăр, стенана çĕнĕрен сăрларăмăр, çутă кĕртрĕмĕр. Куç хăрать те алă тăвать çав.
Ушкăнпа ĕçлеме питĕ хавас пулчĕ. Ку ĕçре пĕрне ырласа теприне хурлама çук, пурте тăрăшса вăй хутăмăр.
Ăна юсаса тирпейленĕ хыççăн культура «вучахне» çĕнĕрен чĕртрĕмĕр. Халĕ кунта тĕрлĕ мероприяти иртет. Юнашар ялсенче пурăнакансем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма килеççĕ. Çутă, таса, ăшă клубран тухас та килмест. Унта шашка-шахматла выляма та май пур. Çĕнĕ çул уявне те ял-йышпа «çĕнĕ» клубра кĕтсе илĕпĕр. Çамрăксем симĕс чăрăша илемлетмешкĕн, уява тивĕçлĕ шайра йĕркелемешкĕн укçа парса пулăшни те савăнтарать. «Пур — пĕрле, çук — çурмалла» тени те тĕрĕсех.

www.hypar.ru

Галина ПЕТРОВА. Сĕнтĕрвăрри районĕ, Упнер ялĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.