Комментировать

21 Дек, 2018

Пĕрремĕш çухату

Вокзал умне çитсе чарăннă автобусран ансанах Толя умне шурă çÿçлĕ çÿллĕ арçын пырса тăчĕ.
— Киле леçсе ярас мар-и? — ыйтрĕ палланă таксист.
— Çук, эпĕ çуранах, — хирĕçлерĕ Толя.
Шофер хăпма васкамарĕ-ха.
— Хăвăртрах çитĕн. Çанталăкĕ те ав... — пăхса илчĕ вăл тÿпене сырса илнĕ ăмăр пĕлĕтсем çине. — Кĕç-вĕç çумăр çуса яма пултарĕ.
— Эпĕ васкамастăп. Çумăрĕ те халех çумасть, сивĕ пĕлĕчĕсем кăна вĕсем.
Таксист кÿренчĕклĕн пăрăнса кайрĕ.
Толя ял еннелле каякан тÿрĕ çул çине тухрĕ.
...Тăван киле çывхарнăçем арçыннăн утти те ерипенленсе пычĕ. Хăрушă хыпар чăн иккенне хăй куçĕпе курсан тин ĕненĕ, çавăнпа çав саманта епле те пулсан тăсма тăрăшрĕ вăл. Чĕптĕм шанчăкне те пулин çухатасси килмерĕ.
Чăнах, мĕншĕн васкамалла унăн? Мĕн пуласси пулнă ĕнтĕ, Толя нимĕн те тăваймĕ. Ÿлесе йĕрекен амăшне никам та йăпатаймĕ. Ĕмĕрлĕхех куçне хупнă ашшĕ те ывăлĕ килсе кĕрсен сак çине тăрса ларас çук.
...Арçын йĕмест тенĕччĕ ашшĕ улттăмĕш класа çÿрекен Тольăна. Шăл тухтăрĕ патне кайнăччĕ ун чух. Харăсах тăватă шăлне пломба ларттармаллаччĕ арçын ачанне.
— Ун хыççăн санăн кĕмелле пулать, манса ан кай, — асăрхаттарчĕ тăвăр коридорти сак çинче ларакан ачана ашшĕ.
Шалтан вара сверло сассипе пĕрле арçын ача кăшкăрса макăрни илтĕнсех тăчĕ. Лешĕ алăкра курăнсанах ывăлне хулĕнчен тĕртрĕ:
— Кĕр. Макăрнă ан пултăр. Арçын пек пул. Тÿс! — хушса ячĕ тухтăр патне кĕрес умĕн.
Пысăк креслăна вырнаçса ларнăранпа вăхăт чылай иртрĕ ĕнтĕ. Вăрах вăхăт çăварне уçса ларнипе янах шăммисем ырата пуçларĕç. Тухтăр Тольăн шăлĕпе аппаланма пăрахмарĕ-ха. Сверло çаплипех çухăрчĕ. Хăранипе малтанах куçĕсене хупнă ачан пичĕ тăрăх тар шăпăртатса юхрĕ. Тем самантра такам унăн тарне ал шăллипе типĕтме тытăннине туйса куçĕсене уçрĕ.
Унăн тарне ашшĕ шăлса тăрать иккен. Çумĕнче вăл пурри Тольăна çунатлантарса ячĕ. Тухтăр хăйĕн ĕçне пĕтериччен те пĕр сасă кăлармарĕ ача.
— Маттур! — ырларĕç ăна аслисем...
Арçын аса илĕвĕсене машина сигналĕ татрĕ. Унран вунă-вун пилĕк утăмра чарăннă çăмăл машина алăкĕ уçăлса кайрĕ.
— Пыракан çын-и эс?! — кăшкăрса ыйтрĕ шофер.
Толя аллине сулса ăна кайма хушрĕ.
— Çук. Эпĕ çуранах.
«Çанталăк паян, чăн та, лайăх мар», — таврана сăнаса пычĕ малалла. Хăш вăхăт пулнине те пĕлеймĕн. Вĕçĕ-хĕррисĕр тĕксĕм пĕлĕт. Хире тухсанах çурçĕр-хĕвел анăç енчен вĕрекен вичкĕн çил витĕр илчĕ. Хирсем пушаннă. Вырăнĕ-вырăнĕпе сухаланă çĕр хуралса выртать.
Сасартăк сылтăм енче, улăм капанĕнчен инçе те мар, йытă кĕрчĕ чупнине асăрхарĕ те тăпах чарăнса тăчĕ. «Нивушлĕ Матрос? — тимлесе пăхрĕ ушкăнра чи малта ыткăнакан пысăках мар хурапа шурă тĕслĕ йытта. — Çук, пулма пултараймасть», — хирĕçлерĕ хăйне хăй. Ăçтан Матрос пултăр? Толя пĕчĕккĕ чухнех ватăччĕ вăл. Унăн чи çывăх та шанчăклă тăват ураллă тусĕ. Çапах та темле ăнланмалла мар çухалчĕ çавăн чухне.
Пурнăçĕнчи пĕрремĕш çухатăвĕ аса килчĕ.
Кăнтăрла тĕлне ыйхăран вăраннă хыççăн Толя кухньăна апатланма тухрĕ.
— Матроса тем пулнă. Картиш варринче пашкаса выртать. Умне лартнă апачĕ патне те пымарĕ, — ырă мар хыпара ывăлĕнчен пытармарĕ амăшĕ.
— Ывăннă пулĕ. Ĕнер манпа темĕнччен выляса чупрĕ-çке, — унăн сăмахĕсене малтан ним вырăнне те хурасшăн пулмарĕ ача.
— Те ывăннипе-ши, те... — иккĕленÿллĕ калаçрĕ хĕрарăм. — Ватă ĕнтĕ вăл пирĕн. Вилсе кайма та пултарать.
Апат çиме тытăннă Тольăн çакна илтсен кашăкĕ сĕтел çине тухса ÿкрĕ.
— Вилмест вăл, вилмест! — кăшкăрса ячĕ амăшне хирĕçлесе.
Унтан тула тухса чупрĕ.
— Матрос, Матрос, ме, ме! — пăлтăртанах йыхăрса чĕнчĕ ăна.
Амăшĕ суйман иккен. Йытă чăн та картиш варринче пашкаса выртать. Хапха айĕнчен вĕрекен вăштăр çил унăн çурăмĕ çинчи çăмне тинĕс хум авăснă пек хумхатать. Чашăка ярса панă апачĕ патĕнче чăрсăр чăхсем хуçаланаççĕ. Тольăна курсан йытă хÿрине ытти кунсенчи пек пăлтăртаттармарĕ. Ывăнчăк сăнĕнче çеç пăртак кулă пекки палăрчĕ.
Чупса çитсе ун умне кукленсе ларчĕ арçын ача. Çурăмĕнчен ачашларĕ.
— Матрос, мĕн пулчĕ-ха сана? — çынпа калаçнă пек пуплешрĕ унпа.
Тусне нимĕнле пулăшайманнипе сиксе тăрса чăхсене йытă апачĕ патĕнчен хăвалама тытăнчĕ. Çак вăхăтра картишне кăнтăрлахи апата килнĕ ашшĕ кĕрсе тăчĕ.
— Матроса тем пулнă. Апатне те çимест, — хĕрелнĕ куçĕсене унран пытарма тăрăшса хăйĕн хуйхине пĕлтерме васкарĕ Толя. Ашшĕ йытă патне пырса аллипе ун сăмсине перĕнчĕ.
— Сăмси вĕри. Чирленĕ пирĕн Матрос. Температура пысăк унăн, — пĕлтерчĕ вăл тÿрленсе тăрса.
— Сывалать-и вăл?
— Сывалмалла. Ăна халĕ канлĕх, сулхăн вырăн кирлĕ. Кунта хĕвел пĕçертет.
Ашшĕпе иккĕшĕ йытта сад пахчинчи улмуççи айне вырттарчĕç. Толя чашăка шыв тултарса Матрос пуçĕ тĕлне лартса хăварма та манмарĕ. Урамра кĕтсе тăракан юлташĕсемпе выляма хаваспах тухса утрĕ — ашшĕ Матрос сывалать тесе шантарчĕ-çке.
Килне тĕттĕмленсен çеç таврăнчĕ Толя. Ывăннипе йытă патне тухасси килмерĕ унăн. Тĕттĕм пахчара çÿреме те хăрушă.
Ыйхă канлĕ пулмарĕ çав каç. Тем пăшăрхантарчĕ. Чĕри мĕншĕн вăрканине ăнланаймасăрах тĕлĕре пуçларĕ.
«Матрос...» — куçне уçнă-уçман сиксе тăчĕ вырăн çинчен Толя.
Кантăкран кăвак çутă çапнă. Çиелти тумне тăхăнмасăрах сада васкарĕ арçын ача. Пахчари çÿллĕ курăк çинчи сывлăмпа çара урисене йĕпетсе улмуççи патне пырса тăчĕ.
— Матрос? — чĕнчĕ йĕпе çулçисене аллисемпе сирсе.
Йытă ĕнерхи вырăнта çук. Савăтри шыв та çаплипех ларать. Ăна шыраса пÿрт йĕри- тавра чупса çаврăннă хыççăн пÿрте вирхĕнсе кĕчĕ.
— Атте! Атте! — силлесе вăратрĕ кравать çинче выртакан ашшĕне. — Матрос пахчара çук!
— Лайăх пăхмарăн пуль.
— Шырарăмăр. Ниçта та çук вăл!
Ашшĕ тумлансан пĕрле тухса шырарĕç.
— Чăн та, çук, — килĕшрĕ вăл ывăлĕпе. — Апла пулсан савăнмалла çеç. Сывалнă пирĕн Матрос. Хăй тĕллĕн тăрса кайнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.