Комментировать

21 Дек, 2018

Ай, мăнтарăн хир мулкачи

Татас терĕм мăйăрне
Ытарлă çиччĕмĕш эскиз

Ку произведени автор «Ай мăнтарăн хир мулкачи» ятпа пĕрлештернĕ ярăмăн /вăл прозаик шухăшĕпе çичĕ хăйне тĕллĕн хайлавран тăмалла/ юлашки пайĕ.

Пĕрремĕш сыпăк

Я тот, кто во времена мои не был мной…
А. Тарковский.

Вĕшлеке шухăш вĕçсĕр тенĕ ватăсем. Ара, çав! Вĕшле кăмăлăн чаракĕ çук — йытăланса килсе кĕрет ăша сĕмсĕрленсе. Тăрлавсăр йÿтĕмпе… Кĕшлекен шухăш та… Кĕвелĕксĕр вăл. Çурхи юр ирĕлнĕ евĕр, таппи ярса каплам-капламăн кĕрлет Вехтĕр асĕнче. Ăсĕнче. Кутсăр-пуçсăр — ни вĕçĕ тупăнмасть, ни пуçĕ. Чисти паянхи аравасăр шалкам пек. Тÿпе çÿпçи тÿнсе кайнă, пăкки ÿксе çухалнă. Халь ăна кăнтăрла хунарпа шыраса та тупаймăн. Тÿпе хуçи шыв шетникне аслатиллĕн кĕмсĕр-кĕмсĕр туса ÿпĕнтерет.
Чарăна пĕлми юхать хаксăр шыв. Тĕнчене — мĕн тĕнчи? — кăмăла, пĕтĕм пурнăç хакăлне пĕр ейÿ кÿлĕ тăваслăн. Кĕштекле çеç мар, ахăрсах ахăрать çанталăк. Çумăр йăлт кукăр туналаннă — çапса çăвать, ырми тĕтет. Шултран — лĕш-лĕш, шăпăр- шапăр. Вертикаль майлă ÿпĕннĕ, хысак çине тăнă тинĕс темелле. Тĕлĕк-и ку? Ай чăлăм куç хупма паман тăтăрха-и? Асăх шыв шапăртатса юхать урам тăрăх — тинĕсрентинĕс, Атăлтан та Атăл, хума хум хăвалать, хум çине хум утланать. Ăсĕ-тăнĕ пăтраннă Вехтĕре тĕлĕк пек те туйăнса каять пилсĕр çанталăк, тĕлĕкрен писнĕ тăтăрха пек те… Çил шавлать тулхăрса. Тулашать, улать. Вăй чараксăрне туйнă урхамах пек кукалет çĕр питне. Ахальли мар, çиçми, хаярри. Нĕрне çухатнă вăл та — çĕрĕпе, кунĕпе урать. Вĕрлĕк алăка чĕриклеттерет пилсĕррĕн — те ан-картинчен кил хушшине кĕрес тунă ку?! Кĕрĕс-мерĕс тăвать çенĕк алăкĕ, кĕрĕс- мерĕс… Чыса тăнччи çухатнă тейĕн, апăрша. Çанталăк — çан вĕçнĕ-ши унăн та — шăнтма хăршаланать кутăн шалçа тупнăн. Ир-каç эс хăть алса тăхăн, кĕрчесех кĕрченĕ çÿл тÿпе екки…
Эх, тупата! Виç мăскал тупнă тейĕн çавна, Вехтĕре, хайхи. Аврăç-каврăç, кучи- мачи тĕлĕкпе кăмпăсланать çенĕкре, чикан тарĕ айĕнче. Супинки мар-и? Кăшт хускалсан тем яланлăх çухалса каяссăн туйăнса каять, çавăнпах-и, тен, çĕнеймест кахал сурине. Апла та мар-ха! — шавлать унăн та вĕçлекеленнĕ шухăш вăрманĕ. Шалт! чыссăрланса килсе кĕрет тĕлĕке, шавла-шавла ыйхăран пистересшĕн; ни çывăрнă, ни çывăрман этеме шăмă варри таран çÿçентересшĕн. Ка-а-аш! Ши-ии! шăхăрать ĕмĕр çилĕ пуçтахланса. Урмăш истори çилĕ вăшкăтарать. Çынна çын вырăнне хуман самана çиçмийĕ. «Эс кунта хÿтĕ-хунтă тупрăн пулĕ-ха», — тет пек Вехтĕре. Пахчаран кĕç симĕс пакунлă темле этем кĕреслĕн туйăнса каять хайхи. Кĕрченĕ тĕнче кăмăлĕ шелсĕр çав, таçти темле çын еккине тăвасшăн мар.
— Чиканĕ-качки çав таран, сана уншăн мĕн нуша? Эсĕ хăвна айăпла, хăв кур-пунна çын çине ан йăвантар. Урунта — ăшă вăрăм кунчаллă чăлха ав, çийĕнте — килте çыхнă çăм кипке. Çемçе, хулăн çи витти айĕнчен сăмсу кăна курăнать вăн. Ытах сирсе пăрах та — кĕрсе вырт ав пÿрте — вут та хутса кăларнăччĕ вĕт.
…Çук-ха, çук. Ыйхă тĕлĕшлĕскер кахал сури тунă çав вăл — тăрасси килмест. Тата ĕнтĕ! — асăх çил мар, путсĕр Пракка шаккать пулмалла çенĕк алăкне, пÿрте кĕресшĕн, ăнманă. Ашшĕн уçăмсăр шевли курăнса каять тата. «Ни-ни, — теет пек ывăлне астутарса, — ан кĕрт, этем ĕретлĕ çын мар вăл. Таси паха…» Пракка-и? Пăрака тетчĕ ăна Вехтĕрĕн кÿрши, Трихван старик. Куçранах тĕкетчĕ, сăмсаран тăрăнтарса — «пăсăлнă пăрака вĕт эс»… Ача чухнехи асилĕмпе тĕшмĕртет халĕ Вехтĕр. …Ашшĕ çук ĕнтĕ, сунарта, кашкăр тытма кайсан, çухатрĕ пуçне. Пракка пынăччĕ çав вĕсем патне, Трихван мучĕш патне ĕнтĕ. Çав илчĕ-çке хăй патне ăна — хăр тăлăх, 7 çулти Вехтĕре: пăхса çитĕнтерме пулчĕ. Тем тесен те кÿршĕ вĕт, ют мар.
Пынă та çав, Пракка хайхи, — пÿрт сутма тилмĕрет. «Çурта ăна пушăлла янăраса ларма хăпартман вĕт. Ийя». Капла ак, Пракка кĕрсе тĕпленсен, пÿрт ăшши те упранĕ, тĕтĕм сÿнмĕ. «Арçын аллипе пăхĕ ăна Пракка, юхăнма памĕ, ийя…» Иçмасса — пĕр хутлă çынах мар /мухтать хăйне этем/, ăсĕ-пуçĕ пур. «Чипер пурнас тенĕ чух çĕр çурăлмĕ, йĕп тухмĕ». Тата ытти çавнашкал тем те пĕр перкелешрĕ Пракка… Йÿнĕпех саплаштарасшăн çуртне — капла те урлă пулас, те тăрăх, ачи вĕтĕ, çичĕ çулта анчах, тăван-пĕтенĕ çук. Урлă илме пăхакан Трихван вăл — кам? Ни унтан, ни кунтан патне пыман пускил анчах. Ун мĕн ĕç пур?! «Сутса яр та — ĕçĕ пĕтнĕ. Хăвна та пайтасăр хăвармăпăр, ийя…» Трихван вара яхăнне те ямасть.
— Пÿртне сана сутăпăр та, ачана вара урама кăларса ярăпăр-и?
— Ма урама? Ялта ыр çын çук-и апла сирĕн? Пĕр никам та астуса тăмĕ-и ăна?
— Ялта вăл Якку йысна та пулĕ, Пăрчук инке те… Кала-ха вăт, Пăрака. Эс ма ырă мар? Ма эс ыр çынсене ют ялта шыраса майăкланан? Нимле çурт та пулмĕ, ан аппалан.
— Ара… Вăрманкасра ман тĕп кил çук вĕт, сирĕн яла куçса пурнăп. Ачине те астăвăп ситрен хут. Малалла вулас...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.