Комментировать

28 Дек, 2018

Чулхула шыравçисем пĕтĕмлетӳ тунă

«Раççей шырав юхăмĕн» Чулхулари уйрăмĕ 2018 çулта хирте 15 шырав экспедицийĕ ирттернĕ. Унта 120 çын ытла хутшăннă. Ытти шырав отрячĕсемпе ĕçлесе çаксем Хĕрлĕ Çарăн 137 салтакĕн шăммине тупнă, вĕсенчен 6-шĕн ятне палăртнă.

Ака уйăхĕнче «Курган» шырав отрячĕ Ингушети Республикинчи Малгобек хула округĕн территорийĕнче Асăну вахтине хутшăннă. Ĕçсене Ингушетири «Малгобек», Чечняри «Кавказ» шырав отрячĕсемпе тата РФ Хӳтĕлев министерствин представителĕсемпе пĕрле пурнăçланă. Пĕтĕм Вахта вăйĕпе Ĕçченсемпе хресченсен Хĕрлĕ çарĕн 11 салтакĕн шăммисене тупнă. Вĕсенчен пĕрин ятне медальон тăрăх пĕлнĕ. Вăл — пирĕн ентеш, Тимофей Никифорович Перков, 62-мĕш осбр рядовойĕ. Тимофей Перков 1942 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче хыпарсăр çухалнă. Унăн шăммисене çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче тăван енре пытарнă.

www.hypar.ru

Рубрика: