Комментировать

11 Янв, 2019

Уяв: виçĕ ĕмĕр право хÿттинче

Надзор органĕн ĕçченĕсене эрнекун професси уявĕ - Раççей прокуратурин кунĕ — ячĕпе саламланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев прокуратура 297 çул тултарнине аса илтерчĕ те — çакна «аслă истори» тесех хакларĕ. Çулсем иртнĕ, анчах прокуратурăн тĕп тивĕçĕ улшăнман: унччен те çак ĕçе пурнăçланă, паян та граждансен прависене, патшалăх тата общество интересĕсене шанчăклă хÿтĕлет.

Михаил Васильевич республика ертÿлĕхĕ, влаçăн ытти сыпăкĕ прокуратура органĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлессине йĕркелеме пултарнине пайăррăн палăртрĕ. 

Иртнĕ çулхи ĕçе кĕскен республика прокурорĕ Василий Пословский пĕтĕмлетрĕ. 

Паллах, тухăçлă ĕç валли тивĕçлĕ условисем кирлĕ. Прокурор иртнĕ çул тăватă район-хула прокуратури /Муркаш, Комсомольски, Шăмăршă, Канаш/ хăйсен çурчĕсене куçни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Комсомольски пирки шÿтлесе те илчĕ: саккунлăха тивĕçтерекен орган, район прокуратури, унччен сакуна пăсса суд çуртĕнче вырнаçнă. Халь вара урăх çурта куçнă, вăл прокуратура харпăрлăхĕнче — пĕтĕмпех саккунлă.

Федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров прокуратура ĕçченĕсен ячĕпе ăшă сăмахсем каланă май пурнăçланă ĕçпе çырлахма юраманни прки асăрхаттарчĕ. «Çĕнĕ темăсем» çуралсах пыраççĕ. Наци проекчĕсене пурнăçлассине, хытă каяшсемпе ĕçленĕ чух саккунлăха тивĕçтересси тата ытти ыйту — ĕç пайтах.

Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова та прокуратурăпа йĕркеленĕ ĕçтешлĕхпе кăмăллă. Çакă парламент йышăнакан саккунсен пахалăхне çÿллĕ шайра тытса пыма пулăшать. Тепĕр енчен, прокуратура хăй те саккунсем кăлармалли пуçарупа тухăçлă усă курать. Юлашки пилĕк çулта йышăннă 11 саккун — шăпах прокуратура пуçарнипе йышăннăскерсем.

Ĕçне кура — чыс-хисеп. Михаил Игнатьев прокуратура ветеранĕсене Геннадий Львова тата Владимир Метелина /республика прокурорĕ пулнăскер, çак должноçра чылай çул тăрăшнă/ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕн ятне панă ятпа саламласа вĕсен кăкăрĕ çине тивĕçлĕ паллăсене çакрĕ. Раççей шайĕнчи наградăсем те йышлă пулчĕç. Руденко, Ягужинский медалĕсем, хисеплĕ ятсем, вăхăт çитмесĕрех черетлĕ звани парса хавхалантарни, тав хучĕсем… Чыса тивĕçнисем — Етĕрне, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри прокурорĕсем Юрий Фуражников, Алексей Галахов, Сергей Афанасьев, ЧР прокуратурин коррупципе кĕрешессишĕн яваплă пайĕн пуçлăхĕ Денис Васильев, прокуратура ветеранĕ Валерий Бобков, Елчĕк районĕн прокуратурин водителĕ Владимир Пчелов, ыттисем…

Тивĕçлĕ дипломсемпе хавхалантарнисен шутĕнче çавăн пекех — прокуратурăра патшалăхăн чи лайăх айăплавçине палăртас енĕпе çуллен йĕркелекен конкурс çĕнтерÿçисем. 2018 çулшăн професси конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна Сĕнтăрвăрри районĕн прокурорĕн аслă пулăшуçи Ксения Яндимиркина йышăннă. Иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăнсенче — Йĕпреç прокурорĕн заместителĕ Артур Григорьев тата тата Шупашкарти Мускав районĕн прокурорĕн пулăшуçи Александр Кандасов. Тÿрремĕнех судсемпе çыхăннă ĕç вĕт, çавна май вĕсене наградăсене Василий Пословский прокурор ЧР Аслă сучĕн председателĕпе Анатолий Петровпа пачĕ. Иккĕшĕ пĕрле саламласа кашнинех яваплă ĕçре ăнăçусем сунчĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: