Комментировать

16 Янв, 2019

Çÿп-çап ыйтăвĕ калаçтарать

Килти хуçалăхри йăлари хытă каяша пуçтарса тирпейлесси пирки юлашки вăхăтра нумай калаçаççĕ, çыраççĕ, тавлашаççĕ. Совет самани вăхăтĕнче ку ыйтăва епле татса пани пирки никам та аса илмест.

Ун чухне килти хуçалăхра пухăнакан кивĕ хута, çĕтĕк-çатăка, шăмма, выльăх тирне никам та çырмана кайса пăрахман, çÿп-çап купине ăсатман. Хатĕрлев кантурĕн агенчĕсем вĕсене ялсене тухса пуçтарса çÿретчĕç. Çапла вара ял çынни вĕсемпе укçа тума пултарнă. Хальхи вăхăтра выльăх тирĕ те каяш пулса тăчĕ. Ăна та çырмана кайса пăрахаççĕ.
Совет самани вăхăтĕнче райпотребсоюз çумĕнче хатĕрлев кантурĕ пулнă. Каярахпа райпотребсоюза «райпо» сăмахпа улăштарчĕç. Çавна май хатĕрлев кантурĕ те пăчланчĕ. Кун пирки халĕ никам та асăнакан çук. Этем ырă тунине часах манать çав. Тир завочĕ те пăчланчĕ пулас, сасси илтĕнмест. Хальхи вăхăтра хатĕрлев кантурĕ ĕçленĕ пулсан çак чĕр тавара эпир укçасăрах парса янă пулăттăмăр. Вăрçăччен, ун хыççăнхи 60-70-мĕш çулсенче те сысна тирне ĕнтмен. Мĕншĕн тесен патшалăха памалла пулнă. Çавăнпа ăна вăрманта вăрттăн ĕнтетчĕç.
Халĕ урамсенче контейнерсем лартма шухăшлаççĕ. Вĕсене мĕнпе тултарăпăр? Апат-çимĕç юлашки тислĕк купи çине каять, çунаканни мунча кăмакине кĕрет. Выльăх тирне контейнера пăрахсан мĕн пулать? Хуртланса çĕрсе выртать çеç.
Каяша илсе кайнăшăн ытла хаклă тÿлеме тивет. Вăл çын пуçне кунне 600 грамм пухăнать имĕш. Контейнер валли кил тĕрĕшре пластик савăт анчах юлать-çке. Тире унта пăрахсан кунне темиçе килограмм та пухма пулать. Пĕр ĕне тирĕ çеç 30 килограмм таран таять.
Пирĕн, сăмахран, уйăхра тип çу савăчĕ кăна пушанать. Эпир иккĕн çеç пурăнатпăр. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Петр МИТРОФАНОВ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ.
Муркаш районĕ, Отарккă ялĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.