Комментировать

24 Янв, 2019

Лăпкă пурăнма паман професси

Халăха кăсăклă та çĕнĕрен çĕнĕ хыпарпа тĕлĕнтерессишĕн темĕн тума та хатĕр вĕсем. Журналиста мĕнле чăрмавсемпе тĕл пулма тÿр килнине, çакă кăмăл-туйăма мĕнле витĕм кÿнине хăйсем çеç пĕлеççĕ. Паян эпир сире хамăр ĕçри хăш-пĕр чăрмавсем пирки каласа кăтартатпăр.

Хавхалану - ĕç кунĕ вĕçленнĕ тĕле

ВĔСЕН ЯЛАНАХ — ДЕДЛАЙН (ĕçе вĕçлеме палăртнă юлашки кун). Тĕнчере кашни кун мĕн кăна пулса иртмест- ши? Журналистăн та хыпара актуаллă чухне халăх патне çитермелле. Веçех ĕлкĕрмелле, тепĕр чухне апат çиме те вăхăт çук вĕсен. Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче чăрмантаракан тупăнсан хăть распуй кăшкăр! Çавăнпа та журналист кăнттам хуравласан ан тĕлĕнĕр: унăн ĕç вĕрет, вăхăчĕ сахал, «çÿлтисем» «шаккасах» тăраççĕ.
Лариса ПЕТРОВА , «Тантăш» хаçат, «Самант», «Тетте» журналсен корреспонденчĕ:
Пĕтĕм ĕçе вăхăтра тусан çăмăллăнах ĕлкĕрме пулать пуль. Анчах ку сăмахсем ман пирки мар. «Юлашки самант çынни» пулнă май ниепле те вăхăтра тапранса каяймастăп: е хавхалану çук, е тата тем тупăнать. «Хавхалану килессе кĕтсе ан ларăр, ĕçлĕр», — тенĕ Джек Лондон çыравçă. Çырма ларсан нимĕн те ан чăрмантартăр мана. Пуçра хăйне евĕр атмосфера, пулас статья «тĕнчи» йĕркеленет. Çав «тĕнчере» пулмалла манăн, ăна туймалла. Статья çырнă вăхăтра киленÿ илетĕп. Анчах çак самантра чăрмантаракан тупăнсан тутлă тĕлĕкрен туртса кăларнă пекех туйăнать — унччен «мĕн курнине» мансах каятăп. «Çĕнĕ тĕнче» йĕркелеме тивет вара, анчах вăхăт хĕссе пынишĕн вĕчĕрхенни малалла кайма памасть. Паллах, яланах «статья тĕнчи» хатĕрлеме май килмест. Ун пек чухне çырнă статья-тĕрленчĕкпе хам та кăмăллă пулаймастăп, вăл мана нимĕнле киленÿ те кÿреймест. Асăрханă тăрăх, ĕç кунĕ вĕçленнĕ тĕле çырас хавхалану ÿсет. Ĕçсене юлашки куна хăварни те çавăнпах çыхăннă-ши? Палăртса хунă статья-тĕрленчĕке çырса пĕтерсен хама питĕ телейлĕ туятăп.

Пирус туртманнишĕн тĕлĕннĕ

ТĔРЛĔ ЕНЛĔ ÇЫНСЕМ. Журналистсем тĕрлĕ жанрпа ĕçлеççĕ, вĕсен тĕрлĕ тема тавра калаçу пуçарма тивет. Çавăнпа та массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсен пач пĕлмен темăра та специалист пулмалла.
Вера ИВАНОВА, «Хыпар» Издательство çурчĕн хыпарсен службин редакторĕ:

Ун чухне эпĕ «Тăван Ен» хаçатра ĕçлеттĕм. Манăн Шупашкар районĕнчи Карачурари çул-йĕр юсав ĕçĕсемпе строительствин управленийĕн пуçлăхĕпе статья хатĕрлемеллеччĕ. Унпа тĕл пулас умĕн ятарласа библиотекăна çул тытрăм. Унччен паянхи пек интернет пулман та-ха. Халĕ, ав, интервью илме каяс умĕн хатĕрленсе ĕлкĕреймесен те çул çинче мĕн те пулин вуласа ĕлкĕрме пулать. Çавăн чухне 3-4 кун хушшинче çул-йĕр темипе çыхăннă литературăна шĕкĕлчерĕм: çулсем мĕнлисем пулаççĕ? Асфальт, хăйăр мĕн чуль кирлĕ? Сарлакăшĕ мĕнлерех пулмалла? «Эсир веçех ăçтан пĕлетĕр?» — тĕлĕнчĕ калаçнă хушăра пуçлăх. Эпĕ пĕр-пĕр çынран интервью илес умĕн биографине, ытти журналист ун пирки çырнă статьясене тишкеретĕп. Калăпăр, вăл интервьюра тĕллевĕсем пирки каланă. «Вĕсем пурнăçа кĕнĕ-и?» — ыйтса пĕлетĕп. Специалистпа калаçнă чухне темăна ăнланни пĕлтерĕшлĕ çав. Юрать, халĕ унчченхи пек библиотекăна каймалла мар. Ĕçре пулса иртнĕ пĕр пăтăрмаха манаймастăп. Ун чухне 20-ре кăна, редакцие ĕçлеме килнĕ. Ял хĕрĕ, хăюсăр. Аслисене хирĕç чĕнме хăранă эпир, сума сунă. Пĕр пуçлăх патне ячĕç. Мăн кăмăллăскер хăй. Калаçнă чухне пирус чĕртсе ячĕ. Мана та сĕнчĕ. «Пĕр паллă хĕрарăм журналист пирус туртать, эсир мĕншĕн туртмастăр?» — тĕлĕнчĕ. Хама мĕскĕн пек туйса илтĕм. «Эпĕ чăн-чăн журналист мар, туртма та пĕлместĕп», — шухăшласа тухса кайнăччĕ ун чухне.

Çăм Ваççи тени килĕшмен

КРИТИКĂНА ЛĂПКĂН ЙЫШĂНАÇÇĔ. Журналистсем те çынсемех, вĕсем те йăнăшаççĕ. Вĕсен ĕçĕнче критика пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Статья килĕшменнипе вăл калама çук чаплă пулсан та хурласа шăнкăравлакан, çыракан тупăнатех. Критикăпа кашни кун тĕл пулма тÿр килсен журналист майĕпен ăна лăпкăн йышăнма вĕренет.
Алина ИЗМАН, «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕ:
Критика аталанма пулăшать. Халăхпа тĕл пулсан та яланах лайăххине кăна мар, килĕшменнине те калама ыйтатăп. Чылай чухне: «Санăн статьюсем килĕшеççĕ», — тенине илтетĕп. Э-э-э, пулнăччĕ-ха! Кивĕ Вăрмарта хусахсем пирки ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсенчен тĕпчесе пĕлтĕмĕр. «Пур-ха, Çăм Ваççи...» — тата темиçе ят каларĕç. Тĕрĕсрех — хушма ятсем. Хаçатра та çавăн пекех çыртăмăр. Статья тухсан ял тăрăхĕн администрацийĕнчен шăнкăравларĕç. «Мĕншĕн хусахсене хушма ятран çыртăр? Пире лайăх мар лару-тăрăва кĕртсе ÿкертĕр. Кунĕпе сире тăрантартăмăр, эсир пире çавăн пек статья çырса патăр!» — тесе вăрçрĕç. Кунĕпе мĕн çитерни пирки çиçĕмле хăвăртлăхпа аса илтĕм: варени, батонпа кăлпасси… Çăм Ваççисем пирки хăйсем çапла каларĕç вĕт! Унсăр эпир пĕлес те çукчĕ. Çавăнпа хаçат ĕçченĕсемпе шухăшласа калаçмалла. Çакна ан манăр: эсир журналистпа мар, халăхпа калаçатăр.

Эфирччен çур сехет маларах — сюжет

ЧИ ХĂРУШĂ КРИТИКСЕМ — ХĂЙСЕМ! Журналист хăйĕн ĕçне халăх патне çитериччен темиçе хут тишкерсе, тĕрĕслесе тухать. Кун çути курнă статьяна вуласа тухсан е сюжета пăхсан та: «Çав вырăнта урăхла çырмаллаччĕ е тумаллаччĕ», — шухăш çуралать унăн.
Елизавета ПАЙМИНА, Чăваш наци телекуравĕн продюсерĕ:

Журналист ĕçĕ питĕ кăткăс. Ăсталăхсăр пуçне пысăк чăтăмлăх кирлĕ. Çак тытăмра пурте ĕçлеймеççĕ. Чи çирĕпписем, ĕçе пуçĕпех парăннисем çеç чылай çул тăрăшаççĕ. Журналистăн яваплăхĕ калама çук пысăк. Эпĕ сюжетра йăнăш ан кайтăр тесе текста темиçе хут вуласа тухатăп, монтаж тунă хыççăн та пăхса илетĕп. Чылай сюжета эфира васкавлă кăлармалла. Тепĕр кунхине çĕнĕ куçпа пăхатăн та хăш-пĕр япалана урăхла тумаллаччĕ пек туйăнать. Хăш-пĕр чухне сюжет «пиçсе çитмен» пек. Хыпар хатĕрленĕ чухне пысăк йăнăшсем тунине астумастăп. Кăлтăксем сиксе тухни чылай пулнă. Пĕррехинче ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕр района кайнăччĕ. Шупашкара 16 сехетре çеç таврăнтăмăр. 18 сехетре пуçланакан хыпарсен кăларăмĕ валли сюжет хатĕрлемелле. «Лиза, хăвăртрах! Ĕлкĕрмелле», — терĕç. Текст çыртăм, компьютерта упраса хăвартăм. Анчах кайран ниепле те тупаймарăмăр. Компьютерпа ĕçлекен специалист та темччен тăрмашрĕ. Эфирччен 30 минут юлнăччĕ — текста васкаса çĕнĕрен çырма тиврĕ. Тата монтаж тумаллаччĕ! Çавнашкал самантсенче чăтăмлăхпа çирĕплĕх, ăс-тăн çивĕчлĕхĕ — пĕрремĕш вырăнта. Нумаях пулмасть вара эфир умĕн куçа линза тăхăнма маннăччĕ. Унсăрăн суфлерти сăмахсене пачах кур-мастăп. Тÿрĕ эфирччен 1-2 минут çеç юлнăччĕ — тăхăнса ĕлкĕрейместĕм. Сăмахсене вырăнтах вĕрентĕм, эфир, телее, лайăхах иртрĕ. Эпĕ — хамшăн çирĕп критик. Çынсен критикине те йышăнатăп паллах. Хаçат-журналта вун-вун çул ĕçленĕ журналистсен сĕнĕвĕсене итлеме, вĕсене тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшатăп.

Макăра-макăра çырнă

ХĂЙСЕНЕ АЛЛА ИЛМЕ ТИВЕТ. Журналист статья çырать-и, сюжет хатĕрлет-и — веçех редактор алли витĕр тухать. Унăн текст вуланă хыççăн вун-вун ыйту çуралма, вăл ăна чĕрсе пăрахма, çĕнĕрен çыртарма пултарать. Çакă МИХ ĕçченĕсене хăйсене алла илме, аслин критикине лăпкăн йышăнма вĕрентет.
Рената ВОЛКОВА, Чăваш наци радиовĕн редакторĕ:

Р а д и о р а ĕ ç л е м е пуçлани кăçал 8 çул çитет. Унта мĕнле лекрĕм-ха? Алла диплом илнĕ хыççăн х а м а т ĕ р ĕ с л е м е т е с е çитрĕм. Роза Деменцова аслă редактор пулăшнипе çамрăксем валли «Шурăмпуç» кăларăм хатĕрлеме тытăнтăм. Пĕр çулталăкран мана ĕçе илчĕç. Уйрăм кăларăмсем те хатĕрленĕ, «Каçхи микс», «Чĕререн тухакан сăмахсем» передачăсенче тÿрĕ эфира тухнă. Малтанах эпир сценари çыратпăр, ăна шеф-редактор е продюсер пăхса тухать. Эфира кăларма юрать тăк алă пусать. Малтанхи вăхăтра сценарисене каялла тавăрса пани чылай пулнă. Ара, тин çеç ĕçлеме килнĕ, опыт çук. Сценари килĕшмесен шеф-редактор: «Атя, урăхларах ту, интереслĕрех пултăр», — тетчĕ. Хăвалатчĕ кăна. Пĕрре çыран, иккĕ, виççĕ… Çапах вĕçĕ-хĕррине тухнă, çырма вĕреннĕ. Мĕнле тарăхтаратчĕ ку! Мĕн чуль куççуль юхтарман-ши? Шеф-редакторпа продюсер тÿрĕ эфирсене те час-часах итлеççĕ. «Малашне çавăн пек туса пăх-ха», — сĕнетчĕç мана. Тÿрĕ эфирта кирлĕ-кирлĕ мар сăмахсем калани те пулкаланă. Пĕррехинче «Ах, Тур, тата мĕн калам-ши?» — тесе персе янăччĕ. Анне илтнĕ те: «Ун пек каламасан та юратчĕ», — асăрхаттарнăччĕ. Пирĕн радиора ятарлă канаш та пур. Кăларăм тухсан тишкереççĕ, йăнăшсене, мĕн улăштармаллине калаççĕ.

Темиçе çĕрте

ЯЛАНАХ АТАЛАНАКАН ИНДУСТРИН ПĔР ПАЙĔ. Журналистсен харăсах темиçе массăллă информаци хатĕрĕнче те ĕçлеме тивет.
Лидия ФИЛИППОВА, «Тăван Атăл» журналăн редакторĕ:

Лăпкă пурăнма пĕлместĕп. «Тăван Атăл» журнал тилхепине тытса пынă вăхăтрах Чăваш наци радиовĕнче Рената Волковăпа пĕрле «Самана таппи» кăларăм ертсе пыратăп. Тÿрĕ эфира пĕр уйăхра икĕ хут тухатпăр. Чăвашлăхăн, чĕлхепе культурин проблемисене сÿтсе яватпăр. Тĕрлĕ регионтан шăнкăравлаççĕ, ыйту параççĕ. ЮТВ телеканалти «Калаçу-тавлашу тĕпелĕ» кăларăма ертсе пыма тытăнни 6 çул та иртрĕ. Унта тĕрлĕ тытăмри экспертсене йыхравлатăп. Вĕсене çивĕч ыйтусем парса куракана интереслентерес тетĕп. Ак пĕррехинче Сĕнтĕрвăрри епископне, Шупашкар епархийĕн викарийне Игнатий Владыкăна студие чĕнтĕм. Халĕ чиркÿ пирки темĕн те калакан пур. «Вăл лавккана çаврăнчĕ, çуртаран пуçласа шыв таран укçа тÿлесе илмелле», — теççĕ. Çавнашкал çивĕч ый-тусем патăм Игнатий Владыкăна. Вăл пĕрне те хуравламасăр хăвармарĕ. Пĕр юлташăм асăрхаттарнăччĕ: «Владыкăран ун пек ыйтмаççĕ». Анчах эпĕ мĕнле ыйтусем парассине канашланă. Кăларăм питĕ интереслĕ пулса тухрĕ, кайран ăна телевизорпа темиçе хут та кăтартрĕç.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА. Журналистсен архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.