Комментировать

2 Фев, 2019

Çанталăк улшăннипе-и е урăх сăлтавпа-и?

Çанталăк час-часах улшăннине пула пуç ыратнипе аптăракан чылай. Ун пек чухне харпăр хăйне мĕнле пулăшмалла?
Пуç хытă ыратнине чăтмалла мар. Унăн сăлтавĕ тĕрлĕрен пулать. Мигрень чухне пуçăн пĕр енĕ хытă аптăратать. Ĕнсен пĕр енĕ хытсан, ыратни куç е тăнлав енне куçсан мăй остеохондрозĕ нуша кăтартни паллă. Тĕртĕмсем хытсан пуçа кăшăл хĕстерсе хунăн туйăнать. Ыратнине тăтăш туйсан тухтăр патнех кайма васкăр.
Çакăн пек мелсем пулăшма пултараççĕ. Пĕтнĕк чейĕ пĕçерĕр, лимон хушса ĕçĕр. Асра тытăр: организма шĕвек çитмесен те пуç ыратма пултарать.
Шăрша тÿсейменнипе, сывлăш çитменнипе пуçланнă çакнашкал амака ирттерме чÿрече уçса пÿлĕме уçăлтармалла, урама тухмалла. Организма кислород йĕркеллĕ пырса тăма пуçласан ыратни иртет.
Пуçа кăшăл хĕстернĕ пек самантра тăнлавсемпе ĕнсене массаж тумалла.
Пуç ыратни вăраха кайсан ароматерапи пулăшать. Эмел курăкĕ, пĕтнĕк, лаванда, эвкалипт, хаяр ути, чапăр çăвĕсен шăршипе сывламалла.
Стресс, çывăрса тăранманни, хырăм выçни, гормон улшăнăвĕсем /хĕрарăма пырса тивет/ — пуç ыратнин сăлтавĕсем çаксем те пулаççĕ. Сыр, шăккалат, хĕрлĕ эрех, консерв, фастфуд, хускану çителĕксĕрри асăннă амак патне çитерес хăрушлăх та пур. В6 витаминпа пуян çимĕçсем сывлăха лайăхлатма пулăшаççĕ. Мигреньрен хăтăлма шывра ишни, йога витĕмлĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.