Комментировать

12 Фев, 2019

Кадет ашшĕнчен тĕслĕх илĕ

Шăматкун Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă республикăри кадетсен I форумĕ иртрĕ. Ку ĕçе 500 ытла кадет хутшăнчĕ.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен кадет корпусĕнче пĕлÿ илекенсене вĕренме-аталанма пур услови туса панине палăртрĕ. Офицерсене кадетсемпе çыхăну йĕркеленĕшĕн, ашшĕ-амăшне ачисене тивĕçлĕ воспитани панăшăн тав турĕ. Малашне пысăк конкурс витĕр тухнисем кăна кадетсен йышне кĕме пултарнине каларĕ.
Михаил Васильевич республикăри чи лайăх çамрăк армеецсене Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен «ЮНАРМИЯ» çарпа патриотизм общество юхăмĕн удостоверенийĕпе паллине пачĕ. Шупашкарти 37-мĕш шкулти 9-мĕш класс вĕренекенĕ, «Орлята-37» çарпа патриотизм клубĕн командирĕ, Пĕтĕм Раççейри спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçи Александр Григорьев II степень «Çамрăк армеецсен паттăрлăхĕ» паллăна тивĕçрĕ.
Александр Кочетовăн мăнукĕн ачи Дмитрий Яковлев хăй тата унăн йышлă çемйи Чăваш Ен кадет корпусĕ тăванĕн ячĕпе хисепленнишĕн мăнаçланнине палăртрĕ. Вăл кадетсемшĕн çĕнни патне ăнтăлни, тĕрĕс çул суйлани мĕнешкел пĕлтерĕшли çинче чарăнса тăчĕ.
Форум вăхăтĕнче Чăваш Ен кадет корпусĕн Попечительсен канашĕн тата республикăри Ашшĕсен канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе пĕрле ĕçлемеллине сÿтсе яврĕç.
ЧР вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов кадет юхăмĕ вăйланса пынине палăртнă май республикăри шкулсенче 195 кадет класĕ уçăлнине, унта 4560 ача пĕлÿ илнине каларĕ. Кадетсен хушшинче йĕркелекен çĕршыв шайĕнчи ăмăртусенче республикăри мала тухнă вĕренекенсен ячĕсене асăнса хăварчĕ.
Чăваш Ен кадет корпусĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Маслов кадетсем çарпа çыхăннă аслă шкулсенче вĕреннине палăртнă май малашне вĕренÿ шайне тата педагогсен квалификацине ÿстересси тĕп тĕллев пулнине каларĕ.
Республикăри Ашшĕсен канашĕн ертÿçи Алексей Мурыгин общество организацийĕ пурнăçлакан проектсемпе паллаштарчĕ, çемьере ашшĕн тĕслĕхĕ мĕнешкел пĕлтерĕшли çине пусăм турĕ.
Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин кадет корпусĕнче ĕçлекенсене çĕршыври çакнашкал учрежденисен опычĕпе усă курма сĕнчĕ.
Михаил Игнатьев Чăваш Ен кадет корпусĕнчи вĕрентекенсен шалăвне ÿстермеллине палăртрĕ. Вĕсен ĕç укçи ака уйăхĕнчен — 15 процент, авăн уйăхĕнчен тепĕр 15 процент пысăкланĕ.
Михаил Васильевич Шупашкарти уйрăм лапамра кивелнĕ самолет вырнаçтарма шухăш тытнине пĕлтерчĕ. Çар техники çитĕнекен ăрушăн уйрăмах кăсăклă пулĕ. Ку ыйтăва Раççей Оборона министерстви татса пама пулăшĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Пĕрремĕш каналăн акцийĕ тавра та сăмах пуçарчĕ. Хăнасем Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун республикăри тĕрлĕ вырăна çитĕç. Пĕр кăларăмра Чăваш Ен кадет корпусĕ çинчен каласа кăтартĕç.
Юлашкинчен Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕпе республикăри Ашшĕсен канашĕ çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе пĕрле ĕçлесси çинчен килĕшÿ алă пусрĕç.
Форум вăхăтĕнче республикăри кадетсен бал ташшин конкурсĕ иртрĕ. Тĕрлĕ темăпа йĕркеленĕ ăсталăх класĕсем пĕлĕве тарăнлатма пулăшрĕç. Çакăнтах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче усă курнă япаласен куравĕпе паллашма май пулчĕ.
Марина ТУМАЛАНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.