Комментировать

Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература пултарулăх конкурсĕн йĕрки

Чăваш Республикин Культура тата Вĕрентÿ министерствисем, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш наци конгресĕ, Чăваш наци библиотеки, «Хыпар» Издательство çурчĕн «Тантăш» чăваш ачисен хаçачĕ, Çеçпĕл Мишши музейĕ чăваш поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература пултарулăх конкурсне ирттереççĕ. Конкурса Раççей шкулĕсенче 7–11-мĕш класĕсенче вĕренекенсене, колледжĕсемпе аслă шкулĕсен студенчĕсене хутшăнма йыхравлаççĕ. Конкурс 2019 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать.

    Конкурс тăватă номинаципе иртет:
 чи лайăх сăвă,
 чи лайăх калав,
 чи лайăх очерк,
 чи лайăх пьеса.
Конкурс комиссийĕ литературăн тĕрлĕ жанрĕпе чăвашла çырнă ал çыру хайлавĕсене йышăнать. Прозăпа пьеса хайлавĕсен калăпăшĕ 10–15 страницăран ытла мар, сăвăсен хисепĕ 3-рен кая пулмалла мар. Ал çырăвĕсене компьютерпа А4 форматлă шурă хут листи çине Alt пусмалли TimesNewRoman шрифтпа, 12 №-лĕ пысăкăшпа, 1,5 йĕрке хушшипе, хĕррисене (поля) 2 см хăварса пичетлемелле.
Çамрăк авторсен ал çыру хайлавĕсенче конкурсăн номинаци ятне, хăйсен хушаматне, ятне тата ашшĕ ятне, хăш шкулта (колледжра е аслă шкулта), миçемĕш класра (ушкăнра, курсра) вĕреннине, район (хула), республика (область, край) ятне чăвашла тата вырăсла çырмалла. Пултарулăх ăмăртăвне хатĕрлекен вĕрентекенĕн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, кĕсье телефонĕн номерне кăтартмалла. Компьютерпа чăвашла пичетленĕ хайлавсене 2019 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕччен «Литература конкурсне» паллăпа çак адреспа йышăнаççĕ: 428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10 çурт, Чăваш наци конгресĕ. Телефон: 62-35-61. Электрон адрес: congress21@mail.ru
Конкурс йĕркелекен комитет жюрие палăртать. Жюри пайташĕсем Чăваш Республикин паллă писателĕсемпе журналисчĕсем тата тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем пулаççĕ. Жюри конкурса тăратнă ĕçсене пăхса тухса хак парать, призлă вырăнсене ÿсĕм тăрăх, 7–9 тата 10–11-мĕш классенче, колледжсемпе аслă шкул вĕренекенсен йышĕнчен кашни тăватă номинацире уйрăм палăртать. Пултарулăх ăмăртăвĕнче I, II, III вырăн йышăннисене дипломсемпе парнесем параççĕ.

www.hypar.ru

Геронтий НИКИФОРОВ, конкурс йĕркелекен комитет пайташĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.