Комментировать

21 Июн, 2014

Ÿркенмен - ăста пулнă

Вăрнарта пурăнакан Николай тата Оксана Федоровсем тахçанах хăйсен ĕçне пуçарнă. Аслă шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн малтанхи çулсенче алла илнĕ специальноçпех тăрăшнă. Пĕр вырăнта ларма хăнăхманскерсем суту-илÿ ĕçне пуçăнма тĕв тытнă. Çăмăлах пулман малтанхи вăхăтра. Çапах та йывăрлăхсене çĕнтерсе алă çавăрса яма пултарнă.

Картиш тулли хур-кăвакал

Картишĕнче темĕн тĕрлĕ чăх-чĕп те пур. Африка чăххисемпе цесаркăсен, индокăвакалсемпе хурсен, ахаль чăхсен шучĕ те çук.

«Страус чĕпписем туянма шухăшланăччĕ. Пăхма пĕлессĕнех туйăнмарĕ. Кăçал ăсталăх пухатпăр та çитес çул илетпĕрех», - тет кил хуçи арăмĕ.

Оксана мĕн пĕчĕкрен чăх-чĕп юратнă. Ача чухне шип-шипсене пĕр канăç та паман. Çавăнпа халĕ те вĕсемсĕр пурăнма пултараймасть. Çăмламас ураллă Кăнтăр Африка чăххине /Брама ăрачĕ/ Вăрнар тăрăхне Нурăсри пуп Мускавран илсе килнĕ. Федоровсем те туянса пăхма шухăшланă. Чăххи - 5, автанĕ 6 килограмм таять. Çăмарти питĕ шултра, 40-50 грамм туртать-мĕн. Çулталăкне çак чăх 100-150 çăмарта тăвать. Хĕл кунĕнче те пусма ларать. Иртнĕ çул çапла пĕр чăхă шартлама сивĕре пĕр чĕпĕ кăларнă. Шеллесе мĕскĕне хваттере илсе килнĕ. «Алла хăнăхса кайрĕ. Ачашласа ÿстертĕмĕр. Каçхине утиял айне пĕрле кĕрсе выртакан пулчĕ. Хамăртан ниçта та юлмасть. Хырăмĕ выçсан сĕтел çине хăпарса çăкăр шăтарса çиетчĕ. Алăк уçмасан сăмсипе таккатчĕ. Хĕл каçичченех хваттерте пурăнчĕ. Халĕ те картишĕнче уйрăммăн çÿрет, пире курсанах хирĕç чупать, ачашлаттарать», - каласа кăтартаççĕ Федоровсем.

Цесаркăсемпе те тахçанах туслашнă çемье. «Ку кайăк картише илем кÿрет. Эпир вĕсене питĕ юрататпăр. Колорадо нăррине çиеççĕ. Çунатне касмасан картишĕнчен вĕçсе тараççĕ. Çăмартине ăçта кирлĕ унта тунăран тупса пĕтерме те çук. Чĕпписене те çÿле хăпарса кăлараççĕ, кайран лешсем хăйсемех вĕçсе анаççĕ. Юмахри пекех», - паллаштарать Оксана.

Тĕрĕ ытамĕнче

Çемье предприниматель ĕçне пуçарса янăран пушă вăхăт нумаях мар вĕсен. Çапах та Оксана кĕрхи çумăрлă кунсемпе хĕллехи вăрăм каçсенче тĕрлеме май тупать. Чечексене, çут çанталăкăн тĕрлĕ вăхăтне, юмахсенчи сăнарсене шурă канва çине ÿкерет вăл. Мускавран тĕслĕ тутăрсем курттăммăн туянать те сÿтет. Пысăк та хăтлă хваттерте - вун-вун ÿкерчĕк-тĕрĕ. «Кашни кун тытаймастăп, пĕр ĕçе çулталăк та, икĕ çул та тĕрлетĕп. Çулла пачах та вăхăт çук. Тĕрĕсене туянас текен нумай, чун витĕр кăларнă эрешсене темĕн чухлĕ укçа сĕнсен те парса яма шел», - тет ылтăн алăллăскер.

Хваттерти сад

Тĕнчери мĕн пур чечек вĕсен хваттерне куçнă тейĕн. Гибискус, амариллис, аспарагус, темиçе тĕрлĕ фикус... Кухньăра та, залра та, балконсем çинче те вырăн тупнă вĕсем. Чăн-чăн сад пахчи. Чечексемсĕр пуçне темиçе çул ÿсекен йывăçсем çÿлелле кармашаççĕ. Вĕсен хушшинче ку çемьере тахçанах пурăнакан Чижик тата Малька попугайсем чăвашла калаçаççĕ. «Салам», «Ырă каç», «Юрататăп», «Килĕрех» тенине чăн та илтме кăмăллă. «Пĕри хăнана килсен усал сăмах та вĕрентсе хăварчĕ. Юрать, манса кайрĕç», - ăшшăн çупăрлать хăй çумне попугайсене Оксана.

Хитре те илемлĕ, лайăх пурăнасси йăлтах çынран хăйĕнчен килет. «Ÿркенмен ăста пулнă» тесе ахальтен каламаççĕ çав. Мал ĕмĕтпе пурăнакан, пĕр-пĕрне хисеплекен, çур сăмахран ăнланакан Федоровсем ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.