Комментировать

16 Мая, 2019

Тантăш № 19 (4637) 16.05.2019

— Ехрем хуçапа çыхăннă пулас вăл. Унăн пирĕн тăрăхра та çурт пулнă теççĕ.

— Мăн асатте питĕ маттур пулнă-çке, пăшалсăрах упана çĕнтернĕ. Манăн та ун пекех маттур пулас килет тата çут çанталăкăн малтанхи илемне тавăрас килет. Халĕ те пирĕн ял илемлĕ-ха: çап-çутă пĕвесем, йĕри-тавра йывăçсем…
— Йывăç нумайрах лартмалла, ун чухне илем таврăнать. Чи кирли, тымара татас марччĕ, хамăр Качалав çыннисем пулнине манас марччĕ
(Тымара татас марччĕ. Николай АБАННИКОВ).

* Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Татьяна Матросова алă усса лармасть, яланах вĕренÿре, ĕçре вăл… Таня – шкулти хастарсенчен пĕри. Вăл – Раççейри шкул ачисен юхăмĕн Çĕнĕ Мăрат шкулĕнчи ертÿçи. 2016 çулта йĕркеленнĕ «Юнарми» отрядăн командирĕ. Шкулти мероприятисене йĕркелесе ертсе пыраканни те вăлах. Кашни çулах çамрăк армеецсен «Орленок» вăййисене хутшăнать. Нумаях пулмасть хăйĕн çитĕнĕвĕсемшĕн Хура тинĕс хĕрринчи «Орленок» лагерьте канма тивĕçрĕ ("Эрешлĕ" чун киленĕçĕ)

* Манпа калаçнă чухне Коля эрешлĕ турилкке каскалатчĕ.
— Манăн лайăх, чаплă столяр пулас килет. Килте усă курма хитре сĕтел-пукан ăсталасчĕ. Пирĕн çемьере никам та каскаламан. Эпĕ пĕрремĕшĕ, — терĕ вăл пуçне çĕклемесĕр ĕçленĕ май.
Нурăсри интернат шкула Элĕк районĕнчи Куракăш ялĕнчен çÿрекенскер ялти тусĕсемшĕн тунсăхланине палăртрĕ
("Орлёнокра" канчĕ)

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.