Комментировать

8 Июл, 2019

"Самант" журнал, 6 №, 2019 çул

• ÇĔНĔ НОМЕРТЕ:

ЫЙТĂМ. Блогерсем ытларах мĕнпе кăсăкланаççĕ? Ăнăçлă блогер пулма мĕн кирлĕ?

ПИРĔН ТАНТĂШ. Вăл Питĕрте чăваш калаçу клубне ертсе пырать. Мĕн хистенĕ-ши Екатерина Даниловăна çак ĕçе тума?

ЧУН ЫРАТАТЬ: ПУЛĂШĂР! «Çĕнĕ «анне» - сăн-питрен те, кĕлетке енчен те илемлĕ хĕрарăм, анчах эпĕ ăна йышăнаймастăп…»

ТЕАТР. Хусанта иртнĕ «Науруз» фестивальте пирĕн актерсем «чĕрĕ» планра паркет /планшет/ пуканесемпе, маскăсемпе вылянă.

ТИШКЕРӲ. «Пулăшас тесе алă паракан сахал, эпир чап илсе ĕлкĕреймен вĕт», — теççĕ çамрăк юрăçсем.

ПĂШĂЛ-ПĂШĂЛ. Антонов авланнă. Алина Корнилова илем конкурсне хутшăннă. Вера Кожеманова аякри «тăванне» тупнă. Çĕнĕ кайăк килнĕ тет…

ТУСЛĂХ КĂШĂЛĔ. Туркмен çемйинче пĕрремĕш ача çуралсан ăна аслашшĕ-асламăшĕ ят парать. Бекзод Хажибаев туркмен халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштарчĕ.

ÇУЛ ÇӲРЕВ. Египетра пур çĕрте те çӳп-çап выртать, унта та кунта — пушă кĕленче, анчах та…

«САМАНТ» ХĂНИ. Мальвина ПЕТРОВА: «Эпĕ – патшалăх хĕрĕ».

ТРУД КРУТ. «Я всегда следил за реализацией этих обьектов и мечтал быть в команде. Мечтам свойственно сбываться…»

ЮРАТУ-ЫРАТУ. «Зина каланине аса илтĕм, авланса уйрăлни вĕт ку. Виктора пăхсан пĕртте ун пек туйăнмасть…»

ПРОФЕССИРИ ПĔР КУН. Медсестра-анестезист: «Реанимаци сестрисен йăнăшма юрамасть».

СТУДЕНТСЕН ТĔНЧИ. Çамрăксен форумĕ мĕнпе илĕртет? Каччăсемпе хĕрсем шухăшне пĕлтернĕ.

ТĔПЕЛТЕ. Оксана Федорова «Çамрăклăх» салат хатĕрлеме вĕрентет. «Самант» журнал вула, «Çамрăклăх» салат çи те яланах çамрăк пул!

РЕДАКЦИ ПОЧТИНЧЕН. «Темиçе кунран ăнсăртран унăн телефонĕ çинчи СМС-çырусене куртăм. Владикпе çырăнать иккен вăл! Лешĕ тата! Икĕ хĕрпе пĕр харăс калаçма шут тытнă-и?»

ПИРĔН ВЕРНИСАЖ. Геннадий Григорьевич Андреев, журналист, фотокорреспондент.

ЧР ХĔРЛĔ КĔНЕКИНЧЕН. Матрӳшке.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.