Комментировать

19 Июл, 2019

Хыпар 79-80 (27512-27513) № 19.07.2019

Ял çынни тăван çĕртен ан сивĕнтĕр

Халĕ нимĕнпе те кăсăкланмастпăр та тĕпкĕч ывăл ватă амăшне пăрахса ялтан хулана куçса кайсан та, вăй питти çынсенчен тăракан хăш-пĕр çемье хушма хуçалăхра пахча çимĕç туса илмесен тата чăх-чĕп усрамасан та тĕлĕнместпĕр. Йышлах мар пулин те тĕл пулаççĕ-ха унашкал çынсем ялсенче. Унччен колхоз-совхозра ĕçленĕ евĕр ятне туса, тĕрткеленсе çÿренĕскерсем халĕ хăйсем тĕллĕн вăй хурасшăн мар. «Кĕркунне пахча çимĕç йÿнĕ. Мана хĕл каçма 3 михĕ çĕр улми, 1 витре кишĕр, тепĕр витре сухан, 4-5 пуç купăста пулсан çитет. Мĕн, вĕсене туянаймастăп-и?» — çапла калаçнине ялсенче час-часах илтетĕп. Хăшĕ-пĕри кÿршĕренех туянать-ха хăйне кирлине, тепри хулана çул тытать.
Красноармейски районĕнчи Кăмакал ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ кÿршĕллĕ Кĕçĕн Шетмĕре пурăнакан ЛПХ ертÿçи Николай Семенов ман шухăшпа йăлтах килĕшнине пĕлтерчĕ. «Чăнах ĕнтĕ, çĕр çинче те чакаланмасан, хамăра тăрантармалăх пахча çимĕç, улма-çырла та туса илмесен, выльăх-чĕрлĕх усрамасан ялта пурăнни мĕн усси?» — терĕ тĕлĕнсе. Çĕр пайĕсем уйăрса панă хыççăн чылай çемьен халĕ усă куракан лаптăксем темиçе гектар таранах. Вĕсенче мăян, хыт хура ашкăрнăран епле тĕлĕнмĕн-ха? Кампа та пулин килĕшсе татăлса тара парсан выльăх тытакансем нумай çул ÿсекен курăка утăлăх çитĕнтерни те аван пулĕччĕ. Çум курăк вăрри кÿршĕсене вĕçсе сарăлмĕччĕ, пĕр-пĕринпе хирĕçмелли сăлтав тупăнмĕччĕ. Çав вăхăтрах юлташлăх сад-пахчара, çĕрĕ 6 сотăй çеç пулин те, пултаруллисем хăйсем валли кăна мар, пасара кайса сутмалăх та çимĕç туса илнĕшĕн епле савăнмăн.
Николай Семенович ачалăхне аса илчĕ. Çут тĕнчене 1942 çулхи авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче килнĕ. Фронтри ашшĕ вăл çуралнине çыру урлă пĕлнĕ. 1946 çулхи чÿк уйăхĕнче вăл киле таврăннине ун чухне 4 çул тултарма ĕлкĕрнĕ Коля лайăх астуса юлнă. «Çав çул кашкăрсем сурăха килтенех тытса кайнăччĕ, — куç умне кăларчĕ ачалăхне Николай Семенов. — Аттене килнĕ-килмен колхозра бригадира лартрĕç. Тĕрĕссипе, унăн пиччĕшĕ тăван хуçалăхăн чи малтанхи председателĕ пулнă. Пĕртăвансем тăван çĕре чунтан юратнине шута илнĕ пулмалла. Вăхăт çитсен эпĕ те совхоз директорĕ пултăм». Николай Семенович 3-мĕш класра вĕреннĕ чухнех çуллахи каникулта кунĕпех молотилкăпа юнашар утнă. Улттăмĕшне çитсен кĕлте турттарнă, капан тунă. Хĕвел тухичченех ура çине тăни, хĕвел ансан çеç çывăрма выртни ĕмĕрлĕхех асĕнче юлнă. «Тăри юррипе вăраннă эпир. Шел, халĕ хир кайăкĕн сасси илтĕнмест», — ачалăхри хаваслăх таврăнни те палăрать «Кĕр мăнтăрĕ» сăвăсен кĕнеке авторĕн, 9-мĕш класрах Çемен Эреш поэт пулса тăнăскерĕн, çав вăхăтрах халăх тăван çĕртен сивĕннĕшĕн пăшăрханни те.
1975 çулта çамрăк çемье Кĕçĕн Шетмĕне куçнă, кил-çурт çавăрнă. Николай Семенович мăшăрне, педагог пулнă май, вырăнти шкула çÿреме çывăхланнă. Кил хуçи хăй те арăмĕ пекех педагог, сăвăç-журналист пулма пултарнă, анчах çĕр кăвапинчен хăпайманскер Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне суйласа илнĕ, аслă пĕлÿллĕ агроном пулса тăнă. Шуршăлти элита вăрлăх туса илекен хуçалăхра çулталăк тăрăшнă хыççăн тăван ене таврăннă: малтан — колхоз председателĕ, реорганизаци хыççăн совхоз директорĕ пулнă. Çынсем хальхи пек улма-çырла, пахча çимĕç туянма район центрне е Шупашкара кайман, вĕсене йăлт вырăнтах çитĕнтернĕ. Никамăн пахчинче çум курăк ашкăрман. Шкул ачисем те хастар хутшăннă ял хуçалăх ĕçне. Вĕренекенсен производство бригадине çÿренĕ. Лайăх ĕçленĕшĕн парнесене тивĕçнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ ял хуçалăх специалистне вĕреннĕ, алла диплом илсен Шупашкарта ăçта вырнаçасчĕ тесе ăшталанса тĕрлĕ ведомство алăкĕсене туртса çÿремен, тăван тăрăха таврăнса тĕпленнĕ.
«Çынсем килте çăкăр пĕçернĕ. Чи малтан хуçалăх ĕçĕсене татса панă, — сÿтĕлчĕ сăмах çăмхи малалла. — Çав вăхăтрах килте те ĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Ĕне, сысна, сурăх, качака, кайăк-кĕшĕк усранă, хуртсем ĕрчетнĕ. Колхозăн та пулнă утар. Вырмана тухас умĕн килĕрен 8-шар килограмм пыл валеçнĕ. Анне те пĕр вĕлле тытатчĕ. Садсем те пулнă. Эпĕ улмуççи нумай лартнă. Лавккаран çимелли нимĕн те туянман. Хула çыннисем валли пултăр тенĕ. Ял çыннин пĕр ĕне те пулин усрамаллах. Хăй хальлĕн сутма сĕт йÿнĕ. Çавăнпа мĕншĕн чăкăт тăвас мар, сар çу шăратас мар, хăйма илес мар? Хулара пурăнакан ачисене, мăнукĕсене савăнтарас мар? Эпир килте халĕ те ĕне-выльăх тытатпăр. Пĕлтĕр патшалăха 10 тонна сĕт патăмăр».
Çĕртен ютшăннă арçынсем ĕлĕкех пулнă. Колхозра ĕçшĕн укçа паман, туса илнĕ продукципе татăлнă. Çав вăхăтрах налук тÿлеме, кил-çурт тумашкăн строительство материалĕ, вут-шанкă е çĕр кăмрăкĕ туянма алăра чĕрĕ укçа кирлех пулнă. Арçынсем çавăнпа шапаша çÿренĕ.
— Вĕсене эсир хуçа пулнă май ятланă-и?
— Тĕрлĕрен пулнă. Кун шучĕпе минимума тултарнисене сăмах тивмен. Чĕрĕ укçа кирлине хамăр та лайăх ăнланнă-çке. Плана тултарайманнисемпе çирĕпрех мерăсем йышăннă. Совхоза куçсан патшалăх ытларах пулăшма тытăнчĕ. Ĕçшĕн укçа пама пуçларăмăр. Вара арçынсенчен строительство бригади йĕркелерĕмĕр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче 200 ĕне вырнаçмалăх вите, выльăх апачĕ упрамалли хуралтăсем, ача сачĕ, шкул, ытти объект та çĕклерĕмĕр.
— Сире мĕн канăç памасть?
— Ялта халăх йышĕ чакни. 7 ялтан тăракан тăрăхра эпĕ ĕçе пуçăннă вăхăталла 1500 ытла çынччĕ. 20-30 йĕкĕте çара ăсататтăмăр. 2000 çул тĕлне 1010-1020 çын юлчĕ, çара 10 яш çеç кайрĕ. Тивĕçлĕ канура пурăннăран хальхи пирки татса калаймастăп. Паллах сахал.
— Сирĕн шутпа, ял çирĕплентĕр, çамрăксем çуралнă тăрăхран, тăван çĕртен ан писчĕр тесен мĕн тумалла?
— Хăйсен ĕçне уçмалла, çĕр ĕçĕнчен, выльăх-чĕрлĕхрен услам илме вĕренмелле. Чăвашлăхран ютшăнмалла мар. «Хыпар» хаçатпа кăларăмĕсене çырăнса илмелле. Пирĕн çемье вĕсемпе мĕн ĕлĕкрен туслă. Сăмах май, темиçе сыпăкран тăван лекекен пичче Леонтий Алексеев «Хыпар» хаçатра нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.