Комментировать

* Шупашкар йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине паллă тума хатĕрленет. Хула администрацийĕн культурăпа туризм аталанăвĕн управленийĕ Шупашкар кун-çулĕпе, историйĕпе паллашас текенсем валли парне хатĕрлерĕ — утă уйăхĕнчен пуçласа çурлан 17-мĕшĕччен тÿлевсĕр экскурсисем иртеççĕ. Унта хутшăнас текенсен шăматкунсерен кăнтăрла валли çутă кĕперĕ умне пухăнмалла.

Çул çÿрев «Хула чĕри» маршрутпа иртет. Иртнĕ шăматкун экскурсие 150 çын пухăнчĕ. Йыша икĕ ушкăна уйăрчĕç, экскурсоводсемпе паллаштарчĕç. Маршрут тăршшĕ – 3 çухрăм. Экскурси пĕр сехет çурă пырать. Эпĕ те Ирина Савкина экскурсовод ертсе пыракан ушкăнра пултăм.
Çутă кĕперĕ. «Анне-хÿтĕлевçĕ» монумент патне çитмешкĕн кĕпер тăрăх утса каçмалла. Унăн тăршшĕ — 320 метр. Вăл Раççейре чи паллă кĕпер пулнине пĕлетĕр-и? Ăна 72 пин те 156 лампочка илемлетет. Кунашкалли çĕршывра текех çук. Лампочкăсен шучĕпе Санкт-Петербургри Кермен кĕперĕнчен, Нью-Йоркри Бруклин кĕперĕнчен те ирттернĕ. Шупашкарти Çутă кĕперĕ валли усă курнă гирляндăсен тăршшĕ — 9 километр. Специалистсем ĕçе тĕплĕ пурнăçланă. Усал шухăшлисем лампочкăна вăрлаймĕç, çапса аркатаймĕç. Соцсетьсенче — Çутă кĕперĕ çинче ÿкерĕннĕ пин-пин сăн ÿкерчĕк. Кăçал «Пĕрремĕш пул!» акцие ирттерме çитнĕ Пĕрремĕш канал бригади те тÿрех Çутă кĕперĕ патне васканă. Шупашкарта пурăнакансем кĕпер тăрăх утса каçсан çутă ĕмĕт пурнăçланасса ĕненеççĕ.
«Анне-хÿтĕлевçĕ» монумент. Вăл Шупашкар палли пулса тăчĕ. Ют тăрăхран çитекенсем монумент умĕнче сăн ÿкерĕнесшĕн, палăк пирки ытларах пĕлесшĕн. Ĕçе Владимир Нагорнов скульптор пурнăçланă. Ăна Алексей Трофимов академик, Владимир Филатов, Юрий Новоселов, Анатолий Орешников архитекторсем пулăшнă. 16 метр çÿллĕш палăк 25 метр çÿллĕш постамент çинче тăрать. Çĕр çинчи тĕрев юпасен тăршшĕ — 22 метр.
«Анне-хÿтĕлевçĕ» сăнĕллĕ хĕрарăм пирĕн хушăрах çÿрет иккен. Владимир Нагорнов пĕлĕшне Зойăна хăйĕн мастерскойне чĕннĕ. Ăна чăваш хĕрарăмĕн тумне тăхăнтартнă та ĕçе пуçăннă. Зойăн сехечĕ-сехечĕпе скульптор умĕнче ларма тивни каламасăрах паллă. 2013 çулта монумент 10 çул тултарнă. Çак хушăра вăл халăх юратăвне çĕнсе илме ĕлкĕрчĕ. Ăна тĕрĕслемешкĕн Волгоградри Мамай курганĕнчи «Тăван çĕршыв-анне чĕнет!» палăкăн 6 метр тăршшĕ хĕçне çĕнетес енĕпе ĕçленĕ специалистсене чĕннĕ. Вĕсем çитменлĕхсем тупса палăртнă хыççăн юсав ĕçĕсем тума тивнĕ.
Халĕ «Анне-хÿтĕлевçе» статуэтка евĕр те ăсталаççĕ, ăна Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте палăрнăшăн парнелеççĕ.
Тухтăрсен пĕлĕвне ÿстерекен институт. Иртнĕ ĕмĕрте Атăлçи тăрăхĕнче çынсене суккăр хăваракан чир — трахома — анлă сарăлнă. Амак ернисене курăксемпе сиплеме тăрăшнă, анчах вируса унпа çĕнеймен. Эпидемие пула сусăрланса юлнисем ялсем тăрăх апат-çимĕç ыйткаласа çÿренĕ. Шупашкар тăрăхĕнче лару-тăру уйрăмах çивĕч пулнăран трахомăпа кĕрешме вĕрентекен институт йĕркелеме шут тытнă. Хальхи институтра паллă офтальмолог, куç микрохирургĕ Святослав Федоров пĕрремĕш хут куç шăрçине улăштарнă. Унăн пациенчĕ 12 çулти хĕрача пулнă.
Шупашкар ертÿлĕхĕ çамрăк тухтăра хавхалантарнă: штат йĕркеленĕ, çĕнĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Ирĕн-каçăн ĕçлекенсем талăкра 8-9 операци тунă. Вĕсен тăрăшăвне пула эпидемие пĕтернĕ.
Введени чиркĕвĕ. 1555 çулта Хаяр Иван патша Шупашкарта чиркÿ çĕклеме хушнă. Каланă — тунă. Гурий архиепископ Чăваш çĕрĕ çинче пĕрремĕш литурги ирттернĕ, Турă амăшĕн турăшĕ умĕнче кĕлĕ тунă. Введени чиркĕвĕн кирпĕч çурчĕсене çĕр çул çĕкленĕ. Архитекторсем вĕсене тĕрĕсленĕ те тĕлĕннĕ. Строительсем ĕçе питĕ тĕплĕ пурнăçланă: хĕвел тухăçра алтарь вырнаçтарнă, хĕвел анăçра — суд ÿкерчĕкĕсем, кăнтăрта — Христос сăнĕ.
1755 çулта Шупашкарта хăрушă пушар пулнă: пĕр пин ытла çурт çунса кĕлленнĕ. Чиркÿ кирпĕч стенасене пула çеç сыхланса юлнă. 1773 çулта каллех вут-çулăм алхаснă, ун чухне тăрă сиенленнĕ. Чиркÿ алăкĕ хупăнман. 1939- 1943 çулсенче унта ÿнер галерейи йĕркеленĕ. 1945 çулта чиркÿ канашĕ хÿтĕлев фончĕ валли 136200 тенкĕ пухнă. Çак укçапа Дмитрий Донской ячĕллĕ танк колоннине тунă. Иосиф Сталин Введени чиркĕвĕн канашне тав туса телеграмма вĕçтернĕ.
Тĕрме. Ăна та Хаяр Иван патша хушăвĕпе тунă. Шупашкарти тĕрме — Раççейри пĕрремĕш официаллă тĕрме. Йывăçран тунăскер пĕрремĕш пысăк пушар вăхăтĕнче çунса кĕлленнĕ. Хула влаçĕсем тĕрме уссине ăнланса илнĕ те ăна кирпĕчрен çĕклеме хушнă. Çĕннин стенисем 82 сантиметр хулăнăш пулнă.
Тĕрмере çирĕп йĕркене пăхăннă. Влаçа хирĕç тăнă купсасене çын вĕлерекенпе пĕр камерăна лартман. Тĕрмере вăрă-хурах, суя укçа саракансем, декабристсем, хресчен пăлхавне хутшăнакансем суд пуласса кĕтнĕ. Унтах Çĕпĕре каторгăна каякансем те ларнă. Халап тăрăх, Шупашкарти тĕрмере Стенька Разин темиçе талăк пулнă. 1919 çулта тĕрмене пĕтернĕ те ристансем валли çурт тунă. Халĕ çĕршыври чи авалхи тĕрмесенчен пĕри хăйĕн тивĕçне пурнăçлать. Ку таранччен унтан тухса таракан пулман. 39 камерăран 10-шĕ — унчченхисем, виçĕ ĕмĕр каялла тунисем.
Петр Осипов ячĕллĕ 1-мĕш хула больници. Республикăри пĕрремĕш медпункта ристансене каторгăна ăсатакан конвоирсем валли тунă. Каярахпа унта хулара пурăнакансене йышăнма пуçланă. Пĕрремĕш больница çурчĕ часах ишĕлсе анассăн ларнă. Чирлисем çĕрĕк урайне асăрханса пуснă, унсăрăн путвала йăтăнса анас хăрушлăх пулнă. Тухтăрсемпе медсестрасем çитмен. Пĕрре больницăна аран-аран сывлакан пациента илсе çитернĕ те ун çинчен маннă. Арçын майĕпен хăй тĕллĕн сывалнă, хулана тухса çÿреме пуçланă. Унпа никам та кăсăкланманнине кура больница путвалĕнче пурăнма пуçланă. Çурта сÿтсе кирпĕчрен купалама йышăнсан çеç пациент тупăннă.
Петр Осипов тухтăр, çыравçă, драматург пирки тĕрлĕ халап çÿрет. Вăл палатăна кĕрсенех чирлисен кăмăлĕ çĕкленнĕ. Петр Николаевич театрта юрланă, 30 ытла пьеса хайланă, ют чĕлхе тата вырăс çыравçисен кĕнекисене куçарнă
(Кĕтерне патша та Шупашкара савнă Ольга КАЛИТОВА)

* Анна Кузьмина Турă та астуман чăваш ялĕнче, Тутарстанри Пăва районне кĕрекен Элшелте, кун çути курнă. Урметовсен иккĕмĕш пепки пулнă вăл, çĕр ĕçченĕсен чухăн çемйинче çуралнă. Вăл — манăн анне.
Çитмĕл пиллĕкре те шпагат ларать
Шкул ачи чухнех Анна колхозра вăй хунă. Алли ĕçпе хытнă. Тăватă çултах ашшĕсĕр юлнă. Çывăх çыннин сăнне астумасть, пĕр сăн ÿкерчĕк те упранса юлман. Ашшĕ Алексей ялти хисеплĕ çын пулнă. Кирек кама та пулăшма тăрăшнă, çакă ăна пĕтернĕ те. Кăрлач уйăхĕнче çĕрле кÿршисем йыхравласанах вăл килĕнчен фуфайка тăхăнмасăрах чупса тухнă. 40 градус шартлама сивĕре фермăри пушарпа кĕрешме васканă. Анчах ял çыннисем вутта сÿнтереймен, мĕн пур выльăх çунса вилнĕ. Ку пулăм Алексейĕн çемйине те пысăк инкек кÿнĕ. Вут-çулăм алхаснă каçхине ÿпкине шăнтнă Алексей çур çултан çĕре кĕнĕ. 30-тах пурнăçран уйрăлнă вăл.
Унăн мăшăрĕ Ирина çухатăва йывăррăн чăтса ирттернĕ. Илемлĕ, çамрăк, хура кăтра çÿçлĕ çÿллĕ мар хĕрарăмпа пĕрлешес текен сахал мар пулнă. Анчах çирĕп кăмăллăскер текех çемье çавăрман, мĕн виличчен юратнă упăшкине аса илсе пурăннă. Вăл — ялта пуçласа шăлавар тăхăннă хĕрарăм. Çынпа хутшăнма пĕлнĕ Ирина, пуç усман. Анчах тепĕр пысăк хуйхă çапса хуçнă ăна. Ултă çулти хĕрĕ Çĕпĕр язвипе чирлесе çĕре кĕнĕ.
Пĕррехинче Аннăн пиччĕшĕ Арсентий те йывăр чирлесе ÿкнĕ. Физкультура урокĕ хыççăн тарланăскер çăлти сивĕ шыва ĕçнĕ... Çур сехетренех ăна вĕрилентерме пуçланă. Йĕкĕте лаша кÿлсе Пăва районĕн больницине ăсатнă.
Аннен шăпи çав тери тертлĕ килсе тухнă. Вăл пĕтĕмпех, кашни вак-тĕвеке астăвать. Ашшĕн сăнарĕ куç умĕнче мар пулин те йăмăкĕ асран тухман. Шкул çулне çитменскере вĕрентекенсем те юратнă, унран тĕслĕх илме сĕннĕ. Пĕчĕк Лида çулĕсене кура мар сăвă илемлĕ вуланă, сас паллисене палланă.
Аннăна амăшĕн çирĕп кăмăлĕ куçнах. Пуç усмасть, йывăрлăхсене парăнмасть вăл. Хальхи çамрăксем пилĕк авасшăн маррине те пĕлет. Хăй вăхăтĕнче унăн аллинчен сĕм çĕрлеччен кĕреçе кайман. Канасси пирки сăмах та пыман. Колхозра тар тăкнисĕр пуçне хĕрачан амăшне хуçалăхра пулăшма тивнĕ. Кил хуçисĕр çемьене çав тери йывăр килнĕ. Вăл тĕлĕнет: «Епле сывă юлтăмăр-ши? Çак таранччен мĕнле пурăнма пултартăм?» Иртнине аса илнĕ чухне пĕркеленчĕклĕ пичĕ çинче çутă куççуль тумламĕсем йăлтăртатаççĕ.
Шкулта пуринчен хăвăрт чупаканскер спортсменка та пулма пултарнă. 75 çулта та вăл шпагат лараять. Анчах шăпа урăхла килсе тухнă. Ветеринари техникумĕнчен вĕренсе тухнă та тăван ялтах юлнă. Çемье çавăрса ача-пăча çуратса çитĕнтернĕ. Пысăк та илемлĕ çурт хăпартнă. «Çав пÿрте мăшăрпа лартрăмăр. Ун чухне эпĕ çамрăкчĕ, виççĕмĕш ачана кĕтеттĕм. Район хаçатне çырăнса илеттĕмĕр, ял халăхĕ ăна вуламашкăн пирĕн пата пуçтарăнатчĕ. Анчах пĕр-икĕ çултан, шартлама сивĕ хĕлле, юратнă çурта пăрахса пилĕк ачапа Шупашкара тухса кайрăмăр», — хăйсен вăйĕпе çавăрнă кил пирки калаçнă чухне яланах тунсăхлă вăл
(Çитмĕл пиллĕкре те шпагат ларать)

«Китай — тĕлĕнмелле тĕнче», — тенине тахçанах илтнĕччĕ-ха. Çапла, университетра тĕнче культурине вĕреннĕ чухне Китайăн хăйне евĕрлĕ йăли-йĕркипе, пуян культурипе кăсăкланаттăм. «Эх, çак асамлăха, илеме хам куçăмпа курасчĕ…» — тесе пĕрре мар шухăшланă. Вăрттăн ĕмĕтсем пурнăçа кĕреççĕ иккен. «Атăл-Янцзы» форматпа иртекен çамрăксен форумне хутшăннă май Китайри Хунань провинцийĕн Чанша хулине çитме пултартăм. Пирĕн республикăран анлă шайри пухăва И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ тата Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен 8 студент кайма тивĕçрĕ.

Шалча пăрçи пĕремĕкĕ
Раççейрен Китая самолетпа 5793 километр вĕçмелле. Чанша хулине çитме самай вăхăт кирлĕ: 13 сехет — пуйăспа, унтан 12 сехете яхăн — 3 самолетпа. Анчах çул çÿрев кăсăклă пулнăран ывăннине туймарăмăр. Самолетра çумри пассажира курсан вĕçев тунсăхлă пулĕ тесе пăшăрхантăм. Ара, эпĕ китайла пĕлместĕп-çке. Вăл та мана ăнланмĕ. Тÿпене вĕçсе хăпартăмăр çеç, кÿршĕ калаçу пуçларĕ. Вăл китайла калать, эпĕ вара чăвашла хуравлатăп. Пĕр-пĕрне алă хуçлатнинчен, интонацирен ăнланма тăрăшрăмăр. Кÿршĕ Мускавра пулнă иккен, унта ăна килĕшнĕ. Эпир ют çĕршыва мĕн тĕллевпе кайнине ыйтса пĕлчĕ, ăнăçу сунчĕ. Палăртнă вырăна çĕрле çеç çитрĕмĕр. Аэропортран урама тухнă-тухманах çанталăк уйрăмлăхне сисрĕм. Çĕрле пулсан та урамра кăнтăрлахи пекех ăшă. Пире ырă кăмăллă волонтерсем кĕтсе илчĕç, вĕсем вырăсла калаçнине илтсен ассăн сывласа ятăм.
Малтанхи кунсенче вăхăт уйрăмлăхне пула /Мускавринчен 5 сехет маларах/ ирхи апата кайма питĕ йывăрччĕ, çавăнпа çимесĕр юлни те пулкаланă. Апат вара хăйне евĕрлĕ, тутлă. Анчах вăл хаяр. Пĕлмесĕр çисен чĕлхе, тута çунма пуçлать. Хамăр апатпа танлаштарсан, техĕмлĕхпе нумай усă кураççĕ кунта. Анне яшки çăра, нумай пахча çимĕçлĕ пулсан китай яшки — шĕвĕ. Печени-канфет та кăшт урăхларах. Çапла волонтерсемпе лавккана пылак çимĕç туянма кайрăмăр. Пĕремĕк çиес килетчĕ. Икĕ тĕрли тупса пачĕç: пĕри — шалча пăрçипе, тепри — çăмартапа.
Кашни кунах шăрăх тăчĕ. Çумăр çуса иртсен те пăчă. Малтанхи кунсенче урама тухсан сывлăш çавăрса илме йывăр пек те туйăнатчĕ. «Урамри мунча», — шÿтлерĕç çамрăксем. Кунти халăх шăрăхран сунчăк айĕнче пытанать. Ÿте кăтартакан çăмăл тумтире сайра тăхăнаççĕ. Шăрăхра вĕсем ÿте хуплама тăрăшаççĕ. Пире, Раççейрен килнĕ çынсене, шăрăхран хăтăлма вентилятор парнелерĕç. Анчах вăл та пулăшаймасть. «Ăшши — сивви мар-ха», — тесе хамăра лăплантартăмăр.

Урама ташлама тухаççĕ
Куçа тÿрех курăнакан тепĕр япала — урамсенче халăх йышлă. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, халăх йышĕпе китайсем тĕнчипе пĕрремĕш вырăнта. Каçхи хулапа киленме Чаншан тĕп лапамне çул тытрăмăр. Мĕн чухлĕ çын! Астăватăр-и: нумаях пулмасть Шупашкарта Республика кунне халалласа фейерверк фестивалĕ иртнĕччĕ. Эпĕ те унта кайнăччĕ, каç кÿлĕм кÿлмекре çын нумайччĕ. Китайра вара кулленех урамра çавăн чухлĕ çын уçăлса çÿрет. Кăнттам калаçакансене тĕл пулмарăм. Халăх питĕ тарават, ырă кăмăллă. Ватти те, вĕтти те спортпа туслă. Çамрăксем футболла выляççĕ, велосипедпа ярăнаççĕ пулсан аслăраххисем каçсерен урама ташлама тухаççĕ. Сăмах май, эпир те хусканусене вĕренсе китайла ташларăмăр.
Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче форум пуçланчĕ. Кашни кунах тĕрлĕ мероприяти, уяв… Унта Китайри тата Раççейри 340 çамрăк хутшăнчĕ. Вĕсенчен 160-шĕ федерацин Атăлçи тăрăхĕн регионĕсенчен çитнĕ. Хунань университетĕнче форума уçма Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ван Юн, РФ Президенчĕн полномочиллĕ представителĕн çумĕ Олег Машковцев та хутшăнчĕç. Уяв программи анлă иртрĕ. Тыткăнлакан, чуна илĕртекен самант чылай пулчĕ. Китайпа Раççей халăхĕ хушшинчи çыхăнусем Совет Союзĕ вăхăтĕнчех йĕркеленнĕ иккен. Сăмахран, Саранск хулинчи Люсипе унăн Китайри юлташĕн историйĕ кашни куракана тыткăнларĕ пулĕ. Хĕрсем ун чухне пĕр-пĕрне курман пулсан та çырусем çÿретнĕ. Хальхи вăхăтра та çамрăксем туслă, тачă çыхăну тытнине пĕлтерчĕç
(Чăваш студенчĕсем Китайра «Нарспи» кăтартнă)

www.hypar.ru
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.