Комментировать

16 Авг, 2019

Тантăш № 32 (4650) 15.08.2019

* Городские легенды… Все ли детишки слышали знаменитые легенды о Улыпе, о трех солнцах, о 5 утках, рассказы о Степане Разине, об амазонках, как зарождались театры и парки, какие купцы жили в Чебоксарах? Даже нам, взрослым, интересны познавательные истории.

Это стоит увидеть! Любителей неизведанного и таинственного ожидает увлекательное путешествие во времени, загадочные места города более пяти веков назад, древние чувашские легенды и предания, проникновенные истории, яркие звуки, ощущение духа старого города, неве-роятные сюрпризы.
Следует отметить, очень много сил вложено в данный иммерсивный променад- спектакль «Нити судьбы». Его участники становятся главными героями, улицы города — декорациями, а окружающее пространство — театральной сценой.
В мире неизведанного
8 августа, в преддверии 550-летнего юбилея города Чебоксары, в столице Чувашии мы стали свидетелями запуска данного туристического проекта. Познакомились с главными до-стопримечательностями, величественными храмами, архитектурными объектами XVII-XIX веков, услышали легенды и предания, которыми окружен древний волжский город. Прислушавшись к внутреннему голосу, открыли для себя много неизведанного и тайного.
Маршрут начался около Центра современного искусства, закончился рядом с памятником святым благоверным князю Петру и Февронии Муромским.
«У чувашского народа есть легенда о том, что было когда-то не одно, а три солнца. Все светила находились так близко от земли и горели столь ярко, что люди не знали, что такое холод, зима, снег и лед. Не было нужды заботиться о теплой одежде. Кругом росли удивительные деревья, которые кормили людей своими плодами. Но нашлись недовольные люди и стали говорить: «Жарко. Хотим, чтобы было не три, а одно солнце». Чуваши пригласили лучшего охотника, и тот из лука убил одно, а потом и второе солнце. Третье солнце испугалось и убежало далеко-далеко на небо, где его не могла достать стрела. И тогда стало холодно, замерзли деревья и травы. От холода и голода стали умирать дети. Чувашские мудрецы-шурсукалы сказали: «Убитые светила не оживить, а чтобы оставшееся поверило нам и вернулось, надо на до-мах, на одежде рисовать три солнца, песнями и плясками завлекать светило». Это одна из легенд, которые мы услышали.
Нам рассказали о серебряных булгарах, о Базарной площади. Мы узнали, какая память осталась в Чебоксарах после визита Павла I и что писала Екатерина II Вольтеру после посещения Чебоксар и Казани. Почему постригли в Чебоксарах в монахини бабушку первого царя из династии Романо-вых? И это лишь малая часть.
Полотно истории
Сколько раз мы гуляли по Красной площади, по заливу, проходили мимо мужского монастыря, Введенского собора, разных памятников. Но данный проект это не просто экскурсия, это проникновение в дух города. Во время спектакля посещаешь несколько эпох. Это своеобразная «машина времени». Некоторых строений, площадей уже нет, но легенды воскрешают их. И рассказ становится задушевным, увлекательным.
Как плетется «полотно истории»? Чтобы увидеть это, нужно побывать на данной аудиоэкскурсии. В начале мероприятия всем раздают накидки и беспроводные наушники. У накидок 2 цвета: черный и белый. Это означает злых и добрых духов из легенд. В самом начале спектакля рассказывается о добре и зле. Например, Пирĕшти — ангел, есть и злой дух, чье имя не произносится вслух.
Потом полтора часа гуляешь по красивым местам. И не замечаешь, что за это время ты проходишь 3,5 километра
(Путешествие во времени, или «Нити судьбы» Валентина СЕЛЕНИНА)

* Шупашкарти 1-мĕш шкулта ăс пухакан Аня Андреева — тĕлĕнмелле хĕрача. Вăр-варскерте иксĕлми вăй-хал тапса тăрать. Унăн калаçăвне, тыткаларăшне сăнатăн та ку хĕрача чăн-чăн артистах пулма çуралнă тесе шухăшлатăн. Сăвва епле сăнарлă, чуна витермелле вулать тата! Сисместĕн те — çурăм тăрăх сивĕ хум чупма тытăнать.
10 çулти Аня — кĕнекен чăн-чăн тусĕ. 5 çултах хăй тĕллĕн вулама тытăннăскер библиотекăран тухма пĕлмест. Амăшĕ Алина Ивановна ертсе килнипе вулавăшран кашнинчех 10 кĕнекерен кая мар илсе каять.
— Аня 3 çулта сас паллисене пĕлсе çитрĕ. 5 çулта Лев Толстойăн пысăках мар калавĕсене хăй тĕллĕн вулама пуçларĕ, кайрантарах Холли Вебб кĕнекисене парăнтарчĕ. Чĕр чунсем çинчен çырнăскерсене çав тери кăмăлларĕ. Шăпах çав автор ăна хăйлавсене юратма вĕрентрĕ те. Кушак тата йытă çурисем çинчен çырнăскерсене Аня пĕрин хыççăн теприне шĕкĕлчерĕ, — каласа пачĕ хĕрĕ пекех кĕнекепе туслă Алина Ивановна.
Аня 1-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра Джоан Роулингăн «Гарри Поттер» кĕнекесен пуххипе кăсăкланма тытăннă. 600 ытла страницăллă пĕр кĕнекене вăл 3 кунта парăнтарни те пулнă. 8 кĕнекине те шĕкĕлченĕ. Библиотекăри мĕн пур кĕнекене вуласа тухма хатĕр маттур хĕрача.
— Ирĕк парсан 30-ăшне харăс илсе кайăттăм. Ялта тимĕр урапа пур, çавăн çине тийĕттĕм те — киле çитĕттĕм, — терĕ Аня кулса. Маттурскер приключени, детектив, фантастика жанрне кăмăллать, шкул программипе вуламаллисене те айккине сирмест. Чăнах та, библиотекăра мĕн чухлĕ илемлĕ хуплашкаллă, кăсăклă сюжетлă кĕнеке. Вĕсен çумĕнчен епле ахаль иртсе кайăн? Ачисене вулав тĕнчипе туслаштарас кăмăллă аслисене çапла сĕнес килет: тĕпренчĕкĕрсене библиотекăна илсе кайăр, ачăр илемлĕ хуплашкаллă пĕр-пĕр кĕнеке патĕнче чарăнса тăратех.
Кашни вулакан ачан юратнă çыравçă тата хайлав пурах. Аньăн вара вĕсем улшăнсах тăраççĕ. Паянхи кун хĕрачашăн Клайв Стейплз Льюисăн «Хроники Нарнии» кĕнеки — чи килĕшни
(Тимĕр урапапа килме хатĕр)

* Етĕрнери 1-мĕш гимназире вĕренекен Альмира Нуралиева юрă тĕнчине 5 çултанах иленнĕ. Унтанпа чылай çул иртнĕ — унăн вун-вун диплом, тав хучĕ, тĕрлĕрен кубок. Кашни конкурса тенĕ пекех вăл амăшĕпе каять. «Эсĕ пĕрле пулмасан мана тата йывăртарах», — тет ăна Альмира.
Музыка шкулĕнчен – культура çуртне
Альмира Етĕрнери А.В. Асламас ячĕллĕ музыкăпа искусствăсен шкулне 5 çулта чухне сукмак такăрлатма тытăннă. Хитре сассипе вăл килте те ашшĕ-амăшне савăнтарнă.
— Хĕрĕм ялан юрă ĕнĕрлесе çÿретчĕ. Уйрăмах «Катюша» юрлани чуна тыткăнлатчĕ. Шкула çÿреме тытăнсан ăна районти культура çуртне илсе кайрăм. Ирина Широнова ертсе пыракан «Камер-тон» вокал студине çырăнтăмăр. 7 çултаччĕ ун чухне Альмира. Урок та вĕренмелле, репетицисене те çÿремелле. Çăмăл мар. Йывăрлăхсене çĕнтерме пĕчĕкренех хăнăхтарма тăрăшрăм, — каласа кăтартрĕ амăшĕ Инга Анатольевна.
Чун ыйтнине суйланă
Иккĕмĕш класс пĕтериччен Альмира чиркÿ шкулне, гимнастика секцине, ташă кружокне, ÿнер шкулне çÿренĕ. «Камер- тон» вокал студийĕн ертÿçи Ирина Владимировна çирĕп ыйтнă, хĕрачана конкурссене хутшăнтарса çĕнтерÿ патне çул хывнă. Альмира вĕрентекенĕ хавхалантарнипе са-вăннă. «Тен, Ирина Владимировна патне çеç çÿрес манăн? Вăл ытларах килĕшет», — амăшĕнчен сĕнÿ ыйтнă хĕрача. Иккĕшĕ канашланă хыççăн вăл ытти секци-кружока хăварса Етĕрнери культура çуртне суйланă. Пуçланнă çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ: Пĕтĕм тĕнчери «На крыльях таланта» конкурс-фестивальте — 3-мĕш степеньлĕ лауреат, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕпе ВДПОн Чăван Енри уйрăмĕ йĕркеленĕ «Таланты и поклонники» ачасен тата çамрăксен пултарулăхĕн фестивалĕнче «Вокальное искусство» номинацире — 2-мĕш вырăн /2017 çул/, регионсен хушшинче çав çулах — 2-мĕш степенлĕ диплом, 2018 çулта — республикăри «Волна талантов» конкурсра гран-при… Пĕтĕмпех асăнса та пĕтерес çук. Амăшĕ каланă тăрăх, Ирина Широновăпа Альмира пĕр конкурсран та малти вырăнсене йышăнмасăр таврăнман.
Раççей шайĕнче те малта
Кăçал пуш уйăхĕнче Альмира Нуралиева амăшĕпе тата вĕрентекенĕпе «Таланты и поклонники» республика шайĕнчи конкурса куçăн мар майпа хутшăннă — хăй юрланине видео ярса панă та çĕнтернĕ. Паллах, çакăн хыççăн вĕсем Пĕтĕм Раççейри шая тухнă. Раççей МЧСĕн тĕп управленийĕпе Пушара хирĕç кĕрешекенсен Пĕтĕм Раççейри обществи «Таланты и поклонники» фестивале Кировра йĕркеленĕ. Конкурсра 20 ытла регион çамрăкĕ уйрăммăн тата ушкăнпа тупăшнă. Вĕсене пушар хăрушсăрлăхĕпе патриотлăх воспитанийĕ пĕрлештернĕ. «Вокальное искусство» номинацире 6-мĕш класра вĕренекен Альмира 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ.
Нумаях пулмасть Ирина Владимировнăпа вĕсем Тверьти тупăшуран 3-мĕш вырăнпа таврăннă.
Юрра туйма пĕлни – ăсталăх
— Альмира — тăрăшуллă, пултаруллă хĕрача, хушнине пурнăçлать. Çĕнтерме çăмăл мар паллах. Конкурса кайиччен нумай хатĕрленетпĕр. Юрăра «пурăнма», ăна туйма пĕлет вăл. Альмира чăтăмлă, тĕллевĕнчен пăрăнмасть, хăйĕн ĕçне юратать. Чи пĕлтерĕшли — вăл иккĕмĕш е виççĕмĕш вырăнсене йышăнсан пĕрремĕшне ăмсанмасть. Çынна кĕвĕçес туйăм унра çук. Амăшĕ Инга Анатольевна та хĕрĕшĕн чунне пама хатĕр. Пĕрле ĕçлесен кăна çитĕнÿ патне çитме пулать тесе шухăшлатăп, — сăпайлă калаçрĕ вокал студийĕн ертÿçи Ирина Широнова.
Кашни конкурс валли тенĕ пекех Альмирăна амăшĕ сцена çине тухма çĕнĕ тумтир çĕлеттерсе парать. Малтан хĕрĕн вĕрентекенĕпе канашлать, интернетрисемпе паллашать. Унтан пусма туянса çĕвĕç /ятарласа пĕр çын/ патне каять
(Амăшĕ хавхалантарнипе, вĕрентекенĕ пулăшнипе)

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.