Комментировать

28 Авг, 2019

Хресчен сасси 32 (2771) № 28.08.2019

Вырмана хăвăртлатма çĕр ĕçченĕсене мĕн чăрмантарать? Вĕсен умне мĕнле йывăрлăхсем тухса тăнă? Çак тата ĕççипе тачă çыхăннă ытти ыйтăва ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисене патăм. «Хресчен сасси» хаçат ыйтăвĕсене хуравланисем вырмана çеç мар, ял хуçалăхне пĕтĕмĕшле пырса тивекен енсене те çĕклерĕç.

Патăрьел районĕн пуçлăхĕ, «Малалла» тата «Первомайск» хуçалăхсен ертÿçи Михаил Петров çунтармалли-сĕрмелли материалсем хакланса кайнă пирки тарăхса çапла каларĕ:
— Паян кашни литр дизтопливăна 45 тенкĕлле туянатпăр. Ял ĕçченĕсен продукци сутса тунă укçин пысăк пайĕ дизтопливо туянсах пĕтет. Унăн хакне çуллен ÿстерсе пынине сивлесе Раççей Ял хуçалăх министерствине çыру ятăм. Çĕршыври аграрисене усă куракан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ кашни гектар çĕр пуçне çулталăкра 11 млрд ытла тенкĕлĕх субсиди, тÿррĕнех вăл е ку ял хуçалăх культурипе çыхăнманскере, агропрома аталантарма пĕтĕмпе 308 млрд тенкĕ уйăратпăр, ытти статьясемпе пулăшатпăр тесе çырса ячĕç унтан. Ман шухăшпа, АПКна бюджетран субсиди ытларах уйăрасси çинчен калаçмаллах.
Хамăн çырура кашни гектар пуçне тивекен субсидие 1500 тенке çитерсен кăна хуçалăхсем çирĕппĕн аталанма пуçлассине цифрăсемпе çирĕплетрĕм. Халĕ çав субсиди 230 тенкĕпе çеç танлашать. 1000 гектар çĕре сухаласа акма, агротехнологие пăхăнса унта ытти ĕçе тума 230 пин тенкĕ кăна уйăраççĕ. Çак укçапа паян 5111 литр дизтопливо туянма пулать. Çав лаптăкра ĕçлесе пулакан мĕн пур тăкака техника, вăрлăх, минерал удобренийĕ, хими им-çамĕ, ытти нумай тăкак кĕрет. Пире халĕ гектар пуçне куçаракан субсиди унăн пĕр пĕчĕк пайне çеç саплаштараять. Дизтопливо аграрисен кĕсйине çап-çут якатсах хăварать. Вăл хаклă пулнăран пушă выртакан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пĕтĕм çĕре сухалаймаççĕ.
— Кăçалхи вырман хăйне евĕрлĕхне пула алă-ура çыхланмасть-и?
— Ĕççине 30 çул ытла хутшăнатăп, — хуравларĕ Михаил Владимирович. — Йĕпе е шăрăх çул ăна сахал мар ирттернĕ, çапах продукцие юр айне хăварман. Кăçал та пухса кĕртетпĕрех. Ĕлĕкхи пек вырса пăрахса валемре вырттармастпăр, тÿрех вырса çапатпăр. Çак меслет тăкака пĕчĕклетме май парать. Сывлăм ирĕн-каçăн вăйлă ÿкнĕрен тĕшĕри нÿрĕк хисепĕ пысăкланать, çавăнпа комбайнсене хĕвеллĕ кун 8 сехет çитмесĕр хире кăлармастпăр. Каçхи сывлăм та çур çĕрччен тĕшĕлеме май памасть. Механизаторсем ун пек чухне хăйсемех: «Пучах тĕшĕленмесен бункер хăвăрт тулмасть», — теççĕ. Комбайнсене хиртен антарма тивет.
— Кăçалхи пек вырмара тырра сушилкăсăр нормăна çитерме йывăр, — терĕ Вăрнар районĕнчи «Санары» агрофирма ертÿçин пулăшуçи Роберт Петров. — Çапла, типĕтмелли комплекс хуçалăха пысăк тăкак кÿрет, çапах унпа усă курма тиветех. Çанталăк куллен улшăнса тăрать. Çумăр çуса кайнă хыççăн тырă кушăрхасса кĕтетпĕр. Комбайнсене пĕрре уя кĕртрĕмĕр те — нÿрĕ пучах начар тăлпаланать, тĕшĕсен пĕр пайĕ хывăх-хылчăкпа пĕрле кайăва кайса пырать. Тырă типиччен техникăна чарса тăратма тиврĕ.
Кÿршĕсем те пулăшаççĕ
— Чăрмавсене эсир мĕнле сирсе пыратăр?
— Майĕпен, — терĕ Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ ЯХПК председателĕ Герман Владимиров. — Комбайнсене темиçе сехетлĕхе хире кăларатпăр кăна — каллех çумăр ярать. Нÿрĕк пĕчĕкленессе кĕтетпĕр. Вăл нормăна ларнине Станислав Волков тата Олег Артизанов механизаторсем пучаха çавăркаласа пăхсах пĕлеççĕ. Çав хушăра кĕрхи культурăсем валли çĕр хатĕрлеме трактор рулĕ умне лараççĕ. Çумăр хыççăн пухса кĕртнĕ тырра сушилка витĕр кăларса нÿрĕке 13- 14% таран чакаратпăр. Хуçалăх ĕçченĕсене тырă, улăм паратпăр. Коллектив членĕсен кашни уйăхри шалăвĕ вăтамран 23 пин тенкĕ пулнă.
Комсомольски районĕнчи «Слава» ЯХПКра нÿрĕ тырра ангарсене сарса пăрахса типĕтеççĕ.
— Çанталăк ĕçлеме чăрмантаркалать пулин те икĕ комбайнпа пуçтарса илесси пирки иккĕленместпĕр, — пĕлтерчĕ кооператив председателĕ Михаил Буслаев. — Темиçе эрне каялла кăна çĕнĕ «Полессе» комбайн илсе килтĕмĕр. Вырмана хутшăнакансене тырă, утă-улăм паратпăр.
Вăрмар районĕнчи Ольга Иванова хресчен-фермер хуçалăхĕнче тырра тÿрех «Чăвашçăкăрпродукчĕ» обще-ствăн Вăрмарти элеваторне леçеççĕ. Паллах, филиал электричество пĕтерсе тăкакланнăшăн фермертан укçа тытса юлать. Анчах ХФХ тырăран тупăш сушилкăллă хуçалăхсенчен сахалрах илет пулин те çийĕнчех вырнаçтарса пыни лайăх.
Йĕпреç районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Валерий Гаврилов хĕвеллĕ кунсенче ял ĕçченĕсен умĕнче нимле йывăрлăх та çуккине çирĕплетрĕ.
— Типĕре комбайнсем кал-кал ĕçлеççĕ, — терĕ. — Августăн 22-мĕшĕнче кăна 1000 тонна ытла тырă вырса çапрĕç. Иртен пуçласа сывлăм ÿкиччен тĕшĕлеççĕ. Августăн 26-мĕшĕ тĕлне 3810 гектар вырса çапрĕç, комбайнсем патĕнчен йĕтемсене 11049 тонна тырă турттарчĕç. Пирĕн предприятисен 4 сушилка, ыттисен çук. Йĕпе-сапара тырра типĕтмеллех. Çавăнпа хуçалăхсен пысăкрах пайĕ хĕвеллĕ кунсенче пухса кĕртет. Районти хуçалăхсен 18 комбайн, вĕсемсĕр пуçне кÿршĕ районсенчен 5-шĕ пулăшма килнĕ. Тырă кашни гектартан вăтамран 29 центнер тухать. Вăл уйрăмах «Пионер», «Красный партизан» хуçалăхсен савăнтарать. Чылай уйран 40-50-шар центнер пухса кĕртеççĕ.
Парка çĕнетсех тăраççĕ
Августăн 26-мĕшĕ тĕлне Елчĕк районĕнче тĕш тырă культурисене 15970 гектар — пĕтĕм лаптăкăн 71,9% — вырса çапнă, ĕççине ытти районтан лайăхрах йĕркеленĕ.
— Сăлтавне мĕнле ăнлантаратăр?
— Вырмана тухăçлă техника нумай хутшăнать, — терĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Петр Тремасов. — Хăвăртлăхпа пахалăх трактор-машина паркне çуллен çĕнетнинчен те килет. Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсем кăçалхи çур çулта кăна ăна 75 млн тенкĕлĕх туяннă. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 22 пин ытла гектар. Ку лаптăк — республикăри муниципалитет районĕсен хушшинче чи пысăкки. Районта тĕш тырă пухса кĕртмелли 80 комбайн. Ял хуçалăх организацийĕсенче вăл ытларах, хресчен-фермер хуçалăхĕсен сахалрах. Пĕтĕмĕшле илсен кашни комбайн пуçне тивекен тырă лаптăкĕ нормăпа килĕшсе тăрать. Сушилкăсемпе те типĕтеççĕ. Çавăнпа вырма хăвăртрах пырать. «Рассвет», «Прогресс», «Труд», «Энтепе» хуçалăхсенче, Александр Бикулов фермер вырмана вĕçлесе пыраççĕ, «Сатурн», «Победа» тата «Рассвет» хуçалăхсенче вĕçленĕ. Аграрисем тырра шÿтерме юраманнине ăнланса, пысăк яваплăха туйса ĕçлеççĕ.

(Авăнмасăр, вăй хумасăр пулмасть. Юрий МИХАЙЛОВ)

* Патăрьел районĕнчи Турханти пĕтĕмĕшле практика уйрăмĕн врачĕ Анатолий Кольцов пуçарăвĕпе тата вăл ертсе пынипе ку тăрăхра сывлăха сыхлас тĕлĕшпе час-часах тĕрлĕрен мероприяти иртет. Асăннă тăрăхра нумаях пулмасть «Сывлăх енне — 10000 утăм» акци йĕркеленĕ. Ăна чĕре чирĕпе аптăракансене халалланă.
Ырă çак пуçарăва çамрăк ăрупа пĕрлех ял-йыш та хутшăннă. Акă педагогика ĕçĕн ветеранĕ Лидия Гусева, 91 çулта пулин те, çак дистанцие çăмăллăн парăнтарнă. Сăмах май, Анатолий Валентинович та ачасемпе пĕрле утнă.
Утăма палăртса маларах юпасем çине çырса тухнă. Сăмахран, «500 утăм», «2000 утăм», «5000 утăм», «8000 утăм». Юлашкинчен: «Маттур! 10000 утăм — хыçра», — тесе палăртнă. Çакна та асăрхамасăр иртме çук: юпасем çине чăвашла çырнă. Анатолий Кольцов, тăван чĕлхене мала хураканскер, çамрăк ăрăва анне чĕлхине хисеплеме, юратма вĕрентет.
«Ачасем савăнсах утрĕç, чупрĕç. Малашне те çакнашкал акцисем ирттерме палăртатпăр. Хускану хăть кама та кирлĕ. Унсăрăн сывлăх çирĕпленеймĕ», — терĕ Анатолий Валентинович кăмăллăн.

(10 пин утăм – хыçра)

* Çынсен вăхăтне перекетлеме, тĕрлĕ документсем хатĕрлессине хăвăртлатма хула-районта нумай функциллĕ центрсем ªНФЦº уçма тытăнчĕç. Манăн та унăн пулăшăвĕпе усă курма тиврĕ.
Пÿртпе юнашарах, çырма хĕрринче, тахçан нÿхреп тунăччĕ. Ял тăрăхĕн ертÿçисем çакна пĕлсен тÿрех çĕр хутшăнăвĕпе ĕçлекенсене хыпарланă: лаптăкпа никамран ирĕк илмесĕр усă куратăп-мĕн. Хыççăнах тĕрĕслевпе çитрĕç. Нÿхреп вырнаçнă çĕрпе малашне те усă курас тесен документсем йĕркелемеллине асăрхаттарчĕç, çакна тума вăхăт пачĕç, каллех тĕрĕслессине пĕлтерчĕç.
Çырма хĕрринчи виç тăваткал метра та шута илме тивни тĕлĕнтерчĕ. «Халĕ уçлăхран пурне те курса тăраççĕ, ирĕк памасăр пĕр метр çĕр те илеймĕн», — тесе ăнлантарчĕç мана.
Мĕн тăвăн, ирĕксĕрех район центрĕнчи НФЦна çул тытрăм — документсем йĕркелемешкĕн. Алăк умĕнче пĕр çын та курăнмарĕ. Çуртра — 4-5 пÿлĕм. Пĕрин патне пырса лартăм. Мĕн ĕçпе çитнипе кăсăкланчĕç, манпа вашават калаçрĕç, çавăнтах заявлени çыртарчĕç. Çакăнпа малтанлăха ĕç вĕçленчĕ. Тепĕр уйăхран каллех килме ыйтрĕç.
Палăртнă кун заявлени çырса килтĕм. «Çÿле, виççĕмĕш хута хăпарăр-ха», — терĕ мана пике. Хыпалансах хăпартăм, анчах алăк хупă. Юнашар пÿлĕмре лараканни мана: «Вăл черетлĕ канура, тепĕр уйăхран кăна тухать», — тесе хучĕ. Манăн вара документсене вăхăтра туса пĕтермелле: унсăрăн штраф парассипе хăратаççĕ. Анчах мĕн тăвăн, пÿлĕм хуçи канса пĕтерессе кĕтмех тиврĕ.
Тепĕр уйăхран каллех НФЦна кайрăм. Алăкран кĕрсенех хăва хулли пек çинçе хĕр ман çула пÿлсе малалла иртме памарĕ. Çынсене йышăнмалли йĕрке улшăннă иккен. Малтан терминал урлă талон илмелле, ун хыççăн вăл журналта паллă тăвать. Хальхинче мана иккĕмĕш хута кайма ыйтрĕç. Кунта вара çĕр виçекен патне çул кăтартрĕç. Икĕ заявлени çыртарнă хыççăн специалист çывăх вăхăтрах çĕр виçмешкĕн пыма шантарчĕ.

(Нӳхрепсĕр юлтăм)

* Пĕррехинче, канмалли кун, яла çитсе килме шутларăм. Хула автовокзалĕнчи кассăран билет туянтăм та тăратăп автобус кĕтсе. Халăх нумаях мар. Вăхăт та пĕр çур сехет майлă пур. Манпа çумăн пĕр арçын тăрать. Хăйĕнпе пĕрле ик ача. Куратăп-ха, хăлхасăр-чĕлхесĕрсем. Аллисемпе паллăсем туса калаçаççĕ. Асли вун пиллĕксенче пуль, тепри унран ик-виç çул кĕçĕнрех пек. Акă арçын ман енне çаврăнчĕ. Тĕсесерех пăхрăм — Арçук. Ача чухне пĕр ялсемех пулнă унпа. Ырханланса кайнă хăй. Шăммипе тирĕ кăна тейĕн. Кĕпи хулпуççийĕ çинче усăнса тăрать. Сăнĕ-пичĕ те темле сăрă-хурарах тĕслĕ. «Çĕр тĕсĕ çапнă», — теççĕ чăвашсем кун пекки пирки. «Сывлăхĕ хавшанă-ши е ĕçке ернĕ?» — мĕлтлетрĕ шухăш. Мана та палласа илчĕ пулас. Темле хăюсăррăн пăхкаласа илчĕ те пырам-ши, пырам мар-ши тенĕн ман енне утăмларĕ.
— Пăхап та: эс те — эс те мар пек туйăнать. Ваçук вĕт-ха эс? Тÿрех паллаймарăм та. Курманни миçе çул?! — чатлаттарса илчĕ чĕлхине.
— Çапла, тĕл пулманни вăрах пулать çав, — текелерĕм ним калама аптăраса.
Чăнах та, хам ÿссе çитсе хулана пурăнма куçсан, хушăран-хушă куркалаттăм-ха ăна. Çавах пырса калаçма темшĕн чун туртмастчĕ. Хăш чухне вăхăт çитменни те сăмах перкелешме чăрмантарнă-и, тен?
— Эп ывăлсемпе яла кайма тухрăм-ха, — ăнлантарчĕ хăй мĕн сăлтавпа кунта тăнине. — Атте вунă çул каяллах çĕре кĕчĕ. Анне пĕчченех пурăнать. Вăл та ватăлчĕ ĕнтĕ. Сайра хутра кайкаласа килетпĕр çапла. Эс ăçта кайма тухнă вара?
— Хам та яла çитсе килесшĕн-ха. Кайса килменни вăрах пулать те.
— Çапла çав, çапла, — темле мĕскĕннĕн тухрĕ Арçук сасси. — Юлашки вăхăтра хам та çитсе кураймарăм çав. Больницăра виç уйăх ытла выртрăм. Икĕ операци чăтса ирттертĕм. Апат хуранне пĕтĕмпе тенĕ пекех касса илчĕç. Язва теççĕ-и çав? Халĕ апат та çиейми пултăм. Эс те çемьеллĕ-тĕр? Ачу-пăчу та пур-тăр?
— Çапла, çемьеллĕ. Ачасем те иккĕ, ывăлпа хĕр.
— Манăн та иккĕ-ха. Акă умрах тăраççĕ. Пехечĕсем кăна пулмарĕç çав иккĕшин те. Иккĕшĕ те нимуй çуралчĕç. Мĕнле çылăх-айăпшăн çак нуша пуç çине татăлса анчĕ-ши? — куçне шăлкаласа илчĕ хайхи.
Ним калама аптăрарăм ăна хирĕç. Тÿрех ача чухне пулни-иртни аса килчĕ. …Ачаччĕ çав ун чухне. Пирĕн пусăмрисене те пайтах терт-нуша курма тиврĕ. Вăрçă хыççăнхи выçăллă-тутăллă, саплăклă тумтирлĕ ачалăх… Астăватăп- ха, пире, ачасене, аслисем кашнинчех ăс парса тăратчĕç. «Çын япалине ан тив», «Хăвăнран кĕçĕнреххине ан кÿрентер», «Аслисен сăмахне итле», «Ваттисене хисепле» тесе вĕрентетчĕç. Йыт-кушака тивнĕшĕн, кайăк-кĕшĕк йăвисене тустарнăшăн ылхан çитессипе те хăратнă пире. Çылăхран та сехре хăпса тăнă. Тамăк хуранĕнче никамăн та ларас килмен. Ăс панине тăна илмесен, хыçал енчи çемçе çĕре пиçĕ хулă лекесрен хăрани те пулнах. Хальхи вăхăтри ашшĕ-амăшĕпе ваттисем ача-пăчана ырра вĕрентмеççĕ тесе каласшăн мар эп çак сăмахсемпе. Асли- ватти усала вĕрентес çук. Вĕрентнине кашнинчех ăша илет-ши ачи-пăчи? Ват-тисен сăмахне итлеменни ун чухне пит сайраччĕ. Вĕсен сăмахĕсем пирĕншĕн саккун шутланнă та-ха.
Пиртен темиçе кил урлă кăна манран ик çул аслăрах Арçук пурăнатчĕ. Ашшĕ-амăшĕ кĕлетĕнче лавкка тытатчĕç те апат-çимĕç енĕпе пит аптăрамастчĕç. Арçук çерçи çăмарти пек чăпар питлĕ, мăнтăркка та кахал ачаччĕ. Эх, апшурччĕ те вара хăй! Хăçан ан пăх — мĕн те пулсан кавлесех çÿретчĕ. Шăлаварĕн акăш-макăш пысăк кĕсйисем кашнинчех мăкăрăлса тăратчĕç. Вĕсенче çăкăр, типĕтнĕ аш, канфет-пĕремĕк тавраш нихăçан та татăлмастчĕ пуль. «Ку Арçук çывăрнă вăхăтра та чăмласах выртать-тĕр», — кулатчĕç ял çыннисем. Выçă çÿремен пулсан та кайăк-кĕшĕк йăвисене тустарма ăстаччĕ çак Арçук. Çуркунне çитсен вăрманти пилеш кайăкĕ, чакак-курак, ула тăпа тата ытти тĕрлĕ кайăкăн йăвисенчен çăмарта пуçтаратчĕ. Арлан пек мăнтăр, мăран пулсан та, йăваллă йывăç çине упăте пек правур хăпарса каятчĕ хăй. Ял çумĕнчи вĕтлĕхре пилеш кайăкĕсем пит ĕрчесе кайнăччĕ ун чухне. Пĕрмай чакăртатса вĕçсе çÿренĕрен «чакăрчаксем» теттĕмĕр вĕсене. Йăвисен çывăхне пыма та хăраттăмăр. Палламалла мар пуличчен вараласа пĕтеретчĕç. Арçук вара чăпар чăх пек пулса кайиччен вараланса пĕтсен те вĕсенчен хăрамастчĕ. Май килсен кайăксене хăйсене те тытса хутаçне чăмтаратчĕ. Хуралтăсене витнĕ улăм ăшĕнче пурăнакан çерçисем те, шăнкăрчсемпе чĕкеçсем те чарусăр çак ачаран сахал мар терт куратчĕç. Ашшĕ-амăшĕпе ял çыннисем çакăншăн сахал мар вăрçатчĕç ăна, кайăк ылханĕ çитессипе те хăрататчĕç. Лешĕ вĕсен сăмахне хăлхине те чикместчĕ. Çав-çавах йăвасем ухтарса çÿретчĕ.
Пĕррехинче килтисем мана краççын туянма ячĕç. Пăхрăм — кĕлет алăкĕ уçă. Лавкка хуçисем — Арçукăн ашшĕпе амăшĕ — унтах иккен. Ман кăкшăма краççын тултарса крыльца çине лартнă кăначчĕ кил хуçи — хапхан пĕчĕк алăкĕ яр! уçăлса кайрĕ. Çав самантрах кил картине Арçука çухинчен ярса тытнă Михал кĕрсе тăчĕ. Арçукăн аллинче — витре. Ĕсĕкленĕ май кĕпе çаннипе пит-куçне шăлкалать хăй.
— Акă чун илекенĕре сĕтĕрсе килтĕм. Ну, аçу-аннÿ умĕнче каласа пар-ха паттăрлăху çинчен, — Арçук аллинчи витрене илсе ашшĕ-амăшĕ умне лартрĕ Михал пичче.
Лешĕ çаплах нăш-нăш тăвать, сăмах та калаймасть. Вара Михал пичче хăех ак мĕн каласа пачĕ:
— Паян лаçра кăштăртатса çÿреттĕм. Пăхатăп: такам сарайне йăпăрт кĕрсе кайрĕ, арçын ача иккенне асăрхаса юлма ĕлкĕртĕм çапах. «Тем тесен те ку ача çăмарта йăкăртма кĕчĕ. Çак ăрсурнике, хăех читлĕхе кĕнĕскере, тытатăпах», — тесе уйларăм. Кăшт тăрарахпа сарайĕнче чăх-чĕп шуйхăнни илтĕнчĕ, чĕкеçсем чăрлата-чăрлата вĕçме пуçларĕç. Пирĕн сарайра икĕ мăшăр чĕкеç кашни çулах йăва çавăрса чĕп кăлараççĕ. Сарай алăкĕ хыçне пытанса тăтăм та кĕтеп-кĕтеп хайхине — тухмасть шельма ачи. Аптăранă енне кĕрсе пăхас терĕм. Сарай çумĕнче ÿсекен вĕлтрене татса милĕк пекки турăм та шала кĕтĕм. Пăхрăм: чÿрече умĕнче кункăра çумĕнче çак ăрсурник кукленсе лара парать. Алăк енне çурăмĕпе ларнă та тăрăшсах тем чакаланать. Хыçалтан йăпшăнса пырса ĕнсинчен кап! ярса тытрăм хайхине.
— Мĕн тума кĕтĕн сарайне?! Кала, атту халех пуçхĕрлĕ çакса хуратăп! — тетĕп сехрине хăпартас тесе.
— Эп… Эп… Чĕк-чĕк-кеç… тыт… тыт… — мăк-мак тăвать çак.
Пăхрăм: умĕнчи хупах çулçи çинче пĕр купа чĕкеç вилли выртать. Кевтисем — пĕр енче, пуçĕсем — тепĕр енче. Мĕн айăпĕ пулнă-ши çав чĕкеç чĕпписен? Çакна курсан çилĕ вĕресе хăпарчĕ. Вĕлтрен милĕкĕ хăть камăн çăварне те уçĕ. Шăлаварне антарса виç-тăватă хут çатлаттарсан тин чĕлхеленсе кайрĕ хайхи. «Чĕкеçсен чĕлхисене касса вут çинче ăшаласа çиетĕп», — тет. Çакна илтсен чутах йăванса каяттăм. Аптăранă енне витрене кайăк виллисене хуртартăм та ăна хăйнех йăттарса килĕре илсе килтĕм. Вăт халь, ачам, çак чĕкеç чĕлхисене килтех ăшаласа çи. Неччу вăрманта нушаланса çÿреме! Аçупа аннÿне те хăналама ан ман! — хайхи витрене кил хуçисен енне урипе тĕртрĕ Михал пичче.
Арçук ашшĕ-амăшĕ шак! хытса тăнă. Хăйсем те сăмах чĕнеймеççĕ. Михал пичче каланă сăмахсене вара хальччен астуса пурăнатăп. Акă мĕнле пĕтĕмлетÿ турĕ ватă çын: — Çитмĕл çула пурăнса çитсе те кун пек тискерлĕхе курманччĕ.

(Кайăк ылханĕ)

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.