Комментировать

29 Авг, 2019

«Çамрăксен хаçачĕ» 34 (6280) № 29.08.2019

3D-принтерпа стелька пичетлесе кăларма, холодильникăн электросхемине пуçтарса ăна планшет урлă ĕçлеттерме… — кама мĕнле ĕç килĕшет, çавна пурнăçлама пултарчĕç «Хусан Экспо» курав центрĕнче иртнĕ экскурсире. Çĕр-çĕр профессире хăйсене тĕрĕслеме, ĕçлеме пулăшакан çĕнĕ йышши технологисемпе паллашма, паллах, WorldSkills стандарчĕсемпе хаклакан 45-мĕш Тĕнче чемпионачĕн конкурсанчĕсем еплерех ăмăртнине курма та май пулчĕ.
Вĕсемсĕр пурнăç çук
Çак кунсенче Хусан кĕрлесе тăчĕ: Раççейре пĕрремĕш хут иртекен чемпионата 63 çĕршывран 1354 конкурсант килсе çитнĕ. Вĕсем — хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн çăлтăрсем. Хăйсен пултарулăхĕпе тĕнчене паллаштарма килнĕ. Йĕрке тăрăх, WorldSkills ăмăртăвне пĕр хутчен кăна хутшăнма май пур. Çавăнпа ăстасемшĕн профессире чи лайăххи пулнине кăтартмашкăн ку пĕртен-пĕр шанăç тесен те юрать.
Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче 40 пин çын вырнаçакан «Хусан-Арена» стадионта чемпионат уçăлнă. Куракансем палăртнă тăрăх, вăл Раççейре пĕлтĕр уçнă футбол енĕпе тĕнче чемпионатне е 2013 çулхи Универсиадăна аса илтернĕ. Масштабĕпе, асамлăхĕпе çавăн пекех чаплă иртнĕ. Шоу-программăн тĕп теми — ĕç профессийĕсем.
«Çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче те чи кирли — ĕç — пирки манмалла мар. Хальхи çамрăксем хура ĕçрен пăрăнасшăн. Вĕсем ноутбук умĕнче канлĕн ларасшăн, çул çÿреве çÿресшĕн. Анчах професси илмесĕр ăна та, кăна та пурнăçлама çук. WorldSkills шухăшĕ питĕ ансат: пекарьсăр, сварщиксăр, нумай-нумай професси çыннисемсĕр эпир пурăнаймастпăр», — çапла палăртнă чемпионат посолĕсенчен пĕри, паллă актер Александр Гудков.
Çамрăк профессионалсем 4 кун 56 компетенцире тупăшрĕç. Чылай специальноçе эпир пĕлетпĕр ĕнтĕ: «Сантехника», «Кирпĕч хурасси», «Повар ĕçĕ», «Платник ĕçĕ», «Парикмахер искусстви», «Электромонтаж», «Сварка технологийĕ», «Ювелир ĕçĕ», «Сĕтел-пукан производстви» тата ыт.те. Сайрараххисем, хальхи вăхăтрисем, те пур: сăмахран, «Авиаци техникине пăхса тăрасси», «Веб-технологисем», «Медицина тата социаллă пулăшу», «Визуаллă мерчандайзинг»… Кăçал çĕннисем хушăннă: «Шыв технологийĕ», «Хăна çурчĕсене пăхса тăрасси».
Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче 74,8 гектар йышăнакан «Хусан Экспо» курав центрĕ енне халăх йышлă утрĕ: çемьесем, ача-пăча, тĕрлĕ регионтан ятарласа килнĕ çамрăксемпе студентсем… Кунта пĕтĕм тĕнче пухăннă тейĕн: мĕн тĕрлĕ халăх çынни çук-ши? Вĕсен хушшинче эпĕ те, «Çамрăксен хаçачĕн» журналисчĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн корреспонденчĕ Алина Изман» тесе акăлчанла çырнă бейджа мăйран çакса мăнаçлăн утрăм. Палăртса хăварам: массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсене кунта питĕ сума сăваççĕ, вĕсем валли пресс-центр йĕркеленĕ, ĕçлеме, канма майсем туса панă. Чемпионат партнерĕсем парнесем те хатĕрленĕ: WorldSkills логотипĕллĕ кутамкка. Унашкалли Чăваш Енре пурĕ 3 çыннăн кăна: манăн тата Наци телекуравĕн ĕçченĕсен Юлия Важенинăпа Андрей Шоклевăн.
Экскурси
«Хусан Экспо» территорийĕнче иртекен чемпионат конкурсантсем валли ăмăрту кăна мар, кунта иртнĕ канмалли кунсенче кирек кам та тÿлевсĕр экскурсие килме пултарчĕ. Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен шкул ачисемпе студентсене «Пулас ăсталăх» тесе çырнă ятарлă «Икаруссемпе» илсе килнĕ.
Курав центрне кластерсем çине пайланă. Кашнинчех вун-вун лапам ĕçлерĕ, унта ăсталăх класĕсем иртрĕç. Строительство технологийĕпе кăсăкланакансене D кластерти лапам илĕртрĕ. Унтах сантехника, маляр, декораци ĕçĕсен енĕсемпе ăмăртусем пычĕç. Экскурсие килнисем вара хăйсене штукатурта тĕрĕслеме пултарчĕç. Шыв пăрăхне сыпăнтарас килет-и — тархасшăн. Информаципе коммуникаци технологийĕсемпе интересленекенсем С1 кластерта кабельсем тасатса «ÿстерчĕç», коммуникаци сетьне пуçтарчĕç. Пултарулăхпа дизайн ăсталăх класĕсем те С кластертах иртрĕç. «Флористика» павильонта чечекрен тем те пĕр ăсталарĕç, «Керамика академийĕнче» керамика япалине капăрлатрĕç. В4 кластера çитсе осети кукăльне тутанчĕç… Кунашкал экскурсин тĕп тĕллевĕ — шкул ачисене професси суйлама пулăшасси.
Çакăн лаптăкăш территорире, пин-пин çын хушшинче, чăвашсене курни калама çук савăнтарчĕ. «Чăваш Республики» тесе çырнă сарă тĕслĕ футболкăллă ачасемпе çамрăксем экскурсире çÿретчĕç. Чăваш Енрен 200 шкул ачи тата вĕсен ертÿçисем 4 автобуспа чемпионата çитнĕ. Делегацире — тĕрлĕ шкулта вĕренекен уйрăмах пултаруллă ачасем, техника пĕлĕвĕпе кăсăкланакансем, олимпиада-конкурс çĕнтерÿçисем. Шупашкарти 4-мĕш лицейре вĕренекенсемпе ландшафт дизайнĕн кластерĕнче тĕл пултăм. Информатика учителĕ Альбина Герасимова палăртнă тăрăх, вăл ĕçлекен лицейрен 15 ача çитнĕ. «Эпĕ «3D моделированийĕ» кружок ертсе пынă май çав енĕпе иртекен ăсталăх класне çитсе курасшăн. Кунта йăлтах çĕнĕ йышши технологисемпе усă курни питĕ кăсăклă. Ачасемшĕн ку усăллă экскурси», — терĕ Альбина Юрьевна. Вĕсене асăнмалăх рюкзак, çумăрпа йĕпенесрен пĕркенмелли хатĕр, чемпионат паллиллĕ стикер парнеленĕ.
«Курмалли вырăн питĕ нумай. Кашни лапама сехечĕ-сехечĕпе сăнама хатĕр. Анчах экспресс-экскурсин программине пăхăнма тиврĕ, çавăнпа эпир хăвăрт-хăвăрт кăна пăхса иртрĕмĕр, питĕ шел», — палăртрĕç çамрăксем.
Евгений Красновшăн
Тĕнче чемпионатĕнче Раççей команди йышĕнче Чăваш Ен çамрăкĕ те пур. Вăл — Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕн мастерĕ Евгений Краснов. Евгений шăпах çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Кондитер ĕçĕ» компетенцире тупăшрĕ. Ăна шыраса В4 кластера çитрĕм. Кондитерсем мĕнле ĕçленине кантăк витĕр кăна сăнама май пур: ахăртнех, санитари нормипе килĕшÿллĕн вĕсем хупă çĕрте ăмăртаççĕ. Евгений трюфельсем хатĕрлетчĕ. Экспертсем, надзиратель евĕр, унтах çÿретчĕç, кондитер ĕçне çĕр-çĕр куç сăнарĕ… Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш шкул çамрăкĕсене шăпах унта тĕл пултăм. Шанатпăр, Евгений ентешĕсем хавхалантарнине кантăк витĕр сисрех пуль тетĕп.
Шупашкар каччи Евгений Краснов профессионализмшăн тивĕçнĕ медальонпа таврăнчĕ. Ăна ĕçе йăлтах пурнăçлакансене параççĕ. Ку професси тĕлĕшĕнчен вăтам шайра хатĕрленнине пĕлтерет. Евгение Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Инстаграмри хăйĕн страницинче Женьăна, унăн ашшĕ-амăшне, педагогсене тав тунă. «Кондитер ĕçĕ» компетенцире 23 çамрăк тупăшнă. Конкурссенче Евгений 700 балл пухнă.

(Хусана - тĕнче курма. Алина ИЗМАН)

* Пĕрремĕш класс ачине шкула ямашкăн пĕр уйăх шалăвĕ те çитмест тет хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ. Чăнах та çапла-ши? Пĕлÿ кунĕ умĕн ывăлĕ-хĕрне пĕрремĕш класа яма хатĕрленекенсемпе тĕл пултăмăр, тăкаксене шутларăмăр.
Класри шкапшăн та тÿлемелле
Вăрнарта пурăнакан Николаевсен çемйи кĕçĕн хĕрне Аньăна пĕрремĕш класа çавăтса кайĕ. Асли — 3-мĕш класс вĕренекенĕ. 6-ри Аня аппăшĕ пекех шкула кайма хатĕр. Хĕр пĕрчисем Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул сукмакне такăрлатĕç.
Аня иккĕмĕш çул Вăрнарти фитнес центрти аэробика кружокне çÿрет. Пĕрремĕш класа килме пуçтарăнакансен хатĕрленÿ курсне те сиктермен вăл. Çавăнпа хĕрача вулама-çырма, шутлама аван пĕлет, шкул йĕркине те чухлать. Аня шкул сумкине кăлара-кăлара тĕрĕслет, Пĕлÿ кунĕ çитессе чăтăмсăррăн кĕтет.
«Формăна утă уйăхĕнчех туянтăмăр. Пирĕн шкулта тĕттĕм кăвак тĕслĕ тум тăхăнаççĕ. Аньăн сараппанне чăтăмлă, паха, ăшă пусмаран çĕленĕ. Вăл кăшт вăрăмрах пултăр терĕмĕр — иккĕмĕш класра та ăна тăхăнтăр. Çиелтен тăхăнмашкăн кардиган туянтăмăр. Сараппана улăштарса тăхăнмашкăн тĕттĕм кăвак юбка пур. Хĕрачасем валли нумай кирлĕ çав: колготка, ăшă чăлха, çÿç резинки, бант… Урамра çÿремелли тата шкулта хывса улăштармалли пушмаксем пулмалла. Авăн уйăхĕн вĕçĕнчех çанталăк сивĕтет. Ăшă пушмак çине куçмалла. Ăна та халех туянтăмăр. Физкультура урокĕ валли футболка, лосина, кроссовкă çителĕклĕ», — палăртрĕ амăшĕ Наталья Николаева.
Канцеляри хатĕрĕсем те енчĕке самаях çÿхетеççĕ. Тетрадь, альбом, киçтĕк, ручка, кăранташ, пластилин, тĕрлĕ тĕслĕ картон хут, тĕрлĕ тĕслĕ хут, ластик, сăрăсем, хачă, фломастер, папка… — кашни вĕренекенĕн пулмалла.
«Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулчĕ. Унтах ĕç тетрачĕсем валли укçа пухма шут тытрăмăр. Унсăр пуçне пирĕн класа уйăрса панă пÿлĕме кĕрсе куртăмăр. Темиçе çул ка-ялла шкулта капиталлă юсав ĕ ç ĕ с е м и р т терчĕç. Çавăнп а х в ĕ р е н ÿ пÿлĕмĕсенче стенасене шуратса сăрланипе çырлахатпăр. Ашшĕ- амăшĕн комитечĕ ачасем валли шкапсем туянма шут тытнăран палăртнинчен ытларах тăкакланма тиврĕ. 2500-шер тенкĕ пухрăмăр. Пĕтĕмĕшле илсен — Аньăна шкула ямашкăн 11200 тенкĕ тăкакларăмăр», — пĕлтерчĕ амăшĕ. Пĕрремĕш вĕрентекен валли чечек çыххи тăвасси çеç юлать. Амăшĕпе хĕрĕ учителе садра çеçке çурнă кĕл чечексемпе савăнтарасшăн.
Хаклă пулсан та…
Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальте пурăнакан Татьяна Федоровăн кĕçĕн ывăлĕ Женя та парта хушшине ларма хатĕрленет. Арçын ача çак куна чăтăмсăррăн кĕтет. Женя пысăк ĕмĕтпе пурăнать — ÿссен вăл полицейски пуласшăн. «Йĕрке хуралĕнче ĕçлемешкĕн тăрăшса вĕренмелле, учитель сăмахĕнчен иртмелле мар, вăл ыйтнине тумалла», — тет ял тăрăхĕнче çарпа учет ĕçченĕнче тăрăшакан амăшĕ. Татьянăн аслă ывăлĕ программиста вĕренсе тухнă, хĕрĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче пĕлÿ пухать. Женьăн вĕсенчен тĕслĕх илмелли пур.
Кăçал Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулăн пĕрремĕш класне 14 ача килĕ. Елена Осипова вĕрентекен Женьăн аппăшне пĕлÿ тĕнчине çавăтса кĕртнĕ, вулама-çырма, шутлама хăнăхтарнă. Халĕ арçын ачана та черет çитрĕ.
«Çурла уйăхĕнче çемье бюджечĕ самаях çÿхелчĕ. Женьăна шкула ямашкăн 15 пин тенке яхăн тăкаклантăмăр. Шкулта çÿремешкĕн 2 костюм туянтăмăр. Пĕри тĕксĕм кăвак тĕслĕ, тепри — улăш-тарса тăхăнмалли — хура тĕслĕ. Физкультура урокĕ валли спорт тумĕ кирлĕ. Женя валли 3 кĕпе туянтăмăр: шурри тата тĕксĕм тĕслисем. Унсăр пуçне 2 пушмакпа кроссовкă илтĕмĕр. Авăн уйăхĕнче улшăнса тăракан çанталăк пуласса шантараççĕ. Ветровкăпа калпак та тÿрех туянтăмăр. Пĕрремĕш класра кирлĕ канцеляри хатĕрĕсен списокне пачĕç. Вĕсене туянса тепĕр 2 пин тенкĕ тăкакланчĕ», — калаçăва тăсрĕ Татьяна.

(Çемье бюджетне çÿхетет… шкул)

* Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ — ачашăн стресс. Уйрăмах 1-мĕш классемшĕн. Ача çĕнĕ йыша, шкула хăвăртах хăнăхĕ-ши? Республикăри психиатри больницин медицина психологĕ Елена НИКОЛАЕВА ашшĕ-амăшне сĕнÿ парать.
— «Манăн ача сас паллисене паллать, вулать, ăсра шутлать. Эппин, шкула кайма хатĕр!» — текен те пур. Чăнах та кулянмалли сăлтав çук-и?
— Ача вулама-çырма пĕлни — ăс-хакăл шайĕн кăтартăвĕ мар. Шкула каяканăн çĕннине пĕлес килтĕр. Йĕри-тавра мĕн пулса иртнине сăнама пĕлни, улшăнусене курса танлаштарни, пĕтĕмлетÿ тума пултарни пĕлтерĕшлĕрех. Çак хăнăхусем шкулта çĕнĕ пĕлÿ пухма пулăшаççĕ.
— Ачасен хушшинче пĕр-пĕринчен тăрăхлани, йĕкĕлтешни пулать. Çакна çывăха илекенсен шкула çÿрес кăмăл сÿнет. Ку лару-тăруран мĕнле тухмалла?
— Коллектива хăнăхасси çăмăлах мар. Шкулта килти пек мар. Унта ыттисен шухăшне итлемелле, йышăнмалла. Ача садне çÿренисем тавлашуллă лару-тăруран хăвăртах тухма пĕлеççĕ. Аслисене ывăлĕ-хĕрĕ чĕмсĕрленни, пуç усса ларниех шухăша ямалла. Ашшĕ-амăшĕн ăна мĕн кулянтарнине ыйтса пĕлмелле, лăпкăн, сасă хăпартмасăр калаçмалла. Ачана коллективра мĕнлерех пулмаллине каласа кăтартмалла, ăнлантармалла.
— Эсир ачан хусканăвне, тыткаларăшне сăнаса ăна мĕн кулянтарнине пĕлетĕр. Ашшĕ-амăшне мĕн асăрхаттарса калатăр?
— Çуллахи каникула ахальтен памаççĕ. Ачан вĕренÿ çулĕнчен канмалла, вăй пухмалла. Çулла урамра ытларах чупмалла, сикмелле. Хавшак та сахал хускалакан ача адаптацие йывăррăн чăтса ирттерет. Ача портфеле хăй тĕллĕн пуçтарасшăн-и? Аппалантăрах. Шкул тумне тирпейлĕн çакма вĕрентĕр, сĕтел çинче тасалăх хуçалантăр. Ача ыйтăвĕсене хуравсăр ан хăварăр.

(Коллектива хăнăхасси çăмăлах мар)

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.