Комментировать

11 Окт, 2019

Ял ачисем тĕнчене тухаççĕ

Авăн уйăхĕн вĕçĕнче Элĕкри 728 ача вĕренекен тата 52 учитель вăй хуракан И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта цифра, гуманитари профилĕллĕ «Точка роста» центр уçăлчĕ.
Вăл федерацин «Хальхи вă¬хăтри шкул» проекчĕпе, «Вĕрентÿ» наци проекчĕн хушма программипе, килĕшÿллĕн пурнăçа кĕчĕ. Кунашкал центр Раççейри 50 регионта вырнаçнă ял-салари 2049 шкулта ĕçлеме пуçланă.
Элĕксен цнтрĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен шкул директорĕ Владислав Волков каласа кăтартрĕ:
— Пирĕншĕн çакă — тахçантанпах кĕтнĕ пулăм. Кабинетсене стандартсемпе килĕшÿллĕн йĕркелес, вĕсене занятисем ирттерме хăтлă тата илĕртÿллĕ тăвас тесе вĕрентекенсен нумай тăрăшма тиврĕ, — терĕ Владислав Константинович. — Центра цифра тата гуманитари енĕпе пĕтĕмĕшле тата хушма пĕлÿ паракан программăсене пурнăçа кĕртме пулăшакан хальхи йышши хатĕрсемпе тивĕçтерĕпĕр. Унсăр пуçне «Технологи», «Математика», «ОБЖ», «Физкультура» пред¬метсем валли те ĕç вырăнĕсем йĕркелĕпĕр. Технологисем ул¬шăнса пынă пекех тĕнче те юлмасть, çĕнелет. Пирĕншĕн пилотсăр автомобильсем, вĕçекен аппаратсем, робот техникипе автоматизациленĕ машинăсем ют мар ĕнтĕ. Автомобиль строительствинчи ертсе пыракан компанисем, сăмахран, Mersedes йышшисем, углеводород топливипе ĕçлекен двигательсем туса кăларассине текех инвестици хывмаççĕ. Çавăнпа паянхи шкул ачисен те технологири революциллĕ улшăнусенчен юлмалла мар. Хамăрăн ĕçе-хĕле çаксене шута илсе йĕркелесе пыратпăр. Паянхи кун тĕлне шкула робот техникин конструкторĕсемпе, электричествăпа ĕçлекен тата механика пăчкăсемпе, çилĕмлĕ пистолетсемпе тата ытти хатĕрпе тивĕçтернĕ.
Кăçал Элĕк шкулĕнче пысăк ĕçсем пурнăçа кĕнĕ. «ЯКласс» компани палăртнă тăрăх — чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев ячĕллĕ шкул 2018-2019 вĕренÿ çулĕнче информаци технологийĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе Раççейре 19-мĕш вырăн йышăннă. Пĕлÿ çурчĕ çĕнĕ технологисемпе пуянланнипе танах тул енчен те çĕнелсе улшăннă, ăна тĕпрен юсанă. Çак ĕçсене пурнăçлама 20 миллион тенкĕ уйăрнă. Элĕк шкулĕ çавăн пекех 2019 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне /200 пин тенкĕ/ тивĕçнĕ. Çак нухратпа, директор каланă тăрăх, вĕрентÿ пахалăхне ÿстерме усă курĕç: çĕнĕ кружоксемпе секцисем уçĕç, компьютер оборудованийĕсем туянĕç, вĕрентекенсен пĕлĕвне ÿстерĕç.
Палăртма кăмăллă: юлашки çулсенче районта ылтăн медальпе вĕренсе тухнисен 80-90 проценчĕ Элĕкри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ. Кăçал, сăмахран, Максим Семенов патшалăхăн математикăпа иртнĕ пĕрлехи экзаменĕнче 100 балл пухнă, вăл Бауман ячĕллĕ Мускав патшалăх техника университетне вĕренме кĕнĕ. Унсăр пуçне виçĕ çамрăк Экономикăн аслă шкулне суйласа илнĕ. Настя Дубинина вара вырăс чĕлхипе 100 балл пухнă. Пике те пĕлĕве Раççей тĕп хулинчех туптать. Çавăн пекех кăçал шкул пĕтернисен пысăк ушкăнĕ Чăваш Ен тĕп хулинчи вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренме пуçланă.
Надежда СМИРНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.