Комментировать

5 Ноя, 2019

«Кашни кунах уяв пек туйăнать халĕ»

Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççейре Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявлаççĕ. Унăн историйĕ XVII ĕмĕр пуçламăшĕнчи пăтравлă çулсемпе çыхăннă. Хаяр Иван патша вилнĕ хыççăн влаçа камăн йышăнмалли тавра тавлашу-хирĕçÿ пынă. Шăп çав вăхăтра Польша салтакĕсем тапăнса кĕнĕ. Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынипе Раççейре пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисем поляксене Мускавран хăваласа яма пултарнă.
Çак уяв çинчен халăх мĕн пĕлет? Ыйту хуравне шыраса Шупашкарти хула урамне тухрăмăр.

АЛЕВТИНА, 49 çулта, Шупашкар:
Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче икĕ уяв паллă тăватпăр. Пĕри — Хусан Турă амăшĕн турăшĕн кунĕ. Ун чухне чиркĕве каймалла, лайăх пурăнма ыйтса кĕлĕ тумалла.
Тепĕр уяв — Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ. Эпĕ социаллă сеть урлă беларуç хĕрарăмĕпе туслашрăм. Унпа çĕр улмипе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яватпăр. Кăçал Элĕк районĕнчи Çулавăçра 19 тĕслĕ çĕр улми ăнса пулни çинчен хăпартланса каласа кăтартрăм. Шел, пахча çимĕçе йÿнĕпе туянаççĕ. Пирĕн калаçу çĕр улмирен пуçланса ача-пăча патне çитрĕ. Халĕ ĕнтĕ пĕр-пĕрин çинчен йăлтах пĕлетпĕр.
Эпĕ инçе çула тухса çÿреме хăнăхман. Ахăртнех, çав хĕрарăмпа тĕл пулаймăпăр. Черетлĕ отпуска Çулавăçра вара аннепе пĕрле ирттересшĕн.

ВЛАДИМИР, 73 çулта, Хĕрлĕ Чутай районĕ:
Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ çывхарса килет. Эпир, Хусанушкăнь ялĕнчи чăвашсем, молдаван çемйисемпе туслă пурăнатпăр. Уява та пĕрле паллă тăвăпăр.
Светлана, 48 çулта, Шупашкар:
Чÿк уйăхĕнче çуралнă кун çитет. Ытти уява паллă тăвасси, хăна пухасси шухăшра та çук.
ДМИТРИЙ, 30 çулта, Етĕрне районĕ:
Эпĕ сменăпа ĕçлетĕп. Çавăнпах чÿк уйăхĕнчи 4-мĕшĕ — тунти кун — маншăн ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Ун чухне мĕнле уяв пулнипе кăсăкланман.
АННА, 70 çулта, Элĕк районĕ:
Вуланăччĕ-ха. Уяв ятне те пĕлеттĕм. Манса кайрăм.
ФАИНА, 62 çул, Шупашкар:
Манăн, хаçат-журнал сутаканăн, паллă кунсем çинчен пĕлмеллех. Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ çинчен те каласа кăтартма пултаратăп. Маншăн иртен-çÿрен, хăш халăх çыннине пăхмасăр, хăйне лăпкă тытни нимрен пĕлтерĕшлĕ.
ГАЛИНА, 70 çулта, Муркаш районĕ:
Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ теççĕ пулас. Унчченерех Октябрь революцийĕн уявне паллă тăватчĕç. Демонстрацие васкаттăмăр. Шупашкарти электроаппаратсен заводĕнче ĕçленĕ май пысăк ушкăнпах тухнă. Халĕ мĕнле паллă тăваççĕ-ши — пĕлместĕп те.
ОЛЬГА, тивĕçлĕ канура, Элĕк районĕ:
Эпĕ уявсене питех пуçа чиксе ларман. Чирлĕ çынсене пăхнă май праçниксемпе кăсăклансах кайман. Тайгари пек пурăнатăп — никама та курмастăп. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА тата Ирина ИВАНОВА ыйтса пĕлнĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.