Комментировать

7 Ноя, 2019

«Пирĕн ĕçе алăпа тытма, çыртса пăхма пулать»

Иртнĕ эрнере Чăваш Енри аграрисем Ял хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ тата ытти ыйту тавра ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕпе — ял хуçалăх министрĕпе Сергей АРТАМОНОВПА калаçрăмăр.

— Сергей Геннадьевич, эсир 4 çул ĕнтĕ министр. Должноçа ларма хăрушă пулмарĕ-и?
— Çĕрпÿ районĕн администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ чухне сĕнчĕç ку тивĕçе. Эпĕ яланах влаç ертÿлĕхĕн командинче пулнă. Министр вырăнне ларас кăмăл пур-и е çук-и — ăна сÿтсе явман: каланă — пурнăçламалла. Çак утăма тумашкăн хăрушă пулчĕ теместĕп. Пĕлнĕ: кунта ĕçлемелли, татса памалли ыйту пайтах. Камăн та пулин çак лава туртмалла вĕт-ха.
Десантниксем пек: «Эпĕ мар тăк — кам?» — теесшĕн мар пулĕ те?
— Çук, апла мар. Эпĕ килĕшмесен те, паллах, министр пуканĕ пушă пулас çукчĕ, килес текен пĕрех тупăнатчĕ.
4 çул. Мĕнле те пулин улшăну кĕртме çителĕклĕ вăхăт-и вăл?
— Кашни çыннăн хăйĕн потенциалĕ. Хăшĕ-пĕрин вăл 1-2 çуллăха кăна çитет. Кайран аталану пĕтет, çĕнĕ шухăшсем çуралма пăрахаççĕ. Çын ĕçне хакламалли, пĕтĕмлетÿсем тумалли чи лайăх вăхăт, ман шухăшпа — 5 çул. Çак тапхăрта мĕн те пулин улăштарма, çĕннине пурнăçа кĕртме пулать. Кунти лару-тăру пĕр çын ĕçĕнчен кăна мар, Правительство шайĕнчи командăран та килет. Пĕтĕмпех пĕрле сÿтсе яватпăр, çухатусем пулас хăрушлăха шута илетпĕр. Командăра ял хуçалăхĕн ĕçне ăнланакансем пулнăран мана çăмăл. Чылай ĕçтеш /сăмахран, финанс, ĕçлев министрĕсем/ пирĕн министерствăра вăй хунă, кунти ĕç-хĕле лайăх чухлаççĕ.
Республика Пуçлăхĕ хăй те унччен министр пуканне йышăннă…
— Ку вара питĕ лайăх та. Ниçта та нимĕн те улталаймастăн, çирĕп ыйтать.
2019 çулхи тĕп пулăмсене асăнăр-ха. Ял хуçалăхĕ — малалла аталанакан сектор, унăн потенциалĕ пысăк тени — пĕрре, çаксене цифрăсемпе çирĕплетсемĕр.
— Çапла, тĕрĕсех калатăр. Пирĕн ĕçе алăпа тытса кăна мар, çыртса пăхма та пулать. Мĕн чухлĕ тухăç туса илнине, хаксене те туятпăр. Кăçал кун чухлĕ тырă туса илессе эпир ĕмĕтленмен: 700 пин ытла тонна тырă пуçтарса илтĕмĕр. Пĕлтĕр кĕрхисем хĕл каçайманран 50 пин гектара çĕнĕрен акма тиврĕ, хуçалăхсем хушма тăкак тÿсрĕç. Сăмах май, çулталăк вĕçĕччен вĕсем куншăн компенсаци илессе шанатăп. Чăваш Республикинчен кун чухлĕ тырă эпир 2 çул каялла тата 1997 çулта пуçтарса илнĕ. Тухăçĕ 1 гектартан — 26 центнер. Ку та пысăк тухăç шутланать. Нумайăшĕ ыйтать: 1 млн тонна тырă пуçтараятпăр-и? Акăнман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсен, техника культурисене сахалрах лартсан пулатех. Пушă выртакан çĕрсем пирки те каласа хăвармаллах. 3-4 çул каялла 140 пин гектарччĕ. Вĕсенчен 97-шĕ акмалли. Халĕ 34 гектар юлчĕ. Палăртмалла: чылай район малтан «ÿкернĕ» цифрăсем кăтартнă. Халĕ ăçта акнă, ăçта хыт хура ÿсет — йăлтах космосран кураççĕ, нимĕн те суяймăн. Федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи 14 регион хушшинче сухаланă çĕрсем тĕлĕшпе эпир 1-мĕш вырăн йышăнатпăр. Пирĕн çĕрсем тирпейлĕ. Çав вăхăтрах халăхăн çĕрĕпе ĕçлемелли пур-ха.
Кăçал çĕр улми пĕлтĕрхинчен 1 пин гектар сахалрах лартрăмăр, плана тултараймарăмăр тесе пăшăрхантăмăр. Çапах та тухăçĕ рекордлă пулчĕ: 470 пин тонна! Республикăра кун пекки нихăçан та пулман: 1 гектартан — 266 центнер, тухăçĕ 45% пысăкрах. Нумайрах лартма кирлĕ те пулман. Чăнах та, çĕр улмине сутма çăмăл мар паян. Эпир хамăра çиме кирлинчен 2 хут ытларах туса илетпĕр ăна. Ытти çĕршывра — Азербайджанра, Узбекистанра, Арменире… — пысăк тухăç пулсан эпир унта сутаймастпăр, çавăнпа хакĕ те йÿнĕ. Тĕп тĕллевсенчен пĕри — çĕр улмине тирпейлеме вĕренесси. Эпир продукци туса илеетпĕр, анчах сутма пĕлместпĕр-ха. Киле пырса ыйтасса кĕтетпĕр. Çуркуннесерен лавккасенче Египетра, урăх çĕртен кÿрсе килнĕ çĕр улми пайтах. Хамăрăн тымар çимĕçе тирпейлесе, çуса тасатса лавккана сутма кайса пама пулать сăмахран. Чипс тума вĕренмелле пирĕн. Вăл лайăх сутăнать пулсан мĕншĕн хатĕрлес мар? Фри-çĕр улми те лайăх каякан тавар. Хальлĕхе вăл пирĕн ĕмĕт кăна, завод тумашкăн пысăк укçа-тенкĕ кирлĕ.
Хăмла — 177 тонна, 1 гектартан 16,9 центнер туса илтĕмĕр. Ку та пысăк тухăç. Икĕ çул каялла чи пысăк тухăç пулнă: 18,1 центнер. Хăмла лаптăкĕсем пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн, çулталăкне 5-10-шар гектар, ÿссе пыраççĕ. Плантацисем кивелеççĕ, вĕсене çĕнетсех тăмалла. Шăпах хăмла лартса ÿстерес текенсем пирĕнпе кăсăкланаççĕ. Осетирен килсе кайрĕç. Хальлĕхе татăклă йышăну туман-ха. Брянскран, Сербирен çитмелле. Унччен бизнесменсене техника çукки, тăкаксене саплаштармашкăн нумай вăхăт кирли /15 çул/ тытса чаратчĕ. Халĕ вара хăмла пуçтаракан комбайна Чăвашрах кăларатпăр. Ăна Мускаври курава илсе кайрăмăр. Пирĕн тĕп тĕллев — йÿнĕрех оборудовани кăларса тăкаксен срокне 5 çул таран пĕчĕклетесси.
Пахча çимĕçе планпа 122 пин тонна пуçтармаллаччĕ. Ăна эпир пурнăçларăмăр. Хамăр халăха пахча çимĕçпе тивĕçтеретпĕр темелле, ытларах та туса илетпĕр. Çĕнĕ Шупашкарти теплицăна ĕçлеттерсе янă хыççăн 16-19 пин тонна хĕлле те ÿстеретпĕр. Ку та пирĕн регионшăн пысăк çитĕнÿ, 464 ĕç вырăнĕ пулать. Тĕнчере унтинчен лайăхрах теплицăсем çук.
Тепĕр çул валли планпа пире 80 гектар кĕрхи культура акма хушнă. Эпир 92 пин гектар акрăмăр.
125 пин тонна какай, 415 пин тонна сĕт туса илмелле. Ку плана пурнăçлатпăрах. Юлашки 25 çулта кун чухлĕ какай туса илмен. Сĕтĕн 65% ял халăхĕ парать. Ку питĕ пысăк вăй. Çапах та хушма хуçалăхсенче ĕне пуçĕ чакнине пĕлетпĕр, çавăнпа вĕсен шутне фермăсенче ÿстерсе пымалла. Кăçал фермăсенче 5116 ĕне тăмалăх вырăн тăватпăр. Сĕт суса илессипе те рекорд пулчĕ: 1 ĕнерен — 6 пин тонна /пĕлтĕр 5551 тонна/. Коммунизм вăхăтĕнче 2-3 пин тонна пулнă.
Ĕнесене аван пăхаççĕ апла.
— Лайăх пăхнинчен те, ăратран та килет. Кĕтÿре 36% ăратлă выльăх. Ку цифрăна тата пысăклатас тĕллевсем пур. Ăратлă выльăх туяннăшăн тăкаксен 39% патшалăх субсидилет.
Сĕте пĕлтĕрхинчен 30% нумайрах туса илетпĕр. Унăн хакĕ сутаканшăн — йÿнĕ, туянаканшăн — хаклă. Халăхăн сĕт пахалăхне ÿстермелле. Шыв хушни, таса мар хатĕр-хĕтĕрпе, алăпа суни тĕл пулать. Çавăнпа хакĕ те йÿнĕрех. Фермăра сĕт 10 минутра сивĕнет, час йÿçмест. Паянхи кун пахалăхлă сĕт çитмест, пахалăхсăрри ытлашши. Сĕт тĕлĕшпе те экспорта тухмалла. 150 пин тонна сĕт ытти региона сутма илсе каяççĕ. Тĕп тĕллевсенчен пĕри — ăна хамăр патрах тирпейлесси. Паянхи кун икĕ районта — Йĕпреç /унта ĕçе пуçăннă ĕнтĕ/ тата Етĕрне — сыр завочĕ тума палăртнă. Патăрьел районĕнче тепĕр икĕ завод çĕкленет. Пĕри качака сĕтĕнчен çу, сыр тăвассипе ĕçлĕ. Комсомольски районĕнче те кунне 100 тонна сĕт йышăнакан завод тăваççĕ. Çак проект ăнăçлă ĕçлесе кайсан ытти регионтан сĕте пирĕн пата илсе килсе тирпейлеме пултаратпăр. 1-1,5 пин çын валли ĕç вырăнĕ тупăнĕ. Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенче те сĕт завочĕ йышлах мар, çавăнпа ку енĕпе аталанмашкăн майсем пур.
Какай туса илессипе кăçал начар мар ĕçлерĕмĕр. «Чăваш бройлерĕ» панкрутран тухса пĕтеймен-ха, çапах ăна ĕçлеттерсе яма май килчĕ. «Юрмана» сыхласа хăвартăмăр. Вĕсем те пĕлтĕрхинчен ытларах какай туса илеççĕ.
Экспорта ÿстерес тесен мĕн тумалла? Çывăх вăхăтра кама мĕн сутăпăр? Йăнăшмастăп пулсан, регион-сен умне çакăн пек тĕллев лартнă: 5 çулта ял хуçалăх продукцийĕн экспортне 2 хут ÿстермелле.
— Экспорта кăçал 24,5 млн тенкĕлĕх продукци ямалла. 2024 çулччен ку хисепе икĕ хутчен ÿстермелле. 80% — тирпейленĕ продукци, 20% — тырă, техника культурисем. Чĕр тавар сутмашкăн тупăшлă мар. Сăмахран, тырă вырăнне — çăнăх, печени, макарон тата ыт. те — сутма тăрăшмалла. Сĕт вырăнне — çу, типĕтнĕ сĕт… Тирпейленĕ продукци — пирĕн вăйлă ен. Унăн 70% — кондитер изделийĕсем. Хамăр продукцие эпир 31 çĕршывра сутатпăр. Ку енĕпе «Акконд» хастар. Ыттисен те вĕренмелле. Сĕт завочĕ кĕçех Армение сĕт сутма тытăнĕ. Çавăн пекех Йĕпреçри «Девелей» Евросоюза пахалăхлă продукци ăсатать. Пĕчĕкрех хуçалăх тытса тăракан фермерсем техника культурисене Польшăна, Литвана, Латвие, Эстоние ăсатаççĕ.
Нумайăшĕшĕн чун ыратăвĕ — пахалăхлă апат-çимĕç. Хамăрăн продукцие туянмалла, çимелле тесе нумай калаçатпăр. Лавкка сентрисем ют çĕршывран кÿрсе килнĕ çимĕçрен йăтăнаççĕ. Вĕсем йÿнĕреххине кура халăх та ытларах туянать. Лару- тăрăва мĕнле улăштармалла?
— Хамăр туса илни, кирек мĕн каласан та, тасарах. Халĕ çĕр çинче ĕçлеме ÿркеннĕрен ялти пахчасем пушă. Египет çĕр улмине çиес текенсене — чару çук. Продукци пирĕн хамăрăнах пур, пахалăхĕ те лайăх. Ăна ярмăрккăсенче те туянма пулать. Тĕрĕссипе каласан, ялти выльăх хула халăхĕнчен тасарах продукци çиет. Ольдеево пахча çимĕçне 95% Мускава илсе кайса сутаççĕ. Анчах унăн ырă ячĕпе ыттисем усă курни тарăхтарать. Хăйсен пахалăхсăртарах продукцине Ольдеевăра туса кăларнă тесе улталаса сутаççĕ.
Çулсеренех АПК валли патшалăх программисем урлă нумай укçа уйăраççĕ. Пулăшу калăпăшне асăнăр- ха. Сирĕн шухăшпа, ял хуçалăхĕ унсăрăн аталанайĕ-и?
— Хуçалăхсене пулăшмашкăн патшалăх хыснинче 2 млрд та 400 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Паянхи кун тĕлне 1 млрд та 750 млн тенкипе усă курнă. Элита вăрлăх тĕлĕшпе парăмсем пур, çулталăк вĕçĕччен вĕсене парса татăпăр. Пĕлтĕр элита вăрлăхпа 11 пин гектар акнă пулсан кăçал — 45 пин гектар, 4 хут нумайрах. Сĕт укçине парса тататпăр, фермерсене те куçарса памалли пур-ха. 4 çул каялла предприятисен умĕнче пирĕн парăм 500 млн тенкĕччĕ. Вĕçĕмех РФ Ял хуçалăх министерствинчен укçа ыйтаттăмăр. Çынсем кредит тÿленĕшĕн процент укçине каялла илейместчĕç. Халĕ ун пек ыйту çук. Программăсем çĕнелсе пыраççĕ, пуррисене те сыхласа хăварнă. Ял тăрăхĕсене аталантарма укçа нумай хываççĕ. Тепĕр çул тĕрлĕ обћект проекчĕсене тума та укçа пăхса хăварнă. Ĕçлекен пĕтĕм ЯХПсен 40% патшалăх пулăшăвне илет. Ăна пурте илеймеççĕ, критерисем витĕр тухаймаççĕ: е парăм пур, е ĕç укçи пĕчĕк… Пулăшусăр ĕçлекенсен рентабельлĕхĕ — 1,5-2%, теприсен — 15-20%. Вĕсен ĕç укçийĕ те ÿсет, техника та çĕнелет. Паянхи кун нумай хуçалăх патшалăх пулăшăвĕсĕр пу-рăнма пиçсе çитеймен-ха.
Сергей Геннадьевич, инновацисем пирки сăмах пуçарас килет. Чăваш Енри ял хуçалăх секторне инновациллĕ, пысăк технологиллĕ теме пулать-и? Хăш отрасльте вĕсем ытларах кирлĕ?
— Çапла, пулать. Пĕтĕм отрасльте кирлĕ. Пирĕн патра та çĕнĕ технологисемпе усă курса ĕçлекен фермăсем пур. Ĕнене ятарлă мăйкăч тăхăнтартаççĕ те вăл мĕнпе чирлине, чупас килнине, миçе хутчен кавленине, рационта мĕн çитменнине пĕлеççĕ. Ĕне сĕт чакарни, хушни йăлтах палăртать. Доярка лайăх ĕçлерĕ тĕк кулакан смайлик тухать… Ÿсен-тăран отраслĕнче те паянхи кун роботсем, тĕрлĕ техника ĕçлет. Трактор рульне тытса пымалла мар халĕ. Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри — выльăх-чĕрлĕх отрасльне цифрăласси. Кашни ĕнене учета илсе чип вырнаçтараççĕ. Унта выльăх çинчен мĕн пур информаци пулĕ: вăл ăçта çуралса ÿснинчен пуçласа сентре çинче какай пуличченех темиçе ăрăвĕ таран пĕлсе тăрăпăр. Халĕ лайăх сĕт паракан ĕнен эмбрионне тепĕр ĕнене куçарса лартаççĕ. Шупашкар районĕнчи Тутаркасси ферминче, сăмахран, кунне 66 литр сĕт паракан ĕнесем пур. Ÿсен-тăран отрасльне те инновацисем çитрĕç. Çĕр улмине ытларах айккинчен илсе килеттĕмĕр. Комсомольски районĕнче тымар çимĕçе микроклонарлă майпа хунаттаракан теплица хута кайрĕ. Çулталăкне икĕ хутчен акса ÿстерме май паракан элита вăрлăха хамăр патрах туса илме пултаратпăр. Çапах та сортсемпе, селекципе ĕçлемелли пур-ха. Ку енĕпе патшалăх та пулăшать, укçа-тенкĕ уйăрать, анчах специалистсем çитмеççĕ.
Кадрсен дефицичĕ ял хуçалăхĕнче питĕ çивĕч. Мĕншĕн çамрăксем фермăна, уй-хире ĕçлеме каясшăн мар?
— Ĕçлемесĕр те пурăнма пулать тесе шухăшлакан çамрăксем пур. Ашшĕ-амăшĕ тăрантарать, йăлтах туянса панă, çемйи çук… Пурте апла мар паллах. Яваплăха туякансем, çĕр ĕçне юратакансем пур-ха. Хула çамрăкĕсем ялта ĕçлесе пурăннă тĕслĕхсене те пĕлетĕп. Пĕр вăхăт ял хуçалăх академине вĕренме каякансем сахалланнăччĕ. Диплом илнĕ хыççăн та 50% ялта ĕçлеме каясшăн маррине пытармастчĕ. Халĕ лару-тăру улшăнчĕ, тÿлевлĕ вырăна лекме те конкурс витĕр тухмалла. Ял хуçалăхĕнче лайăх укçа ĕçлесе илме май пуррине ăнланчĕç çамрăксем. Агроклассем йĕркеленни те усă кÿрет. Шкул ачисене предприятисене илсе кайса кăтартаççĕ, студентсем унта практика тухаççĕ. Çĕнĕ технологисем мĕнле ĕçленине кураççĕ, хăйсем те вĕсене алла илме хăнăхаççĕ. Ял хуçалăхĕ халĕ ĕлĕкхи мар, тĕрĕс ĕçлесен тăкаксем хăвăрт саплашăнаççĕ. Анчах «эпĕ хам та специалист, хам та ăслă» текенсем малалла аталанаймаççĕ, панкрута хăвăрт тухаççĕ.
«Хăрама пăрахса пурăнма тытăнмалла» ятлă кĕнеке пур. Сире те çавăн хурăмлăрах ыйту парас килет: тÿпене пăхмасăр, ырă çанталăк кĕтмесĕр мĕнле майпа лайăх тухăç туса илмелле?
— Кирек мĕнле бизнесра та çухатусем, тăкаксем пуласса шута илмелле. Хăть те мĕнле çанталăкра та 10-14 кунра акса-лартса пĕтерекен хуçалăхсем пур, çавăн пекех кĕске вăхăтра вырса, пухса кĕртеççĕ. Чылайăшĕ çанталăка ÿпкелет. Халĕ темĕнле майсем те пур. Типпе юласран шăвармалли системăсем тĕслĕхрен. Патшалăх та субсидилет уншăн. Çĕр юхса ан кайтăр, нÿрĕк тытса хăварас тесе куллен тумалли ĕçсене пурте пĕлеççĕ. Пĕлĕте мĕншĕн пăхмалла мар? Яланах тинкермелле, анчах çут çанталăк условийĕсене кура мар лайăх тупăш илес тесен мĕн тума пултарнине йăлтах пурнăçлама тă-рăшмалла.
Калăр-ха, тархасшăн, хĕлле юр çийĕн хĕвел çаврăнăш пуçтарни йĕркеллĕ пулăм-и?
— Хĕвел çаврăнăш е куккурус лайăх пиçсе çиттĕр тесен 2,5 пин сехет хĕвел çути кирлĕ. Пирĕн патра ун чухлĕ çутă çук. Тип çу кăларакан заводсем нумай регионта пур. Вĕсене чĕр тавар кирлĕ. Вăрлăх параççĕ, ÿстерме хушаççĕ. Нумай хуçалăх хăрамасăрах çак ĕçе пикенет. Çу хĕвеллĕ тăчĕ тĕк хĕвел çаврăнăш пиçсе ĕлкĕрет. Кăçал çутă, ăшă сахал пулчĕ. Куккурус, хĕвел çаврăнăш каллех кая юлса пулчĕ. Паянхи кун хирте — 2 пин ытла гектар хĕвел çаврăнăш. Нÿрĕк ытлашшине пула вăл чĕрĕ. Шăнтсан нÿрĕк хăпарма пăрахать, вăрри типет. Вара пуçтарма юрать. Эпир, чăнах та, хĕлле комбайн вырмана тухнине курма хăнăхман. Маншăн та ку тĕлĕнтермĕш. Анчах хĕлле те, çуркунне те пуçтарнинче хăрушши ним те çук. Продукцин йÿçеклĕхĕ кăштах пысăкрах, хакĕ пăртак йÿнĕрех пулать. Эпĕ хам хĕвел çаврăнăш лартассине хирĕç. Çĕр пахалăхне пĕтерет вăл.
Сергей Геннадьевич, Раççее хирĕçле санкцисем ял хуçалăхне аталантарма майсем ытларах туса пачĕç теççĕ. Чăваш производителĕсене мĕн пачĕç вĕсем?
— Малтан ют çĕршывра туса кăларнă трактор-комбайн илнĕ пулсан санкцисем кĕртнĕ хыççăн Раççейри заводсем лайăхрах ĕçлесе кайрĕç. Хамăрăн техника йÿнĕрех, лайăх ĕçлет. Эпир чылай япалана хамăр туса кăларма пултаратпăр. Паллах, вĕренмелли нумай. Халĕ акă Йĕпреçре сыр тăвакан завод çĕкленет. Хăмла пуçтаракан комбайна чехсем пире сутнă пулсан эпир ăна хамăр тумастăмăр. Халĕ акă пирĕнпе Беларуçсем кăсăкланаççĕ, сăн ÿкерчĕксем ярса пама ыйтаççĕ. Мускавра Чехи представителĕсемпе калаçрăм, хамăрах комбайн пуçтарнине каларăм, вĕсем тĕлĕнчĕç, килсе пăхасшăн.
Ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсене асăнăр-ха.
— Кашни хăйне май ăнăçлă. Никама та ятран асăнмастăп. Пысăк холдингсем, пĕчĕк предприятисем пур. Шупашкар, Елчĕк, Вăрнар, Патăрьел, Комсомольски районĕсене палăртас килет. Кашни районтах тă-рăшса ĕçлекен уйрăм çынсем пур. Инвестпроектсем хула çумĕнче ытларах аталанса пыраççĕ, ыттисем айккинче тăрса юлни пăшăрхантарать паллах. Хăш-пĕр çĕрте çынсем ĕç çук тесе ÿпкелеççĕ. Патăрьел районĕнче, сăмахран, çынсем севок туса илесшĕн, çĕр кирлĕ вĕсене. Севок ытти районта та ÿсет, анчах ĕçлес текен çук.
Эсир ял çыннисемпе тăтăшах тĕл пулатăр. Прессăсăр, камерăсăр чухне вĕсем сире мĕн калаççĕ?
— Темĕн те калаççĕ. Пĕрмаях шыравра, мĕн те пулин ĕçлес, çĕнни шутласа кăларас текен çынсем хăйсен ыйтăвĕ тавра калаçаççĕ, сĕнÿсем параççĕ. Чи нумай ыйту паракансем — лайăх ĕçлесе пыракан хуçалăх ертÿçисем. Вĕсем яланах тухса çÿреççĕ, çынсем мĕнле ĕçленине кураççĕ, вĕренеççĕ. «Ха-мăрах пĕлетпĕр» текеннисем хăйсен «хуранĕнче» вĕреççĕ, анчах аталанăвĕ çук. Пĕрмаях нăйкăшакансем те пур: е йывăр вĕсене, е ĕçлекен çук, е çĕрĕ начар, çанталăкĕ юрăхсăр… Çав çĕрсене урăх çынна парсанах тухăçлăхĕ те ÿсет. Йăлтах çынран килет.
Сергей Геннадьевич, сире мĕн хавхалантарать? Отрасле малалла туртса пымашкăн вăй-хăват ăçтан тупатăр?
— Ĕç курăмлă пулни, лайăх кăтартусем савăнтараççĕ. Эпир çĕр çыннисем, вăл пире вăй парса тăрать. Уя тухса кĕрсен те çавна туятăп.
20 çул каяллахи тата хальхи çынсен хушшинче уйрăмлăх пур-и?
— Çапла, улшăннă. Çамрăксем хăвăртрах тата нумайрах укçа ĕçлесе илес шухăшлă. Ĕлĕкрех çынлăх, чунлăх, хутшăнусем малти вырăнта пулнă. Пурнăçри хаклăхсем ылмашăнчĕç пек туйăнать. Халĕ пуянлăх, хаклă япаласем тĕп вырăнта пулса тăчĕç. Ĕç çине те урăхларах пăхатпăр. Пире ачаран ĕçлеттерсе ÿстернĕ, колхоза йĕтем çине вырнаçассишĕн черет тăраттăмăр. Халĕ апла мар. Çапах та лару-тăру улшăнатех, çамрăксем хуларан каялла яла туртăнма тытăнĕç кĕçех. Чăваш халăхĕ ĕçченлĕхне çухатман. Тен, питех ылмашăнман та вăл? Вĕсене пирĕн ĕçлеме условисем туса памалла кăна. 

КĔСКЕН
Сергей Геннадьевич, ĕне сума, тракторпа çÿреме пĕлетĕр-и? Ку ĕçсене хăçан пĕрремĕш хут пурнăçласа пăхнă?
— Пĕлетĕп. Атте-анне килте çук чухне 7-8-мĕш классенче ĕне сунă. Яла кайсан паянхи кун та тракторпа çÿретĕп. Суха та тунă, комбайнпа тырă та вырнă. Шкулта вĕреннĕ чухне пире гусеницăллă трактор кăна шанатчĕç. Студент чухне практикăра комбайнпа ĕçленĕ.
Эсир килте мĕн ÿстеретĕр? Эсир мĕн ĕçлетĕр?
— Пахча çимĕç йăлтах хамăрăн. Патăрьел районĕнчи хамăн киле те, атте-анне патне те тăтăшах кайса çÿретпĕр, пулăшатпăр. Вĕсем выльăх- чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк тытаççĕ. Аш-пăш нихăçан та укçалла илмен. Килтинчен пахи нимĕн те çук. Çĕр улми лартма та, ăна кăларма кайма та вăхăт тупма тăрăшатăп.
Ялта эсир ĕçленинчен тĕлĕнмеççĕ-и?
— Ял халăхĕ мана пĕчĕкрен пĕлет, никам та тĕлĕнмест.
Сирĕн мăшăр та çулла шлепке тăхăнса матик тытса çум çумлать-и?
— Паллах. Çумне те çумлать, нăрăсемпе те кĕрешет. Арăм та ялта çуралса ÿснĕ.
— Килти юратнă ĕç мĕн-ши?
— Юратнипе юратманни çук, пурне те тумалла. Эпĕ пĕçернине килтисем пурте юратаççĕ. Анчах юлашки вăхăтра иртĕхтерместĕп, çын пĕçернине çиетĕп.
Киле валли мĕнле çимĕç туянтăр?
— Пахча çимĕç, улма-çырла, сĕт юр-варĕ… пĕтĕмпех хамăрăн хуçалăхра туса илни.

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН калаçнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.