Комментировать

8 Ноя, 2019

Африка тенорĕсем чăвашла та юрлĕç

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивальне йышăнĕ. Вăл раштавăн 1-мĕшĕчченех пырĕ.
Фестиваль программи пуян. Вăл çĕнĕ спектакльпе — «Царская невеста» оперăпа — уçăлĕ. Ăна РФ Культура министерствин гранчĕпе Йошкар-Ола режиссерĕ Сергей Шепелев лартнă, дирижерĕ — Дми-трий Банаев. Оперăна Н.А.Римский-Корсаков композитор çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă. Пĕрремĕш кунхине сцена çине чăваш театрĕн артисчĕсем тухĕç, иккĕмĕш кунхине çак спектакльте Тутар патшалăх оперăпа балет театрĕнчи Венера Протасова, Пысăк театрти Александр Касьянов, Мариинка театрĕнчи Евгений Чернядьев тата Китайран килнĕ Лю Иньлун юрлĕç.
Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче куракансем Михаил Мусоргскин «Борис Годунов» оперипе киленме пултарĕç. Унта тĕп арисене РФ тава тивĕçлĕ артисчĕсем Владимир Кудашевпа Вячеслав Почапский /Мускав/ шăрантарĕç. Тепĕр виçĕ кунран Раççей халăх артистне Дмитрий Хворостовские асăнса концерт /дирижерĕ — РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Ольга Нестерова/ иртĕ. Унта Саратовпа Ĕпхÿрен, Италипе Болгарирен тата Австрирен килнĕ артистсем хутшăнĕç. Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Кăнтăр Африкăран килнĕ тенорсен концерчĕ пулĕ. Вĕсем сцена çине тĕрлĕ халăх юррисемпе тухĕç. Кăнтăр Африка Республикипе Лесотто артисчĕсем вырăсла та, чăвашла та юрлĕç. Фестиваль яланхи пекех гала-концертпа вĕçленĕ. Унта Раççейри тĕрлĕ театр, Германипе Болгарирен, Китайпа Италирен килнĕ солистсем куракансене савăнтарĕç.
Чăваш Ене артистсем кăна мар, Мускавпа Санкт-Петербургри музыка тĕпчевçисемпе критиксем те килĕç. Опера ăстисем кăçал районсенче те концертсем лартĕç. Муркаш, Çĕрпÿ тата Патăрьел кураканĕсем тĕнчипе анлă сарăлнă юрăсемпе киленме пултарĕç.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.