Комментировать

2 Дек, 2019

«Асам» чăваш кун-çулне сăнлать

Çитес эрнере, раштав уйăхĕн 2-6-мĕшĕсенче, Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ пуçланать. Ăна республикăра 4-мĕш хут йĕркелеççĕ. Чăваш кинофильмĕсене пуçласа ÿкерекенĕн Иоаким Максимов- Кошкинскин ĕçне тăсакансен йышĕ çуллен пысăкланса пыни мĕнешкел пархатарлă. Ят çĕнсе илнĕ тата çĕнĕ авторсен фильмĕсене тÿлевсĕр курма, хак пама май пурри кураканшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
«Асам» кинофестиваль вăй илсе пыни куç кĕрет. «Эпир чăваш пулнипе тĕнчешĕн кăсăклă», — тенĕччĕ республикăри Кинематографистсен союзĕн ертÿçи Олег Цыпленков. Шăпах çак фестиваль тăван халăхăн вăй-хăватне кăтартма пулăшать. Пирĕн тăрăхра çакнашкал кинофестиваль йĕркелеме май тупни, паллах, кино ĕçне кÿлĕннисене те хавхалантарать.
Çапах мĕншĕн «Асам» ятлă-ха вăл? Олег Михайлович каланă тăрăх, йăлтах ăнсăртран пулса иртнĕ. Вăл кино тĕнчипе, чăваш фольклорĕпе çыхăнтаракан, çав вăхăтрах тĕрлĕ халăх çыннине калама ансат сăмах шыранă. Пĕррехинче вылякан мăнукне чĕнсе илес тенĕ те Асамат вырăнне чĕлхи çине Асам сăмах килнĕ. Çакă та хăйне май тĕлĕнтермĕш мар-и?
Кăçалхи кинофестиваль программине 33 ĕç кĕртнĕ. Документ 18 фильмĕнче чăваш халăхĕн кун-çулĕ, йăли-йĕрки, культури сăнланнă. Илемлĕ 8 фильм та хăйĕн кураканне тупасси иккĕлентермест. 7 ĕçе жюри хак памĕ. Вĕсене Пушкăртстанра, Хакасире, Украинăра тата ытти тăрăхра пурăнакан режиссерсем ярса панă.
Никита Тĕнче социаллă сетьсем урлă хăйĕн çул çÿревĕ çинчен пĕлтерсех тăрать. Халĕ пĕччен мар, çемйипех тĕрлĕ çĕршыва çитет вăл. Кинофестивальте кăтартакан «Чувашский путешественник. Движение по дороге жизни» документ фильмĕ /В.Чугаров/ унăн пурнăçĕнчи кăсăклă самантсемпе паллаштарĕ. Сăмах май, ниме пăхмасăр тĕнче касса çÿрекен çемьен кун-çулĕ çинчен федераци каналĕн журналисчĕсем те каласа кăтартнăччĕ. Чăнах, Европа, Африка, АПШ çĕршывĕсенче пулса курни мĕнле пулăмсемпе асра юлнă-ши?
Малтанхи кинофестивальсенче Марат Никитин кинорежиссерăн «Хорло», «FUFA» илемлĕ фильмĕсем Гран-прие тивĕçнине аса илтерес килет. Вăл е ку ĕçре мĕнле пулăм тавра сăмах хускатнине ятĕнченех палăртаймăн. Малтанхи фестивальте кăтарнă илемлĕ фильмра хĕрачана Хорло тесе чĕнеççĕ-мĕн. «FUFA» ĕç йăлтах маннă, анчах иртнине аса илме май шыракан арçыннăн кун-çулне сăнлать. Хальхинче кинорежиссер «Аттила — рождение легенды» документ фильмĕ курма сĕнет.
Владимир Карсаковăн «Сурăм хĕрĕ» илемлĕ фильмĕ те чи пысăк хака тивĕçнĕччĕ. Ăна Юрий Скворцовăн повеçĕ тăрăх ÿкернĕ. Унта — авалхи чăваш халăхĕн пурнăçĕ, хĕрпе каччă хутшăнăвĕ. Владимир Карсаков кинорежиссер пирĕнтен уйрăлса кайрĕ пулин те кинофестивальте унăн «Туса лартатăп шурă çурт» илемлĕ фильмне курма май пулĕ.
Марина Карягина журналист хăйĕн документ фильмĕсемпе Раççей, тĕнче шайĕнчи конкурссенче çĕнтерет. Малтанхи кинофестивальсенче чăваш чунĕллĕ çынсем çинчен каласа кăтартнăччĕ вăл. Ку хутĕнче унăн «О чем молчат куклы Тероша?» ĕçне фестиваль программине кĕртнĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Терентий Дверенинпа паллаштаракан фильм нумаях пулмасть Пĕтĕм тĕнчери «Ÿнере юратакансем» фестивальте «Документ фильмĕ» номинацире лауреат дипломне тивĕçнине палăртас килет.
Кăçалхи кинофестивальти документ фильмĕсем Иакинф Бичурин, Илья Прокопьев, Иосиф Дмитриев, Çеçпĕл Мишши... çинчен каласа кăтартĕç. Историре йĕр хăварнă ентешсене чăваш халăхĕ асра тытать.
«Асам» кинофестиваль фильмĕсене 3 лапамра — Наци библиотекинче, Çамрăксен театрĕнче тата «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕпе электрон документацийĕн архивĕнче — умлă-хыçлă кăтартаççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.