Комментировать

3 Дек, 2019

Влаç улшăннă. Мĕнле?

РКП(б) Чăваш автономи облаçĕн организацийĕн I конференцийĕн делегачĕсем 1920 ул, юпа уйăхĕ.

РСФСР Тĕп Ĕçтăвкомĕпе Халăх Комиссарĕсен Совечĕ 1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçне туса хума декрет кăларнă хыççăн патшалăх органĕсене йĕркелени çинчен «Хыпарăн» Республика кунне халалланă номерĕнче çырса кăтартнăччĕ. Вырăнсенче Совет влаçне хăçан тата мĕнле никĕсленĕ? Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан сотрудникĕ, истори наукисен кандидачĕ Владимир Клементьев хуравлать.

Советсенче ĕçлекенсем тивĕçтермен

— 1920 çулхи юпа-чÿк уйăхĕсенче облаçа кĕртнĕ уессен, вулăссен, ялсен Совечĕсене тата ĕçтăвкомсене çĕнĕрен суйланă. 1920 çулта облаçра 3 уес, 46 вулăс, 1014 ял Совечĕ тата уессемпе вулăссен ĕçтăвкомĕсем ĕçленĕ. 1921 çулта облаçра тепĕр уес хушăннă, 1924 çулта 58 вулăспа 1055 ял Совечĕ шутланнă.
— Вырăнти влаç мĕнле ыйтусене татса панă?

— Ăна Граждан вăрçи пынă вăхăтра пĕтĕм влаçа коммунистсен комитечĕсем, чрезвычайлă органсем узурпациленĕ чухне йĕркеленĕ. 1920 çулсен пуçламăшĕнче вырăнти Советсен пурнăçа лайăхлатассишĕн тухăçлăрах ĕçлеме май паракан полномочисем пулман. Вĕсем хуçалăхпа политика ыйтăвĕсемпе кампанисем ирттернĕ, налук пуçтарнă, вĕсен çынсен умĕнче авторитет пулман. Çĕршыври пичетĕн тĕп органĕ «Власть Советов» журнал вырăнти влаç ĕçне акă еплерех хак панă: «Вулăс тата ял Совечĕсен, уйрăмах ял Совечĕсен членĕсен социаллă тытăмĕ кулаксен тĕсĕпе çав- çавах вăйлă пĕвенни палăрать-ха. Акăш- макăш аталанусăрлăх, патшалăхăн пĕрлехи тĕллевĕсене ăнланманни — ахăртнех, вулăс ĕçтăвкомĕсемпе ял Совечĕсенчен хăпайман спутниксем. Хăйсен пуçарулăхĕ çуккине, вилĕ чиновниксене, çĕнĕ суйлавсене кĕтсе пурăннине пысăк е пĕчĕк улшăнусемпе пĕрлех вулăс ĕçтăвкомĕсемпе ял Совечĕсенче курма пулать. Вĕсен членĕсем хăйсен тивĕçĕсене кулленхи ĕç вырăнне лартса хаклаççĕ. «Виçĕ уйăх çÿрекелесе пăхăп та — çитĕ, черетпе урăххи çÿретĕр», — теççĕ. Ял Совечĕсен пурнăçĕ çине çаврăнса пăхсан вĕсем «общество» кăмăл- шухăшне питĕ ансат йышăнса ĕçсене сÿрĕк пурнăçланине хăвăр куçăрпа пăхса ĕненĕр. Вулăс пуххине пухас йăлана çак таранчченех кăклайман пулсан, пĕлтерĕшсĕр кирек хăш ыйтупа та ял пуххине пухасси эпидеми евĕр мĕн пур вырăнта сарăлнă. Çакăн çумне ĕçсене ĕçтăвкомсен пайĕсем пĕр-пĕрин хушшинче ăнăçсăр, ăнланмасăр пайланине, ертсе пыракансен алă айĕнче инструкци материалĕ çуккине, канцелярин чăпарлăхĕпе сапаланчăкне, суйлав кампанийĕсене йĕркесĕр тата тĕрлĕ тĕспе ирттернине, çавнашкал ытти япалана хушмалла».

Итлеттерекенни — администраци «пушши»

— Советсен ĕçне тĕрĕсленĕ инспекторсем, вĕсен çÿлти органсенчи пуçлăхĕсем ĕçтăвкомсем халăхшăн çителĕксĕр ĕçленине çирĕплетекен хăш тĕслĕхсене палăртнă?
— Совет органĕсенче пултаруллă та авторитетлă çынсем çук, кадрсем час-часах улшăнаççĕ, укçа дефицит шутланать, облаçпа уессен ĕçтăвкомĕсен пайĕсем вырăнти Советсен ĕçне тимлĕх çителĕксĕр уйăраççĕ тенĕ. Вырăнти влаçа пĕрмай тата уççăнах администраципе репресси мелĕ-семпе усă курса пусăрăнтарнă. Тĕслĕхрен, 1920 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа 1921 çулхи пуш уйăхĕччен «арестантсен» касаматĕнче «ĕç комитетне кандидатсене вăхăтра суйламаншăн» Каçал вулăсĕн ĕçтăвкомĕн пилĕк членне — 7, вулăсра «ăшă тумтир пухмалли эрнене йĕркелеменшĕн» Энтриял вулăсĕн ĕçтăвкомĕн председательне — 5, «саккуна пăсса удостоверени çырса панăшăн» Çĕнĕ Кавал вулăсĕнчи Шăхаль ял Совечĕн председателĕпе секретарьне «ĕç вырăнĕнчен хăтармасăр» 5 талăк хупса усрама йышăннă. Служба тивĕçĕсене пурнăçламаншăн Çĕрпÿ вулăсĕнчи Тапанар ял Совечĕн, удостоверени тĕрĕс мар панăшăн Шăхасан вулăсĕнчи Нĕркеç ял Совечĕн председателĕсене, çÿлти органсемпе килĕштермесĕр, хăй пĕлнĕ пек хăтланнăшăн Çĕрпÿ вулăсĕнчи Чиричкасси ял Совечĕн секретарьне тата «лавсене тытса чарнăшăн» Янсакасси ял Совечĕн членне явап тыттарнă. Аялти Советсене ертсе пырас ĕçре администраци мелĕсемпе анлăн усă курнине Шупашкар уесĕнчи вулăссен председателĕсен канашлăвĕн 1920 çулхи раштавăн 15-16-мĕшĕсенчи йышăнăвĕ те çирĕплетет. Унта Совет учрежденийĕсенче ĕçлекенсен ĕç дисциплинине çирĕплетме, йĕркене пăхăнманшăн администраци тата революци трибуналĕн сучĕн мелĕсемпе усă курса айăплама чĕнсе каланă. Вулăссен ĕçтăвкомĕсемпе ял Совечĕсен патшалăх аппарачĕн ĕçне «сĕмсĕррĕн пăтратакан» членĕсене администраципе суд меслечĕсемпе явап тыттарма тĕллев лартни РСФСР Шалти ĕçсен Халăх Комиссариачĕ кĕпĕрнесен ĕçтăвкомĕсене 1921 çулхи нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче ярса панă циркуляртан та курăнать.
Ял Совечĕсем хăйсем те халăха администраци меслечĕсемпех ертсе пынă. Чăваш автономи облаçĕн Совечĕсен ĕçтăвкомĕн управлени пайĕн заведующийĕ М.В.Шевле вырăнсене çитсе тĕпченĕ хыççăн çак пай коллегийĕн 1921 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнчи ларăвĕнче туса панă докладĕнче «Советсен хăш-пĕр служащийĕн Совет влаçĕн ятне яракан тата саккуна хирĕçле ĕçĕсемпе хăтланăвĕсене пĕлсе йывăр шухăшпа хулана таврăнни», çав категори хресченсене хĕнени, арестлессипе, штраф хурассипе хăратса вĕсенчен укçа е апат-çимĕç тăпăлтарни, сĕтев илни, ытти нĕрсĕр ĕçсем çинчен пĕлтернĕ. Советсен çынсене хирĕçле ĕçĕсене, вĕсене бюрократла йĕркеленине, Советсен авторитечĕ куç умĕнчех чакнине пула нумайăшĕ влаçа шанма пăрахнă, вĕсем палăртнă ĕçсенчен пăрăннă. Çак хире-хирĕçлĕх Чăваш Енре хресченсен 1921 çулхи Чаппан вăрçинче уççăн курăннă. Унăн вучĕ кашнин тыррине хистесех ял ампарĕсене пухтарнăран хыпса илнĕ, çынсем ăна пуçтарма хушнă Совет влаçне хирĕç çĕкленнĕ — вулăссен ĕçтăвкомĕсемпе ял Совечĕсене салатнă, вĕсен вырăнне çĕнĕ влаç представителĕсене — вулăспа ялсенче старшинапа ял старостисене — суйласа лартнă.

Право картине кĕртнĕ

Çĕршывĕпех иртнĕ Хресчен пăлхавĕсем, Кронштадт мятежĕ Владимир Ленинпа Совет правительствине экономика политикине улăштарма хистемен-и?
— Ăна тĕпрен çĕнетме — экономикăн çĕнĕ политикине /НЭП/ пурнăçа кĕртессишĕн йышăнусем кăларма, Халăх Комиссарĕсен Советне ял халăхĕ еннелле çаврăнма — хистенĕ. Пĕтĕм Раççейри Советсен 1920 çулхи раштав уйăхĕнче иртнĕ VIII съездĕнче совет строительствинчи «çар коммунизмĕн» ĕç меслечĕсене пăрахăçлама йышăннă. Центр Советсен аялти влаç органĕсене хушусем сахалрах пама, вырăнсенче вĕсен ларăвĕсене вăхăтра ирттерме тытăннă, Советсене тата ĕçтăвкомсене кашни виçĕ уйăхран суйлама чарнă, вĕсен ĕçне рабочи-хресчене ытларах явăçтарнă, суйлавçăсен умĕнче Советсен отчетне тăтăш итленĕ. Кĕпĕрнесен ĕçтăвкомĕсен управлени пайĕсен ертÿçисен пĕтĕм Раççейри IV съездĕнче /унта пирĕн облаç представителĕ те хутшăннă/ «Советсен ĕçне анлăн сарма тата вăйлатма» йышăннă.
Облаçри чăваш коммунисчĕсен II конференцийĕнче /1921 çулхи нарăс уйăхĕнче ĕçленĕ/ ЧАО Совечĕсен ĕçтăвкомĕн пĕрремĕш председателĕ Д.С.Элмен сăмах каланă хыççăн Советсене РСФСР Конституцийĕнче /1918 çулта йышăннă/ палăртнă вăхăтра пухса, вĕсен представителĕсемпе час-часах канашлусем ирттерсе, яваплă сотрудниксене вырăнсенче совет строительствин ыйтăвĕсемпе докладсем тутарса «Совет аппарачĕсен ĕçне вăйлатма» йышăннă. Мĕн пур шайри Советсене право енĕпе регламентацилесе право картине кĕртни те «ĕçе чĕртсе яма» пулăшнă. 1920 çулăн пĕрремĕш çурринче ял Совечĕ, вулăс ĕçтăвкомĕ çинчен положенисем çирĕплетнĕ. 1921 çулхи нарăс уйăхĕнче Советсен Тĕп Ĕçтăвкомĕ «Рабочисемпе хĕрлĕ армеецсен депутачĕсен хула Совечĕсене йĕркелесси çинчен» йышăну кăларнă. 1922 çулхи кăрлач уйăхĕнче вăл кĕпĕрне, уес, хула тата хула евĕрлĕ поселок, уеспа вулăс Совечĕсен съезчĕпе вĕсен ĕçтăвкомĕ, ял Совечĕ, 1922 çулхи юпа уйăхĕнче кĕпĕрне Совечĕн съезчĕпе ĕçтăвкомĕ çинчен положенисем çирĕплетнĕ. РСФСР Совечĕсен Тĕп Ĕçтăвкомĕн II сессийĕ 1924 çулта ял Совечĕ, вулăспа уес Совечĕсен съезчĕпе ĕçтăвкомĕ çинчен положенисем йышăннă. Вĕсене çийĕнчех вырăнсене çитернĕ, Чăваш Енри Советсем те вĕсемпе килĕшÿллĕн ĕçлеме тытăннă.
Вырăнти влаçăн тĕп органĕсен — Советсен — пĕрремĕш суйлавĕ хăçан иртнĕ?
— 1920 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа чÿкĕн 2-мĕшĕччен. «Ял Совечĕсене, ыттисене коммунистсен пысăк йышĕпе çирĕплетнĕ» тесе пĕтĕмлетнĕ РКП/б/ Чăваш обкомĕ облаçри коммунистсен II конференцийĕнче тунă отчетра. Чăн та, эпĕ мĕн пур шайри Советсене суйланнисем хăш социаллă сийрен тата партирен пулнине ĕнентерекен документа шыраса тупаймарăм.
1921 çулхи çĕртме уйăхĕнче иртнĕ иккĕмĕш суйлав хыççăн 61 вулăс ĕçтăвкомне кĕнĕ 190 çынран 32-шĕ коммунист, пурте хресчен, ĕçтăвкомсене пĕр хĕрарăм та суйланайман. 4 уес ĕçтăвкомĕсене 79-ăн, çав шутра 1 хĕрарăм, лекнĕ. 1922 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсенче 37 коммунист вы-рăн йышăннă.
1922 çулхи утă уйăхĕ тĕлне ял Совечĕсенче 1245-ĕн, пурте хресченсем, вăл шутра пурлăх мĕн чухлĕ пухнине илсен 541-шĕ вăтам хресчен, 704 чухăн, 21 коммунист, çак партин 4 кандидачĕ шутланнă, 1046-шĕ хутла пĕлнĕ.

Хĕрарăмсене те суйлаттарнă

Вырăнти Советсен виççĕмĕш суйлавне 1922 çулхи юпа-чÿк уйăхĕсенче ирттернĕ. РКП/б/ Тĕп Комитечĕ кĕпĕрнесен влаçĕнчен НЭП тапхăрĕнче вăй илнĕ уйрăм çын капиталне хÿтĕлекен çынсене вырăнти Советсене суйлама парас мар тесе мĕн кирлине пурне те тума хушнă. Сăмахран, Тĕп Комитет секретарĕ В.В.Куйбышев çав çулхи авăн уйăхĕнче парти органĕсене çыру çитернĕ, унта «парти хирĕç тăман пирки ял Совечĕсенче юлашки вăхăтра кулаксем çирĕпленеççĕ», çавна пула коммунистсен партийĕн витĕмĕ пĕчĕкленес хăрушлăх тухса тăратать тенĕ. РКП/б/ Чăваш обкомĕн секретарĕ Г.М.Михайлов Мускав директивине пурнăçласа РКП/б/ уессен парти коми-течĕсенчен вырăнти Советсене «кулаксем кĕресрен татăклăн кĕрешÿ пуçласа яма» ыйтнă, суйлав кампанине «Совет влаçĕ чухăнсен влаçĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетсе ирттермелле», суйлав лозунгĕ «Советсенче пĕр кулак та, спекулянт та, сутуçă та пулмалла мар!» тенĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.