Комментировать

4 Дек, 2019

Халăхпа пур ĕç те пулать

Çĕрпÿ районĕнчи Апакасси ял тăрăхне 13 ял кĕрет. 975 кил хуçалăхĕнче 1400-е яхăн çын пурăнать. Вĕсен ĕç-хĕлĕ, кун-çулĕ пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Пермяков каласа кăтартать.

Ялсем ватăлаççĕ

— Анатолий Алексеевич, çак ялсен йышĕнче ытларахăшĕ пĕчĕккисем пулĕ. Сирĕн шутпа вĕсен малашлăхĕ пур-и?
— 13 ял шутĕнче пĕчĕккисем те, пысăккисем те пур. Свобода ялĕ — чи пĕчĕкки. Унта 6 кил çеç. Икĕ çемье хĕл каçать. Ку ялта газ çук, çутă пур. Ман шутпа, пĕчĕк ялсем 10-15 çул тытăнса тăраççĕ пулĕ-ха. Чăн та, ялсем ватăлса пыраççĕ. Çамрăксем яла юласшăн мар. Ипотека илеççĕ те хулана куçса каяççĕ. Юлнисем те ют тăрăха ĕçлеме çÿреççĕ.
Демографи ыйтăвĕ питĕ çивĕч: вилекенсен шучĕ çуралакансенчен пысăкрах. Пирĕн ял тăрăхĕнче кăçал 6 ача çуралчĕ. Вырăнти шкулта 64 ача вĕренет, ача садĕнче — 20-ĕн.
2020 çултан ялти ипотека вăя кĕрет. Яла аталантарас, упраса хăварас тĕллевпе йĕркелет ăна патшалăх.
— Паллах, питĕ меллĕ вăл, ставки те пĕчĕк. 3 процентлă ставка питĕ илĕртÿллĕ. Ăна илетĕп те çурт туса лартатăп теме пулать. Анчах унта пĕр çитменлĕх пур: укçана алăран памаççĕ. Çурта хăпартма подрядчик тупмалла, вăл туса панă ĕçе çеç йышăнаççĕ. Ял халăхне ăна тытса ĕçлеттерме хĕнрех. Сăмахран, хăв вăйпа çав ĕçе тума 1 миллион тенкĕ тăкаклатăн пулсан, подрядчикпа — 1,5 миллион тенкĕ. Çавăнпа та ялта ăна илекенсем тупăнĕç-ши? Хальлĕхе калама хĕн.
Ял тăрăхĕнче нумай ачаллă çемьесем пур-и? Вĕсене çĕрпе тивĕçтересси мĕнлерех?
— Пур. Виçĕ ачаллă çемьесем ял тăрăхĕнче — 50 ытла. Вĕсенчен çĕрпе тивĕçтерменни 3 çемье çеç. Тĕрĕсрех каласан, вĕсем çĕр лаптăкне хула çывăхĕнче илесшĕн, пирĕн территорире мар. Хирĕç мар тăк — паянах çĕрпе тивĕçтерме хатĕр.
— Пушă çĕрсем пур-и?
— 180 гектар ытла. Вырăнти «Маяк» хуçалăх саланнăран çĕрсем вăрманланчĕç. Алексей Гордеев фермер Виçикасси тăрăхĕнче 25 гектар çĕр илчĕ. Лаптăка йывăçсенчен тасатрĕ. Халĕ тепĕр 100 гек-тар патнелле ыйтать — эпир хирĕç мар. Тăрăшуллă, маттур çынна мĕншĕн парас мар? Хурăнлă çĕрсе-не çапла ерипен пĕтерсе пырасшăн. Ку лаптăксене аукциона тăратсан та никам илесшĕн мар. Вырăнти çын илсен çеç. Тăван çĕр уншăн хаклăрах-çке. Алексей Гордеев нумай çул ÿсекен курăк акса çитĕ-нтерет. Малашне ферма та уçасшăн.
Апакассинчи Алексей Марков фермер та ăнăçлă ĕçлет: тыр-пул, курăк çитĕнтерет, выльăх- чĕрлĕх усрать. Унсăр пуçне вырăнта «Правда», «Гварди» хуçалăхсем пур. Ял çыннисем вĕсенче вăй хураççĕ.
Сад-пахчапа ĕçлекенсем те пур пирĕн тăрăхра. Акă Виçикассинче пурăнакан Александр Кузьмин улмуççисем, улма-çырла йывăççисем тата ытти хунав ÿстерес тĕлĕшпе маттур. Иçĕм çырли те тĕрлĕ сорт унăн. Ăшша юратакан çимĕçсене сыпса хамăр тăрăхра çитĕнмелле тăвать. Халĕ вăл абрикоспа ĕçлет. Хăй те ăш пиллĕ пулнăран çимĕçĕсем те лайăх çитĕнеççĕ унăн. Иçĕм çырли лавккаринчен пĕрре те кая мар. Ун патне хамăр тăрăхран çеç мар, республикипех килеççĕ.

Ял-йыш пуçарăвĕпе

Çул-йĕр тăвас, юсас тĕлĕшпе ял халăхĕ пуçару кăтартать-и? «Пуçаруллă бюджет» программа сирĕн тăрăхра епле ĕçлет?
— Халăх пуçаруллă. Кăçал çеç çак мелпе икĕ проекта хутшăнтăмăр. Пĕрремĕшĕ: Пайтуш ялĕнчи Ленин урамĕнче вак чул сарса хытартăмăр. Унта 5 миллиона яхăн тенкĕ тăкакларăмăр. Иккĕмĕшĕ: ял тăрăхĕнче çÿп-çап контейнерне лартма 26 лапам турăмăр. Çакă та йÿнĕ мар, 900 пине яхăн. Ку укçана пĕтĕмпех халăх пухрĕ.
«Пуçаруллă бюджет» программăна эпир маларахах йĕркеленĕ темелле. 2013 çулта халăх пуçарăвĕпе Виçикасси ялĕнче чиркÿ хута ятăмăр. Ку ĕçре Антонина Семенова питĕ тăрăшуллă пулнине асăнса хăварас килет. Пирĕн ял тăрăхĕнче пĕр чиркÿ. Вăл асăннă ялта маларах та пулнă. Ăна пăсас шутпа Канаш-Шупашкар чукун çула çав чиркÿ витĕр янă, 1937 çулта вара аркатнă. Эпир ăна çĕнĕрен турăмăр. Халĕ кашни шăматкунах Георгий атте кĕлĕ ирттерет. Питрава та пĕрле пухăнса уявлатпăр.
Малашлăхри ĕмĕтсем еплерех?
— «Пуçаруллă бюджет» программăпа икĕ ял хушшине çул сармалла: Елашра — 2600 метр, Уйкасра — 1 çухрăма яхăн. Халăх вĕсем валли укçа пуçтарса пачĕ те ĕнтĕ. Çавăн пекех шыв башнисене юсамалла. Вĕсем ял тăрăхĕнче — 8. Совхоз ĕçленĕ вăхăтра Хурăнвар ялĕнче башня тунă, хута яман. 20-25 çул çаплипех ларнă. Ял çынни вара пусăпа усă курать. Ятарлă программăна кĕртсе ăна малашне хута ярас ĕмĕтпе пурăнатпăр.
Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнă тĕле палăксене те юсамалла. Апакасси ялĕнчине кĕркуннех юсама палăртнăччĕ. Укçа та уйăрса пачĕç, анчах çанталăк сивĕтнĕрен ĕçе пуçăнаймарăмăр. Çуркунне ăшăтсанах ĕçе пикенмелле. Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне палăксене тирпей-илем кĕртмелле. Унсăрăн халăх пире ăнланмĕ. Ял тăрăхĕнче — 8 палăк. Вĕсене çулсеренех йĕркелесе тăратпăр, картисене те улăштаратпăр.
Аслă Çĕнтерÿ пирки сăмах хускатнă май манăн Вениамин Трофимов ентеш çинчен асăнса хăварас килет. Вăл йĕркеленĕ «Паттăрлăх çулĕ: Михайловка — Çĕрпÿ» çăмăл атлетика чупăвне халĕ те ирттереççĕ. Çĕнтерÿ кунĕнче Михайловкăран Çĕрпÿ еннелле кашни çулах 500 ытла спортсмен чупать. Унта аслисем те, ачасем те хутшăнаççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çак çулпа ентешсем вăрçă хирне ăсаннă. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн та çак çулпах хăшĕ-пĕри тăван тăрăха таврăннă. Шăпах çак пулăмсене чупупа çыхăнтарнă вĕрентекен. Сăмах май, Вениамин Трофимович хăй те спортсмен пулнă. Кун-çулне шкулта ĕçлесе ирттернĕ. Унăн пуçарăвĕпе ачасем темиçе çул тимĕр-тăмăр пухса 1987 çулта автобус туяннă. Ăна Çĕрпÿ тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, вăрçăра пуç хунă пилĕк пĕртăван Николаевсен ятне панă. Çак автобус 12 çул Апакассинчен Шупашкара çынсене илсе çÿренĕ. Шел, Вениамин Трофимович 2016 çулта пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Халĕ вырăнти шкул унăн ячĕпе хисепленет. Вĕрентекенĕн ырă ĕçĕсем яланах халăх асĕнче.

Хĕвел çинче те пăнчă пур

Çулталăкăн юлашки уйăхне кĕтĕмĕр. Мĕнпе асра юлчĕ 2019 çул?
— Йывăр çул пулчĕ. Ĕçлекен çынна яланах кураççĕ: е мухтаççĕ ăна, е хурлаççĕ. Хĕвел çинче те пăнчă пур тенешкел, паллах, кашни çынна юраса пĕтереймĕн. Ĕçе чунпа пурнăçласан та хурлакан тупăнатех. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.