Комментировать

«Атте вăрçăран таврăнаймарĕ…» Çакăн пек сăмахсене пирĕн çĕршыври темиçе пин çын калама пултарать, çав шутрах — Чăваш Енре пурăнакансем те. Вĕсем хăйсем те тахçанах аслă ăрурисен йышне кĕнĕ, çапах чунри ыратăвĕ — ашшĕне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çухатни, çавна май унăн хÿттипе тĕревĕсĕр ÿсни — çаплипех иртмест. Нумайăшĕ çывăх çыннине лайăх курса та юлайман — ара, ытла та пĕчĕк пулнă-çке, çапах унăн сăнарне нихăçан та чĕререн кăлармасть.

Асламăшĕ каласа кăтартнинчен

Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан Виталий Филиппов ашшĕне Кирилл Филипповича фронта ăсатнине астумасть: ун чухне 2-ре çеç пулнă вăл. Унăн асĕнче тепĕр самант çырăнса юлнă. «Атте 1943 çул пуçламăшĕнче киле 2 сехетлĕхе кĕрсе тухнă. Свердловскран /халĕ Екатеринбург/ çĕнĕ хĕç- пăшал илме килнĕ. Анне ĕçре пулнă, асанне çĕр улми илес тесе тĕп са-кайне аннă. Атăпа иккĕн кăптăртатса кĕчĕç. Вĕсенчен пĕри мана йăтса илчĕ, хăйпе юнашар лартрĕ. Вăл манăн атте пулнă. Ыттине асанне каланă тăрăх çеç астăватăп. Атте ăна хăйсен тепĕр 2 сехетрен Канашра пулмаллине, унтан эшелон тапранса каяссине пĕлтернĕ», — иртнине аса илнĕçемĕн куçĕ шывланчĕ Виталий Кирилловичăн.
Кирилл Харитонов 1915 çулта Энĕшпуç ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Шкул пĕтерсен Ара-пуç ялĕнчи бухгалтери училищинче вĕреннĕ. Ун хыççăн вăл ялти «Аниш» колхозра ĕçленĕ. 1939 çулта çарта пулнă. Карелипе финсен хирĕç тăрăвне хутшăннă, унта аманнăран арçынна килне янă. 1941 çулхи çурла уйăхĕнче Кирилл Филипповича вăрçа илсе кайнă. Вăл Ленинград фронтĕнче 145-мĕш дивизин 136-мĕш чаçĕн йышĕнче çапăçнă, артиллерист пулнă. Хăй тĕллĕн çÿрекен тупăсемшĕн яваплă пулнă. Ăна «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă.
«Атте çыру çырнă ахăртнех. Анчах эпĕ, пĕчĕкскер, вулама пĕлмен. Шел, çав çырусем те, сăн ÿкерчĕксем те сыхланса юлман: вĕсем ялта пушар тухнăран харăсах темиçе çурт çунса кайнă чухне кĕле çаврăннă», — хаш сывларĕ «вăрçă ачи». 1939 çулта çуралнă Виталий Кириллович пирки çаплах калас килет, мĕншĕн тесен вăл вăрçă хыççăнхи çулсенчи йывăрлăхсене чăтса ирттернĕ. «Анне ир-ирех вăрататчĕ, колхоза илсе каятчĕ. Унта мĕн кăна ĕçлемен-ши? Çум та çумланă, тырă вырса пĕтерсен пучах пуçтарнă. Ун чухне тырă выракан комбайнсем пулман, алла çурла тытса ĕçленĕ. Куратăр-и: пÿрнесем çинче çурлапа каснă суран йĕрĕсем халĕ те палăраççĕ. Уйра сăра хуранĕпе апат пĕçеретчĕç. Мĕн чухлĕ тырă вырмаллине çын тăрăх валеçсе паратчĕç. Çапла кунĕпех аннепе юнашар тăрмашаттăм. Йăмăка Зинăна, вăл 1941 çулта çуралнă, анне кÿмепе илсе тухатчĕ», — каласа кăтартрĕ кăçал 80 çул тултарнă арçын.
Вăрçă çулĕсем пирки ытларах аслисем каласа кăтартнă тăрăх пĕлет вăл. Çав шутрах — Энĕшпуç çийĕн нимĕç самолечĕ вĕçсе иртнине ял çыннисем курнине те. Шăпах çав самолет Шупашкар хули çине 2 бомба пăрахнă. Паллах, арçын ача ашшĕне кĕтнĕ. Шел, çемье 1943 çулхи пуш уйăхĕнче «хура хут» илнĕ: унта кил хуçи Кирилл Харитонов хыпарсăр çухалнине пĕлтернĕ. Вăл таврăнасса амăшĕ, мăшăрĕпе ачисем пурнăç тăршшĕпех кĕтнĕ, анчах кĕтсе илеймен. Чи шухăшлаттараканни — вĕсем çывăх çыннине ăçта пытарнине те пĕлмен.
«Пĕрле ÿснĕ ытти ачан ашшĕсем килне таврăннă тенине илтсен вĕсем патне чупаттăмăр, фрон-товиксене курас килетчĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри çапăçу хирĕнче мĕн тÿсни пирки макăрса каласа кăтартатчĕ. Манăн кукка та, аннен шăллĕ, вăрçăра çапăçнă, связист пулнă. Малтан вĕсене Шупашкарта виçĕ эрне вĕрентнĕ. Аннен йăмăкĕ ăна курас тесе Шупашкара çити çуран утнă. Ун чухне автобус таврашĕ пулман-ха та. Кăшт çеç кая юлнă, куккана тата унпа пĕрле вĕреннисене 3 сехет маларах çеç Канаша янă. Канаш хулине те çуран утма тивнĕ, унта çитнĕ çĕре эшелон тухса кайнă. Çапла тăвансем тĕл пулайман», — вăрçă çулĕсем пирки аса илнĕ май пĕлтерчĕ Виталий Кириллович.

Пуç тайма хăй каяйманшăн пăшăрханать

Анна Харитонова икĕ ачине пĕчченех пăхса ÿстернĕ. Ленинград хулин ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ мăшăрне ăçта пытарнине пĕлеймесĕрех çĕре кĕнĕ вăл. 1915 çулта çуралнă Анна Васильевна 1982 çулта пурнăçран уйрăлнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.