Комментировать

7 Янв, 2020

Раштав кĕлли иртет

Паян чӑвашсем авалтан пыракан Сурхури уявне паллӑ тӑваҫҫĕ. Христос тĕнне йышӑннӑранпа ӑна Христос ҫуралнӑ кунĕпе ҫыхӑнтараҫҫĕ.
Ҫак вӑхӑтра Шупашкарти Пукрав-Татиана чиркĕвĕнче Раштав кĕлли иртет. Ӑна Чӑваш митрополийĕн пуҫлӑхĕ, Шупашкар тата Чӑваш митрополичĕ Варнава ирттерет.
Раштав кĕллине Чӑваш Республикин Пуҫлӑхĕ Михаил Игнатьев та хутшӑнать. Ҫакна та палӑртмалла, кĕлĕсен вӑхӑтĕнче Украинӑшӑн лӑпкӑ пурнӑҫ ыйтни те пулчĕ. Ку ыйту ҫĕршыври пур чиркĕве те хумхантарать.
Раштав кĕлли мĕнле иртнине Чӑваш наци телекуравĕ 8 сехет те 30 минутра тӳрремĕн кӑтартма пуҫларĕ. Тӳрĕ эфир 11 сехетре вĕҫленет.

Рубрика: 
Теги: