Комментировать

10 Янв, 2020

Чукун çул кĕввипе вăранать

Канаш хули 1892 çулта никĕсленнĕ. Унăн кун-çулĕ Шăхран ялĕ (малтанхи ячĕ) çумĕнче чукун çул тума тытăнсан çырăнма пуçланă. Канаш станцийĕ пирĕн çĕршыври чылай ялпа хулана çыхăнтарать. Хула витĕр вун-вун пуйăспа пин-пин çын иртсе çÿрет. Канаш республикăри пысăк хуласенчен пĕри пулса тăнă. Хальхи вăхăтра унта 45 пин ытла çын пурăнать.

Туризм маршрутне кĕртнĕ

Канаш хулин тĕп пуянлăхĕ — чукун çул вокзалĕ. Ăна хула çыннисем «республикăн тĕп хапхи» теççĕ. 1893 çулта станцире йывăçран пĕр хутлă вокзал тунă. Тепĕр тăватă çултан ун вырăнне çĕнĕ çурт /йывăçранах/ хăпартнă. 1935 çулта вокзала каллех çĕнетнĕ. 20 çултан хулара пысăк вокзал çĕкленĕ. 2001 çулта ăна юсаса хута янă.
1892 çулта чукун çул станцийĕнчех шыв башни лартнă. Шыва Кĕçĕн Çавалтан уçланă. Вăл больницăна, хулари душа тата завода шывпа тивĕçтернĕ. Хулара тепĕр шыв башни те пур. Ăна 1925 çулта тунă. Унран хулари урамсене шыв çитнĕ. Вĕсене иккĕшне те культура палăкĕсен йышне кĕртнĕ.
Канашри депо картишĕнче пăравус-палăк ларать. Кунашкал пăравуссене 1934-1936 çулсенче Ворошиловградри тата Брянскри заводсенче çар валли ятарласа кăларнă. Вĕсен ĕçĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă. Вăрçă хыççăн та вĕсем нумай çул усă кÿнĕ. Палăка СССР Çул-йĕр комиссариачĕн пăравус бригадисене халалланă. Ун çине «Тăрăшуллă пăравуса, паттăр пăравуса» тесе çырнă. Канашри пăравус-палăка 1994 çулта Çĕнтерÿ кунĕнче уçнă.
Хулари чи пысăк предприяти — вакун юсакан завод. Ăна 1934 çулта тума пуçланă. Тепĕр çулах, строительство 1936 çулта кăна вĕçленнĕ пулин те, заводра вакунсем юсама тытăннă. 1915 çулта Шăхранри пуçламăш шкул валли чул çурт хăпартнă. Унта Австри- Венгри салтакĕсем ĕçленĕ. Тепĕр сакăр çултан ăна патшалăх банкне панă. Унта хăй вăхăтĕнче учительсен семинарийĕ, педагогика техникумĕ пулнă. Культура палăкĕ шутланакан çуртра халĕ вырсарни шкулĕ ĕçлет.
Паллă тепĕр çурт — эвакогоспиталь çурчĕ. Халĕ унта Ачасен пултарулăх çурчĕ вырнаçнă. Аманнă салтаксем валли хулари 8-мĕш шкул çуртĕнче те вырăн уйăрнă. Госпиталь 1948 çулччен ĕçленĕ. Каярахпа унта каллех шкул ачисем вĕреннĕ. Канашра вăрçăпа çыхăннă палăк нумай. Ху-лан тĕп лапамĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк аякранах курăнать. Ăна Б.Карягин скульптор ăсталанă. 1985 çулта унта Мухтав мемориалĕ уçнă. Вакун юсакан заводра ĕçленĕ фронтовиксене, Совет Союзĕн Геройĕсене И.Кабалинпа П.Бухтулова, Афган вăрçинче вилнисене асăнса лартнă палăксем хулана илем кÿреççĕ.
Канаша туристсем нумай килеççĕ, уйрăмах çулла вĕсен йышĕ пысăк. Питĕр, Чĕмпĕр, Урал тăрăхĕн тата ытти регион çыннисем хулари паллă вырăнсене çитсе курмасăр иртсе каймаççĕ. Хăнасем шыв башнисемпе кăсăкланаççĕ, эвакогоспиталь пулнă çурта кĕрсе кураççĕ, вакун юсакан завод ĕçĕ-хĕлĕпе интересленеççĕ. Çÿлерех асăннă объектсене хулари туризм маршрутне те кĕртнĕ.

Хула историйĕн управçи

Хула историйĕпе культура пуянлăхне вырăнти тавра пĕлÿ музейĕ упрать. Вăл 1969 çулта ĕçлеме пуçланă. Ăна уçассишĕн вырăнти тавра пĕлÿçĕ Иван Иванов нумай тăрăшнă. Музей валли чукун çул станцийĕн çывăхĕнче уйрăм çурт лартнă. Аваллăх управçин пĕрремĕш директорĕ Сергей Синицын пулнă. Вăл унта 14 çул ĕçленĕ. Сергей Максимович йĕркелесе пынипех музей тĕрлĕ экспонатпа пуянланнă. Ун чухне этнографи тата чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштаракан, çут çанталăк, курав залĕсем пулнă. Тĕрлĕ çулта музей ертÿçин тилхепине Виктор Удовиченко, Любовь Кокорева, Маргарита Московкина, Наталья Самойлова тытса пынă. 2006-2019 çулсенче директор тивĕçĕсене ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Маргарита Данилова пурнăçланă. Вăл тăрăшнипех 2007 çулта музей «Мир» кинотеатр пулнă çурта куçнă. Сăмах май, 1959 çулта хута янă кермен те хулари чи хитре çурт шутланать.
Музейĕн тĕп управçи Надежда Шмонина пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра тĕп фондра 6000 яхăн экспонат упранать. Унта вăл 1986 çултанпа вăй хурать. «Историпе кăсăкланни мана музее илсе çитерчĕ. Хамăн ĕçе юрататăп. Музейре ĕçлес тесен нумай пĕлмелле», — терĕ Надежда Константиновна. Вăл хулара çулталăкра вун-вун экскурси йĕркелет. Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер Канашри финанс колледжĕн студенчĕсене те вĕрентет.
Музейри чи чаплă экспонат — юманран тунă буфет. Ăна 19-мĕш ĕмĕрте нимĕç маçтăрĕ ăсталанă. Буфета Канашри купса туяннă. Совет тапхăрĕнче вăл чукун çул вокзалĕн ресторанĕнче чылай çул ларнă. Надежда Константиновна каланă тăрăх, ăна музее килекен кашни çын тĕлĕнсе пăхать, ун тăрăх тĕпчевсем тăваççĕ, диссертацисем çыраççĕ. Малалла вулас....

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.