Комментировать

Геннадий Юмарт вилни пирки Фейсбукра паян Анатолий Хмыт драматург пĕлтернĕ

"Тӑванӑмӑрсем, паян пирĕн пата хурлӑхлӑ хыпар ҫитрĕ! Геннадий Федорович Юмарт (Трофимов) пиртен ĕмĕрлĕхех уйрӑлса кайнӑ! Ҫитес ытларикун, 14-мĕшĕнче, 11 сехетре Шупашкарти Пирогов урамĕнчи уйрӑлу пӳлĕмĕнче Г.Ф. Юмарта юлашки ҫула ӑсатĕç", - тесе çырнă хурлăхлă хыпарта.

ХУШСА ÇЫРНИ: 

Чăваш Енри Профессионал çыравçăсен правленийĕн ертÿçи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пĕринчи çыравçăсен ушкăнĕнче паян, кăрлачăн 13-мĕшĕнче, пĕлтернĕ тăрăх, Геннадий Юмартпа Шупашкарти ритуал службинче (вăл Шупашкарти Мускав проспектĕнчи 9-мĕш "ж" çуртра, Республикăн клиника больницин моргĕнче вырнаçнă) 11 сехетрен пуçласа 12 сехетчен сывпуллашĕç.  

www.hypar.ru

Исключить из Яндекс-Новостей: