Комментировать

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура, кăçалхи пирвайхи планеркăра, «вăрăм» уяв-кану кунĕсене мĕнле ирттернине пĕтĕмлетрĕç, халăх пурнăçне тивĕçтерекен объектсем çак кунсенче мĕнле ĕçленине тишкерсе хакларĕç.
Строительство министрĕ Алексей Грищенко палăртнă тăрăх, асăннă кунсенче республикăра инфратытăм объекчĕсенче пысăк аварисем, çынсен пурнăçĕпе сывлăхне хăрушлăх кÿрекен тĕслĕхсем пулман. Вак-тĕвек тĕслĕхсенче вара ятарлă службăсем вăхăтра тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.
Уяв кунĕсенчи культура мероприятийĕсем çинчен культура министрĕ Константин Яковлев каласа пачĕ. Вĕсене çĕр-çĕр пин çын хутшăннă, мероприятисем çÿллĕ шайра иртнĕ. Шупашкарта уявăн тĕп мероприятийĕсене кăçал «Амазони» паркра йĕркеленĕ — вĕсене пĕтĕмĕшле илсен 100 пин çын пырса курнă.
Республика Пуçлăхĕ йĕркелÿ шайĕпе кăмăллă, çапах мероприятисене тата та çÿллĕрех шайра йĕркелеме пултарнине те палăртрĕ. Уявсем право йĕркине тивĕçтерес тĕлĕшпе те йĕркеллĕ иртнĕ. Чăн та, ку пакунлисем тăрăшмасăр пулман. Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ Леонид Вакс пĕлтерчĕ: уяв кунĕсенче çынсенчен спиртлă 133 литр тĕрлĕ шĕвек, касакан-чикекен 15 хатĕр, 96 пиротехника изделийĕ туртса илнĕ. Транспорт хатĕрĕсен рулĕ умне ÿсĕрле ларнă 100 ытла водителе тытса чарнă.
Михаил Игнатьев нарăсăн 12-14-мĕшĕсенче Сочире йăлана кĕнĕ сумлă инвестици форумĕ иртесси пирки пĕлтерчĕ. Республика делегацине йĕркелес ыйтусене татса памалла. Паллах, çак форумпа Чăваш Ене килекен инвестицисен калăпăшне пысăклатас тĕллевпе туллин усă курма тăрăшмалла.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: