Комментировать

23 Янв, 2020

«Анне умне урасăр мĕнле пырса тăрăп?»

«Ответный ход» фильм пăхса хавхаланнă хыççăн Шупашкарти энергетика техникумĕнче вĕреннĕ Юрий Волковăн десантник пулас килнĕ. Çар комиссариачĕ унпа пĕр шухăшлă яшсене тĕп хулари аэроклубра парашютпа сикме хăнăхтарнă.

Камăн 9-мĕш ротăра службăра тăрас килет?

«Ятарлă ушкăнра вĕренни пирки справка çырса паратăп, çара диплом илнĕ хыççăн та кайса ĕлкĕрĕн», — сĕннĕ йĕкĕте техникумри декан заместителĕ. Çук, итлемен, тантăшĕсенчен юлас килмен унăн. Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне, 1985 çулта ака уйăхĕнче, повестка килнĕ — каймалла. Медкомиссире тÿрĕ лапă /плоскостопие/ палăрсан та хирĕçленĕ: «Манăн веçех йĕркеллĕ, тепре пусса кăтартатăп».
Канашри пунктра команда пуçтарнă. Ăçта илсе каясси Юрăшăн пĕлтерĕшлĕ пулман, чи кирли — десантурăна. Пуйăсра пынă чухне: «Ачасем, ăçта служба тăрасса пĕлетĕр-и? Афганра!» — чупса кĕнĕ Вася Егоров. Юрăсен ялĕнчи, Çĕмĕрле районĕнчи Речной поселокĕнчи, пĕр каччă Афганистанра хĕсметре тăнă. «Çуркунне кунта хитре. Окопран пуçа çĕклесе пăхатăн та мăкăньсем хĕп-хĕрлĕ ларнине куратăн. Пирĕн хушăра хăюллисем те пурччĕ. Вĕсем çак илеме курма тухса урасăр киле кайрĕç…» — çапла çырнă вăл тăван килне. Вăрçă пынине салтаксем питĕ лайăх ăнланнă. Çапах та никам та вакунран сиксе юлман.
Ферганана тĕттĕмленсен çитнĕ. Ăшă та тÿлек каç, шыв сиккисем, çăтмахри пек илем... Ирхи 6 сехетре «Урал» машина килсе салтаксене тиесе кайнă. Вырăна çитсен мунча кĕртнĕ. Унтан тухсан каптерщик форма тыттарнă. Симĕс форма, панама тăхăнса строя тăнă, пурте шакла, пурте пĕр сăнлă курăннă. «Кам 9-мĕш ротăра службăра тăрасшăн?» — ыйтнă асли. Пулеметчиксен роти вăл, чăвашсем унта нумаййăн пулнă. Стройри чăвашсем шăкăрин тухнă.
Учебкăра пĕр салтака та çăмăл килмен пулĕ. Акклиматизаци те витĕм кÿнĕ. Физподготовка валли самаях вăй кирлĕ. Яшсем начарланнă. Пĕçернĕ купăста хырăма тутă тытман. Пĕртен пĕр тутли — компот. Сахăр, çу панă тата. Шăрăхра хăйсене мĕнле тытмаллине çамрăксене никам та ăнлантарман. Чăм тара ÿкнĕскерсем шыва чарăнми ĕçнĕ, ăш хыппине пурпĕр лăплантарайман. Таса мар шыва пула нумайăшĕн вар витти пуçланнă. Парашютпа сикнĕ чухне пĕррехинче десантниксем бахчана анса ларнă, тăраниччен арпус çинĕ. Вышкăран сикнĕ чухне Юра урине мăкăлтанă. Шыçăкскерпех уксахласа чупнă. Ун пек сурана, ОРЗ пек сунаса çарта никам та чир вырăнне хуман, ыттисемпе тан хăваланă.

Çухатусăр унтан таврăнман

6 уйăхран Афганистана вĕçнĕ. Самолет Баграмра антарса хăварнă. Вĕçев полоси хыçĕнче, йĕплĕ пралук леш енче, полксем вырнаçнă. Çамрăк салтаксем хунар çутипе каçса кĕнĕ. Казармăсем пушах — полк «боевойсене» кайнă. Разведчик пекех тем те пĕлекен Вася Григорьев: «Атя 3-мĕш ротăна, унта ентеш пур», — сĕннĕ Юрăна. Çав чăваш Володя Никитин, рота старшини, бокс енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ пулнă. Унăн служба вăхăчĕ вĕçленсе пынă, икĕ эрнерен вĕçсе кайма хатĕрленнĕ. Старшина хăйĕн патне каптеркăна чĕнни Юрăна сехĕрлентернĕ. Тапкă-çупкă çиме хатĕрленнĕ. «Ентеше хĕнени килте пулнипе танах, — çапла шÿтленĕ салтаксем. Володьăн çамрăк салтака хĕнес шухăш пулман, Чăвашри çинчен ыйтса пĕлнĕ хыççăн ăна кунта хăйне мĕнле тытмаллине ăнлантарнă. «Боевойсене» кайсан аппетит пулмасан та çиме каланă. «Ыттисемшĕн тиев ан пул, никама та çăмăл мар, пурте юлашки вăйран утаççĕ. Пĕрремĕш «чмо» пулăн унсăрăн», — ăс панă асли. Унăн сĕнĕвĕсем кайран Юрăшăн питĕ усăллă пулнă.
Кĕçех полк «боевойсенчен» таврăннă. Çар машинисен хыçĕнче тусан мăкăрланнă. Салтаксене пур çĕрте те салют парса кĕтсе илнĕ. Сухаллă, таса мар арçынсем кутамккисене пăрахса казармăна кĕрсе выртнă. Казармăра пуçтарнă вырăн çинче тельняшка, берет, хĕрлĕ хăю хуни час-часах тĕл пулнă. Ку салтак çапăçуран таврăнманнине пĕлтернĕ: е аманса госпитале лекнĕ вăл, е цинк тупăкпа киле ăсаннă.
Раштав уйăхĕнче пĕрремĕш операцие Панджшерти ту хушăкне янă. Тÿрех асăрхаттарнă: «Сирĕнтен хăшĕ те пулин килмĕ. Çухатусăр унтан никам та хальччен таврăнман». «Вертушкăран /вертолет/ антарса хăварсан 2-3 эрне çÿрерĕмĕр, духсене курмарăмăр. Çав кун 9-мĕш рота ту çине çÿле хăпарчĕ, эпир антăмăр. Çапла черетленсе ылмашăнаттăмăр. Çÿлте яланах кам та пулин тăнă, вĕсем аялтисене хÿтĕленĕ. Çÿлтисене çăмăлрахчĕ. Аннă чухне ентешсемпе сывлăх сунтăм… Каç кÿлĕм эпĕ постра тăраттăм. Хура пĕлĕтсем, юр. Пыйтă çыртсан та хыçаймастăн, бронежилет чăр-мантарать. Пĕшкĕнтĕм кăна — леп! тунă сасă илтĕнчĕ. Ман хыçри стенана пуля лекнине кайран ăнлантăм. Пĕтĕм ту хушăкĕпе канонада пуçланчĕ. Пур çĕртен те печĕç, нимĕн ăнланма çук. Ротный чупса тухрĕ те «Утеса» /пысăк калибрлă пулемет/ авăрласа пеме хушрĕ. Ăçта, кама пемелле? Йăлтăртатакан пăнчăсене тĕллерĕм. Питĕ вăйлă тапăну пулчĕ ун чухне. Кашни ротăрах çухатусем пулчĕç. Чи пысăкки — 9-мĕшсен. Володя Филатова пулеметĕнчен кăна палларăмăр, пичĕ ашланса пĕтнĕччĕ. Пулеметчиксемпе связистсене чи пĕрремĕш «ăшалаççĕ». Вася суккăр юлчĕ. Çав пуля ман валлиех пулнă, пĕшкĕнни çăлса хăварчĕ», — аса илчĕ çарта Вучко хушма ятпа /Волков хушамата кура 1984 çулхи Олимпиада талисманĕн кашкăр çурин ятне панă/ çÿренĕ ветеран.
Кайран аманнисемпе вилнисене илсе антарма ту çине хăпарнă. Вася урине амантнă, снаряд ванчăкĕ куçа кĕнĕ. Вертушка киличчен Юра ăна чей туса ĕçтернине вăл халĕ те аса илет.
Тепĕр 3 кунран каллех ту хушăкне янă. Каялла çуран таврăннă. Малта — командир, ун хыççăн 1, 2, 3-мĕш взводсен салтакĕсем пĕр-пĕрин хыççăн утнă. Колоннăна сержант вĕçленĕ, ун умĕнче — Юра Волков. Карттă пăхнă — мина уйне кĕнĕ иккен. «Ниçталла та ан тапранăр!» — пулнă команда. Кăштахран каялла çаврăнса уйран тухма хушнă. «Ман хыçра сирпĕннĕ сасă илтĕнчĕ, сержант ÿкрĕ, пăхатăп — ури çук. Укол туса плащ-палатка çине вырттартăмăр, урине жгутпа çыхрăмăр. Вертушка килсе ăна госпитале илсе кайрĕ, анчах вăл унтан чĕрĕ тухайман. Ку 1985 çулхи раштав вĕçĕнче пулса иртрĕ», — аса килчĕç çухату саманчĕсем.

Паянхи кун та — снаряд ванчăкĕпе

Салтаксем ту çумĕпе утнă. Тарăн варти пысăках мар юхан шыв урлă пĕтĕм рота каçнă. Санкт-Петербург каччи Вася, Юра хыççăн пыраканскер, юхан шыври чул çине пуснă кăна — сирпĕнсе кайса урасăр юлнă. Вертушка киличчен салтак пĕр талăк нушаланнă. «Куççуль те тухмасть, кулянни çук. Чун витĕр кăларман, манпа кун пек пулассăн туйăнман», — çавăн чухне мĕн туйнине каласа пачĕ Юрий Николаевич.
«Операцисен тĕллевне, мĕншĕн çав ту хушăкне утнине эпĕ халĕ те калаймастăп. Кашнинчех боеца çухатса хăвараттăмăр. Каланă тăрăх, Панджшерта рудник, хаклă йышши чулсем пулнă. Совет салтакĕсем унта кĕрсе çÿресе Ахмад Шаха Масуда /Афгансен çар командирĕ, чи пуян çынсенчен пĕри/ кунта кам хуçа пулнине çапла майпа кăтартнă», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.
Мирлĕ кишлакран духсене хăваласа кăларма хушнă. Совет салтакĕсене курсан вĕсен хăйсенех каймалла пулнă, анчах кусем тÿрех парăнман. Çавăн чухне Юра аманнă, унпа çумăн 1 метрта пысăках мар мина çурăлнă. Бронежилет сыхласа хăварнă. Çапах снаряд ванчăкĕсем çурăмран, сылтăм хулран аванах тăрăннă, алли хуçăлнă. Снаряд ванчăкĕсем унăн кĕлеткинче паянхи кун та пур. Кайран Юра Кабулти госпитальте 3 уйăха яхăн выртнă. Ун пек сурансемпе ăна Союза каялла яма пултарнă, анчах вăл полка таврăннă. Алли лайăххăн ĕçлеме тытăниччен çăкăр заводĕнче михĕсем йăтнă. Кайран салтаксем çитмеççĕ тесе «боевойсене» илсе кайнă. Госпитальте «каннă» хыççăн унта уйрăмах йывăр килнĕ.
Ту çине хăпарнă чухне Юрăна шалти сасă ырă мара систернĕ. Шăпа мĕн чухлĕ паллă панă ăна, çакна шута хуманшăн вăл питĕ ÿкĕнет. «Эпĕ БТС /минăна сиенсĕрлетекен танк/ мар», — çак сăмахсем темшĕн чĕлхе çине килнĕ. Сапер тĕрĕсленĕ хыççăн шикленмесĕрех утнă. Командир Юрăпа çамрăк салтака чулпа купаланă лакăмлăрах çĕрте /«кладка» тенĕ ăна/ вырăн йышăнма хушнă. Хÿтĕленмелли вырăна шанчăклăрах тăвас тĕллевпе çамрăк салтака Юра чул патне янă. Инçех мар Леша Виноградов сасси илтĕннĕ: «Кил кунта! Пейзаж мĕнле хитре!» Хĕвел аннă вăхăтра тусен хушшинче уйрăмах илемлĕ-мĕн. Юра пĕр пусăм тунă çеç — кладка сирпĕннĕ. Унта мина хунă. Замыкатель те юнашарах пулнă. Çав тĕлте взводный, çамрăк боец та утса иртнĕ. Вĕсем за-мыкатель çине пусманни — тĕлĕнтермĕш. «Сирпĕнсе икĕ метр çÿлелле вĕçрĕм. Çĕре персе аннă çĕре ман çире кантрапа лайăххăн çыхнă пушмак, шăлавар çукчĕ. Пилĕкрен аялалла — çап-çара. Ура çине пăхрăм. Темле кукăрăлса ларнă. «Служба, пурнăç пĕтрĕ! Анне умне урасăр мĕнле пырса тăрăп? Эпĕ ăна тĕрĕс-тĕкел таврăнма шантарнă-çке», — пĕрремĕш шухăш çакă пулчĕ. Десантникăн парад тумĕпе киле хитрен пырса кĕмешкĕн ĕмĕтленнĕ. Макăрма тытăнсан юлташсем лăплантарчĕç: «Чи кирли — чĕрĕ! Вăхăт çитсен ташлăн-ха!» Ташă, йĕлтĕр, велосипед… Манăн пурнăçран яланлăхах çухалаççĕ тесе кулянтăм. Ташă каçĕсене çÿреме вара питĕ юрататтăм», — куç умне тухрĕ вăрçă. Вĕсем пирки «9-ая рота» фильм ÿкернĕ.
Юра çур çул сипленнĕ. Баграмри госпитальте тин кăна çар академине пĕтернĕ çамрăк хирург аллине лекнĕ вăл. «Сулахай урана ан тĕкĕнĕр, сылтăммипе хăть те мĕн тăвăр», — çапла каланă ăна аманнă салтак. Рентген ÿкерчĕкне кайран курнă Юра. Шăмă пуртăпа чукланă пек тĕпренсе пĕтнĕ, чĕркуççи чиперех. «Опытлă тухтăр ăна сыхласа хăварма пултаратчĕ-и тен, çамрăкки нумай шухăшласа тăмарĕ, çÿлерех касрĕ. Питĕрти госпитальте чылай выртрăм. Суран тÿрленме пуçланăччĕ ĕнтĕ. Канмалли пĕр кун телевизорпа «Утренняя почта» пыратчĕ. Музыка кăларăмĕсене килĕштереттĕм. Телевизора ямашкăн палатăра никам та çукчĕ. Тăтăм та… ÿкрĕм. Татăк ура çине тĕревленме хăтлантăм. Ыратнипе тăна çухатрăм. Икĕ эрнерен реанимацире вăрантăм. Врач тарăхрĕ. Çĕвĕсем çурăлнă, шăмă сиенленнĕ. 5 сантиметр çĕнĕрен касма тиврĕ», — каласа пачĕ Афган вăрçин ветеранĕ.
Юрă хăй ĕмĕтленнĕ пек амăшĕ патне илемлĕн пырса кĕреймен. 1987 çулхи акан 22-мĕшĕнче вăл самолетпа Шупашкара вĕçсе аннă. Протез ураллă, икĕ туяллă салтака тусĕсемпе тăванĕсем куççульпе кĕтсе илнĕ. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Алина ИЗМАН.
Юрий ВОЛКОВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.