Комментировать

29 Янв, 2020

«Ывăлăм салтакран тултармăш пек таврăнчĕ»

Иртнине куç умне кăларма кăмăллать 100 çулти Санькка аппа

«Тăхăр ачаллă çемьере ÿсрĕм. Эпĕ чи асличчĕ. Патăрьел районĕнчи Тикешре çуралнă. Эпир пĕчĕк чухне аттесем Тутар Республикинчи Янтукан ялне куçса кайнă. Шкулта икĕ класс кăна пĕтерме тÿр килчĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва Алманчă ялĕнче пурăнакан 101 çула пуснă Александра Мышова.

Председатель хĕрĕ

Ашшĕ чирлекеленĕрен хĕрачан ака-сухана та çÿреме тивнĕ. Малтанхи ачисем çиччĕшĕ те хĕр пулнă. Çамрăклах дояркăра, конюхра вăй хунă Санькка. Çапла чĕннĕ ăна ялта. Халĕ пурте «Санькка аппа» теççĕ. «Вăрçă пуçлансан пире Улатăр тăрăхне, Сăр шывĕ хĕррине, окоп чавма илсе кайрĕç. Хĕл каçичченех тăрмашрăмăр унта. Каярахпа Свердловск çывăхне торф кăларма ăсатрĕç. Яла вăхăтлăха ярсан аттен шăллĕ вăрçăра пуç хуни пирки хут килчĕ. Унăн арăмĕ пурнăçран уйрăлчĕ. Вĕсен икĕ тĕпренчĕкĕ тăлăха юлчĕ. Мана, ял канашĕнче хушнипе, ача пăхма хăварчĕç. Атте ун чухне колхоз председателĕччĕ. Унăн колхоза ертсе пымалла, çынсене ĕçлеме ямалла пулнă. Астăватăп-ха: вăрман касма каймаллаччĕ. Ялта вăй питтисем юлман, йывăр ĕçе никамах та каясшăн çунман. «Хăйĕн хĕрне ямалла», — кăшкăрнă хăшĕ-пĕри. Атте вара шăллĕн ачисене усрава илчĕ. Çемье тата пысăкланчĕ: 11 ачана çитрĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ хисеплĕ ватă.
Александра Николаевăна /хĕр чухнехи хушамачĕ çавăн пек унăн/ вара Пăлапуç Пашьел вăрманне касма янă. Пысăк вăрман пулнă вăл. Метр çурă тăршшĕ пăчка икĕ енне икшерĕн тăрса тăваттăн туртнă. «Краççын çук. Сухăр çыпăçнăран пăчкă шумастчĕ. Çапла нушалантăмăр. Ăвăслăх касаттăмăр: пирĕн йывăç хĕсĕнсе ларчĕ, нимĕнле те антараймарăмăр. «Атя, йывăç çине йывăç яратпăр», — сĕнчĕ тахăшĕ. Каснине астăватăп-ха, кайран тăна çухатнă… Куçа уçса пăхрăм та: тусăм Маюк ман умра йĕрсе тăрать. «Ма йĕретĕн?» — ыйтрăм хайхискертен. «Эсĕ вилмен-и?» — тĕлĕнчĕ вăл. «Çук, вилмен», — терĕм ним ăнланмасăр. «Мĕн ыратать?» — татах калаçтарчĕ Маюк. «Нимĕн те ыратмасть», — ĕнентертĕм хĕре. Кайран ахăлтатсах култăмăр… Йывăç кучĕ мана пырса çапнă та эпĕ кăпăшка юр çине ывтăннă. Вăхăт шутсăр час иртет. Ĕлĕкхисем аса килеççĕ халĕ. Нуша йăлтах астутарать», — чунне уçрĕ Александра Андреевна.

Ватлăх икĕ «лашапа» çÿретет

1947 çулта Александра Николаева Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне, Алманчăри Николай Мышова, качча тухнă. Телейлĕ мăшăр çичĕ ача пăхса ÿстернĕ. Александра Андреевнăна I, II степень Ача амăшĕн медалĕпе, III степень «Ача амăшĕн мухтавĕ» орденпа наградăланă. Мышовсем 36 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă. Мăшăрĕ Николай вăрçă суранĕсене пула пурнăçран уйрăлнă. Паян шураппа 5 ачипе, 16 мăнукĕпе, мăнукĕсен 23 ачипе, кĕçĕн мăнукĕн 2 ачипе савăнать. Мышовсен хĕрĕсен ячĕсем пурте «Р» сас паллирен пуçланаççĕ: Римма, Рита, Рая. Римма Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне, Борис музыка училищине пĕтернĕ. Веня лесникре, Николай тăван колхозра, фермăра ĕçленĕ. Валентин Шупашкарти строительство техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. Ритăпа Рая тĕрлĕ çĕрте секретарьте, ĕç йĕркелÿçинче тăрăшнă. Шел, Веньăпа Николай пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.
«Мăшăрăм ырă çын пулчĕ. Мана сивĕ сăмах каласа кÿрентермен вăл. Икĕ çĕрте — Тутар Сăкăтĕнче тата Шăмалакра — лесникре ĕçлерĕ. Ачасем пĕчĕк чухне вăрман лартма хутшăннă. Шăмалакра, Упире, Алманчăра тĕрлĕ йывăç, ытларах хыр, лартнă. Астăватăп-ха: икĕ ача çуралсан уйрăлса тухрăмăр та ниçта пурăнма çук. Тутар Сăкăчĕ çывăхĕнчи вăрманта, утарта, виçĕ хĕл каçрăмăр. Виççĕмĕшне утарта çуратрăм. Упăшка вăрманçăра ĕçлетчĕ, вĕлле хурчĕ пăхатчĕ. «Юратуллă вăрманта утса çÿреттĕмĕр, пиçсе çитнĕ çырлине татса çиеттĕмĕр», — тесе алла-аллăн çавтăнса юрласа çÿретчĕç аслă хĕрĕмпе ывăлăм. Утарта ĕне, вăкăр усраттăмăр. Çапла майĕпен çын пулса кайрăмăр, Алманчăра пÿрт туянтăмăр», — иртнине куç умне кăларчĕ республика тантăшĕ. Паян ватă икĕ «лашапа» çÿрет. Вĕсен пулăшăвĕ ăна 5 çул каялла кирлĕ пулнă. Малтан пĕр туяпах çырлахнă, халĕ иккĕпе меллĕреххине çирĕплетет. Тимĕррине кăмăлламасть. Хĕрĕ пĕлтĕр вăрмантан ятарласа касса килсе панисене вара алăран ямасть. Вĕсемпе шăлтарать кăна… Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.