Комментировать

30 Янв, 2020

«Пĕчĕк чухнех куккаран юлман»

Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Дмитрий Борисов спорта мĕн пĕчĕкренех юратать. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе иртнĕ ăмăртусенче пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă арçын ачашăн тĕслĕх вырăнĕнче кам-ши?
— Манăн анне те, кукка та спорта питĕ кăмăллаççĕ. Анне Наталия Алексеевна, сăмахран, районти больницăра тухтăрта ĕçлет. Йĕлтĕрпе ярăнассинчен, чупассинчен, ишессинчен тата ытти ăмăртуран пĕрре те юлмасть вăл. Кукка Александр та спорта юратать. Çамрăк чухнех кĕрешÿпе питĕ кăсăкланнă, пĕрре мар малти вырăн йышăннă. Халĕ тата самбопа, дзюдопа кăсăкланать, тĕрлĕ ăмăртура палăрать. Пĕчĕк чухне эпĕ ун çине пăхаттăм та манăн та çавăн пек вăйлă, çÿллĕ тата патвар кĕлеткеллĕ пулас килетчĕ. Пилĕк-ултă çулта чухне, астăватăп, унран юлман: пĕчĕк турникран уртăнаттăм, тĕрлĕ хăнăхтару тума хăтланаттăм, — аса илчĕ Дима.
Арçын ача сакăр çул ытла ялти спортзала çÿрет. Вăл уншăн иккĕмĕш кил вырăнне пулса тăнă.
— Кунта эрнере виçĕ хутчен çеç пулни çитмест пек туйăнать мана. Килмесен чун вырăнта мар, — терĕ вăл. Ăсталăха туптама Георгий Адюков тренер пулăшать. Миçе ачана спорт çулĕ çине тăратман-ши вăл! Кашниех районта кăна мар, республикăра та, унăн тулашĕнче иртекен ăмăртусенче те сахал мар палăрнă. Тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса малти вырăнсене йышăнма тăрăшать арçын ача. Килĕнче мĕн чухлĕ кубок, медаль пулĕ унăн!
«Зарница», «Орленок» вăййисенче те, чупассипе, ишессипе тата ытти спорт ăмăртăвĕнче курма пулать ăна. Унсăр пуçне хоккейла, футболла выляссипе кăсăкланать. Хĕллехи вăхăтра шкул хыççăн тÿрех хоккей лапамне васкать. Ирĕклĕ майпа кĕрешесси вара унăн чи юратнă спорт тĕсĕ!
— Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче Пушкăрт Республикине кай-
ма тивĕçрĕм. Маншăн ку кĕтменлĕх пулчĕ. Ара, унта
иртекен ăмăртăва хутшăнма Чăваш Республикин кĕрешÿ
федерацийĕн президенчĕ Виталий Васильев хăй сĕнчĕ
вĕт! Маларах вăл республика шайĕнче иртекен ăмăрту-
ра асăрханă мана, ăсталăха хакланă. Чăваш Ен чыс-
не çичĕ ача хÿтĕлерĕмĕр ун чухне. Çав вăхăтра эп хама
чи телейли пек туйса илтĕм. Анчах кăшт шиклентерчĕ те.
Эпир шкулшăн, районшăн кăна мар, тăван республи-
кăшăн ăмăртатпăр-çке! Вара тата ытларах, пĕтĕм вăя хур-
са, хатĕрленме тытăнтăм. Ăмăрту кунĕсем сисĕ-
нмесĕр иртрĕç. Спортсменсем питĕ вăйлă, çирĕп пул-
нине туйрăм. Санпа кавир çине мĕнле çын тухни
не пĕлместĕн малтан. Те вăл пĕрре тĕксех ÿкерет-ха?
Пĕрремĕш кунне командăран виçĕ çын хамăр катего-
рире тупăшрăмăр, виçсĕмĕр те пĕрремĕш вырăн илме
пултартăмăр! Мĕн тери савăнăç пулчĕ ку пирĕншĕн!
Ăмăртăвăн тепĕр кунĕнче вара хамăн виçере иккĕмĕш
вырăна тивĕçрĕм. Юлташсем те малти вырăнсенче
палăрчĕç. Кубок пирĕн командăра пулчĕ! — телейлĕн
аса илчĕ яш. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Татьяна ИШМУРАТОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.