Комментировать

27 Мар, 2020

Лариса ПАВЛОВА: Ĕçлекен кашни çынна хаклама пĕлмелле

Ашшĕ-амăшĕ предприниматель пулнă май хăйсен ĕçне мĕнле аталантарнине, йывăрлăхсене епле çĕнтерсе пынине Муркашри пасар директорĕ Лариса Павлова ачаранпах курса ÿснĕ. Çавăнпа вăл бизнес уçнă çынсене, пасарта вырăн тара илекенсене, хăш енĕпе пулăшмаллине аван пĕлет. Çамрăк ертÿçĕ мĕнле тĕллевсемпе ĕçлесе пурăнать? Çак тата ытти ыйту тавра калаçрăмăр Лариса Вадимовнăпа.

Шухăшне ырланă

— Лариса, аçупа аннÿне шкулта вĕреннĕ чухнех япала сутма пулăшнине калатăн. Вĕсене кура хăвăн та предприниматель пулас килмерĕ-и?
— Çук, юрист профессине алла илес килетчĕ. Çапах шкул пĕтерсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономикăпа менеджмент факультетневĕренме кĕтĕм. Каярахпа иккĕмĕш аслă пĕлÿ илтĕм: юридици енĕпе. ЧПУран вĕренсе тухсан Шупашкарта Пĕрлехи электронлă суту-илÿ площадкинче ĕçлерĕм. 6 çул вăй хутăм унта. Пай пуçлăхĕн çумĕнче тăрăшнă вăхăтра Муркаш пасарĕн директорĕн вырăнĕ пушаннине пĕлтĕм, конкурса хутшăнтăм. Çĕнтертĕм те — 2016 çулхи нарăс уйăхĕнче кунта куçрăм.
— Хальхи çамрăксем хулара аслă пĕлÿ илсен тăван тăрăха таврăнасшăнах мар. Эсĕ вара хулари ĕçе пăрахса яла килнĕ. Çывăх çыннусем ку утăма мĕнле йышăнчĕç?
— Эпир мăшăрпа Москакассинче хваттерте пурăнатпăр. Хулана ялтан кашни кун «маршруткăпа» çÿресе йăлăхрăм. Киле каçхи 9 сехетре çеç çитеттĕм. Çавăнпа хамăр район центрĕнче ĕç пуррине пĕлсен савăнтăм. Мăшăр та, аттепе анне те манăн шухăша ырласа йышăнчĕç. Аттепе анне ун чухнех пасарта строительствăпа хуçалăх таварĕсене сутатчĕç. Халĕ те кунтах ĕçлеççĕ.
Директор должноçне 30 çулта йышăннă эсĕ. Шикленмерĕн-и?
— Çук, малтан хăраман. Ĕçлеме пуçласан çеç çакă мĕн тери пысăк яваплăх пулнине ăнлантăм. Коллектив мана лайăх йышăнчĕ. Бухгалтери ĕçченĕсем сĕнÿ-канашпа нумай пулăшрĕç. Пасарта сутă тăвакан предпринимательсем малтан сăнарĕç паллах. Халĕ канашлаççĕ. Ыйтусем пулсан тÿрех килеççĕ. Хальхи вăхăтра Муркаш пасарĕнче предпринимательсем суту-илÿ тума 97 вырăн тара илеççĕ, харпăрлăхçăсен — 11 «точка».
4 çул хушшинче мĕнлерех пысăк ĕçсем тума май килчĕ?
— Тĕп павильонăн çуртне юсарăмăр, çĕнĕ урай сартăмăр, аш-какай павильонне реконструкцилерĕмĕр, электропралуксене улăштартăмăр, видеосăнав тытăмне çĕнетрĕмĕр. Предпринимательсем эпĕ кунта килнĕренпе пысăк ĕçсем тунине палăртаççĕ.
Апла пулсан вĕсем кăмăллă?
— Кăмăллă темелле. Эрнекун — пасар кунĕ. Çак кун Шупашкар хулинчен, Элĕкрен, Ишлейрен, ытти çĕртен усламçăсем килеççĕ, пулă, апат-çимĕç, сĕтел-пукан, ыттине сутаççĕ. Çуркунне çынсем хăйсем çитĕнтернĕ калчасене сутма килеççĕ. Пурне те вырăнпа тивĕçтеретпĕр. Пирĕн çывăх вăхăтри тĕллевсенчен пĕри — урамри киосксенче сутакансен ĕç условийĕсене лайăхлатасси.
Пасарта ĕçлекенсем пĕрлехи мероприятисем ирттереççĕ-и?
— Паллах. Юр ирĕлсе пĕтсен кашни çулах субботник тăватпăр. Предпринимательсем кашни хăйĕн территорине тасатать. Спорт мероприятийĕсене хутшăнатпăр. Нацисен кросĕнче умлăн-хыçлăн икĕ çул 1-мĕш вырăн йышăнса кубок çĕнсе илтĕмĕр. 2016 çулта эпĕ VIP-чупура 3-мĕш пултăм. Ĕç çыннисен спартакиадинче пневматика винтовкинчен перес енĕпе 2-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Ытти ăмăртура та малтисен йышне кĕтĕмĕр. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.