Комментировать

2 Апр, 2020

Тăмлă çӗре тиркесе качча тухман

Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнчи «Çăлкуç» халăх театрĕн ертӳçине, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, композитора, юрăçа Галина Скворцовăна Муççа Гали тесен аван пĕлеççĕ. Галина Моисеевнăна шӳт-кулă пурнăç тăршшĕпех пулăшса пырать. Пултаруллă çак хĕрарăмăн çамрăклăхĕпе паллашар-ха.

Хăрăмлă хуран ыталаса

Эпĕ 1951 çулта Вăрнар районĕнчи Вăрманкасра /Хапăс патĕнче/ хресчен çемйинче çуралса ӳснĕ. Атте Муççа кăштах интеллигентчĕ, аш-какай комбинатĕнче ĕçленĕ, халăхран налук пуçтарас енĕпе агент та пулнă. Апай /анне/ Ултут /Евдокия/ нумай çул фермăра дояркăра вăй хунă. Пĕрремĕш упăшкинчен виçĕ ача çуратнă вăл, анчах икĕ ывăлĕ тифпа чирлесе пĕчĕклех вилнĕ. Вăрçа ăсатнă чухне хапха тĕлне çитсен арçын ултă уйăхри хĕрне тытнă та: «Çак ачана урăх кураймастăп ĕнтĕ...» — тенĕ. Чăнах та, вăл килне таврăнайман, Тăван çĕршывшăн пуç хунă. Апай унăн вил тăприне кайса курма питĕ ĕмĕтленетчĕ, анчах ăçта пытарнине пĕлеймесĕрех çĕре кĕчĕ. Атте Моисей Игнатьевич вăрçăран куçне амантса таврăннă, лайăх курмастчĕ. Ăна качча пырас текен пĕччен хĕрарăм ялта нумай пулнă. Муççа Ултута вăйлă ĕçленĕрен, тырă-пулă енчен пуяннине пăхса качча илнĕ, ачаллишĕн тиркемен. Пĕрлешсенех пурăнмалли кĕтес те пулман вĕсен. Пĕрремĕш упăшкин ашшĕ вĕсене кĕлетпе мунча панă. Çавăнтан пӳрт хута ярса майлашăнса кайнă, 4 ачана кун çути парнеленĕ. Пире апай ватлăхра çуратнă. Аннепе пĕрлешиччен Муççа тепĕр хĕрарăма ача тутарма ĕлкĕрнĕ. Апай çав ачана Виталие питĕ юрататчĕ. Вăл ӳссе çитсен тракторист пулчĕ. Пирĕн пата пырса çӳретчĕ, пулăшатчĕ. Унăн амăшĕпе те хутшăннă, сĕтел хушшине пĕрле ларса ĕçсе çинĕ. «Эпĕ вилсен шăтăк чавнă чухне çĕр касма пуçлаканни Виталий пултăр», — тесе хăварчĕ апай.

Шкула кайма вăхăт çитрĕ. «Çăпатапа яратăр пулсан каймастăп», — терĕм. Тинех ăна хывса пăрахса пушмак тăхăнтăм. Эпĕ питĕ хăюллă хĕрачаччĕ, ĕçрен те хăраса тăман. 2-мĕш класра ĕне сума вĕрентĕм, пĕр сехете яхăн муталанаттăм. Пĕрремĕш хут хам тĕллĕн апат пĕçерсен: «Пирĕн килте те вучах çакакан пулчĕ», — савăнчĕ апай. 5-6 витре шыв тултарнă хурана йăтса питĕ нушалантăм. Пушăлла çакма ăс çитеймен çав. Аппа ку ĕçе пырса çулăхман.

Анне хитре юрлатчĕ, вăл та артист евĕр мыскарасем туса кăтартма ăстаччĕ. Тĕслĕхрен, фермăра дежурствăна юлнă чухне тепĕр дояркăпа çĕр каçнă. Унăн ыталанса çывăрмалли йăла пулнă. Аннене ку кансĕрленĕ. Вара вăл тытнă та çав хĕрарăм çумне хăрăмлă хуран килсе лартнă. Ăна ыталаса лешĕ вараланса пĕтнĕ. Атте купăс, балалайка, тăмра каланă. Шкулта юрлассипе, сăвă вулассипе иртнĕ конкурссенчен юлман. 10-мĕш класра чухне мана республикăри культура министрĕ Ольга Денисова асăрхарĕ: «Профессионал пек юрлатăн», — тесе мухтарĕ. Эпĕ ачаранах артист пулас ĕмĕтпе ӳсрĕм. Килте проигрыватель пурччĕ. Пластинкисене атте çырăнса илетчĕ. Вырăс халăх юррисем тем чухлех вĕренеттĕм.

Сухан уйăрайман

Килтисем мана тухтăр пулма сĕнчĕç. Ку ĕçе кăмăлламарăм. Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин театр уйрăмне вĕренме кĕмешкĕн Çĕрпӳре конкурс ирттерни çинчен хаçатра пĕлтерӳ куртăм. Кайса заявлени патăм, экзаменсем тытрăм. Конкурс пысăкчĕ, пĕр вырăншăн 8-10 çын тупăшрĕ. Эпĕ тӳрех кĕме пултартăм. Тĕп хулана тухса кайнăшăн атте-анне питех кулянман, килте мансăр та ача нумай пулнă. «Ах, Галя, сана хитре кĕпе илсе парас килет та-ха», — капăр тумлантарайманшăн пăшăрханатчĕ апай. Çи-пуç ытлах пулман çав. Шкулти ăсату каçĕ валли Тутарстанран кĕрен кофта ярса панăччĕ, килĕшекен япала та çав кăначчĕ. Кайран, вĕреннĕ вăхăтра, кримплен кĕпе илтĕм. Яла килсен кравать пуçне çакрăм. Анне мана ăшă пултăр тесе çавăнта плита чĕртнĕ, пĕртен-пĕр кĕпене ĕнтнĕ. Иксĕмĕр те ларса макăртăмăр.

Студент чухне ĕçленĕ. Каникулта ялта дояркăра тăрăшнă. 18 ĕне суса алă шыçатчĕ. Хулара хамăр пурăннă общежитире тирпейлӳçĕре вăрттăн ĕçленĕ, швабра тытнине çын курасран вăтаннă. Савнине те пĕлтермен. Кун пирки Çамрăксен театрĕнче ĕçлекен Чăваш халăх артистки Валентина Сурикова сирĕн хаçатра каласа панăччĕ. Унпа пĕрле 60 тенкĕшĕн ĕçлеттĕмĕр, çав укçана çурмалла пайланă. Çурçĕр иртни 2-3 сехетре тăрса урай çунă. Ирхи 5-6 сехет тĕлне музучилищĕне классем йышăнма кайнă. Вырăсла та лайăх пĕлмен эпĕ. «Зеленый» тата «репчатый лук» тенине уйăрайман. Хĕрсем сухан илме ячĕç. Сутуçи мĕнли кирлине ыйтсан: «Круглый», — терĕм. Хĕрсемпе общежитире питĕ хаваслăччĕ. Талăкра пĕрер буханка çăкăр çисе яраттăмăр. Темех пулман-ха та. Черетпе яшка пĕçернĕ. Килька юрататтăмăр тата. Паллă артистсемпе Валентина Суриковăпа, Валентина Музыкантовăпа, Валентина Молодцыгинăпа пĕрле вĕрентĕм.

Ялта пĕр каччă кантăкран шаккарĕ, урама чĕнчĕ. Эпĕ чӳречене уçрăм та ун çине пĕр витре сивĕ шыв чашлаттартăм. Килĕшместчĕ вăл мана, пайтах хыçран чуптартăм, тарăхтартăм. Шыв сапни вăл темех мар-ха, кăштах уçăлтармалăх кăна. Салтак чупнă чухне çамрăксем пирĕн тĕлтен хыттăн кăшкăрса юрласа иртсе кайрĕç. «Мĕншĕн култăм-ха çав каччăран?» — сасартăк шухăшласа илтĕм эпĕ. Ăна салтака ăсатма кайрăм. Каччă пурне те сăра ĕçтерчĕ, мана та тыттарчĕ, каялла илнĕ чухне стакана ывăтрĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.