Комментировать

3 Апр, 2020

Футбол командин историне тӗпчет

Канаш хули те, унти спорт учрежденийĕсем те, ку сферăра ĕçлекенсем те Спорт министерстви ирттернĕ смотр-конкурссенче пĕрре мар палăрнă. Вырăнти спортсменсемпе командăсем те тĕрлĕ ăмăртура медальсемпе савăнтараççĕ. Ведомство отчечĕсенче Канашсене яланах ырă сăмахпа хавхалантараççĕ. Çак çитĕнӳсенче хула администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕн Искандер Мингалеевăн тӳпи те пур.

Искандер Набиуллович çак должноçра 11 çул ĕçлет. Вăл Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физвоспитани факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Канашри професси училищинче студентсене вĕрентнĕ, пĕр тапхăр строительство предприятийĕнче тăрăшнă, унта тĕп ĕçне пурнăçланисĕр пуçне футбол командин капитанĕ пулнă.

— Мĕн ачаран футболла выляса ӳсрĕм. Футбола питĕ юрататăп. Çамрăк чухне пушă вăхăт тупăнсанах футбол уйне тухса чупаттăмăр. Паянхи кун та стадионта мечĕк хăваласа çӳреме кăмăллатăп, хамăр патра иртекен футбол матчĕсене пăхсах тăратăп, — каласа кăтартрĕ Искандер Мингалеев. — Юлашки вăхăтра йĕркелӳ ĕçĕ нумайланчĕ. Халĕ футболистсем валли лайăхрах майсем туса парассишĕн ĕçлетĕп. Акă темиçе çул каялла искусствăллă майпа тунă уй хута ятăмăр, спортсменсен тумне çĕлеттертĕмĕр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчех чăмăртаннă «Локомотив» футбол командин кун-çулне тĕпчетĕп, чи ăста спортсменсен списокне пухатăп. Çав тĕллев- пе «Вагонник», «Канаш» хаçатсен ĕлĕкхи кăларăмĕсене шĕкĕлчетĕп. Ачасене футбол вăрттăнлăхĕсене вĕрентмешкĕн кăмăл пур. Хулари чылай футболист Александр Павлов тренер алли витĕр тухнă. Вăл пĕр вăхăт урăх сферăра ĕçлерĕ. Телее, таврăнчĕ.

Канаш футболисчĕсенчен чылайăшĕ тĕрлĕ тытăмратăрăшать, вĕсемпуртевырăнтиспорт шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Спорт шкулĕнчи футболистсемпе /4 командăра тĕрлĕ ӳсĕмри яшсем/ 3 тренер ĕçлет, тӳлевлĕ секцисем те пур. Вĕсене 4 çултан аслăрах ачасем çӳреççĕ. Акă пĕринче Руслан Кадышев тăрăшать, вăл нумай çул команда капитанĕ пулнă. «Локомотив» команда пĕлтĕр республика ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. «2011 çул хыççăн кунашкал çитĕнӳ пулманччĕ. Пирĕн команда 1962 çулта республикăра çĕнтернĕ, 1972 çулта виççĕмĕш пулнă. Яшсем аслă дивизионра та аван вылясса шанатпăр. Çĕмĕрле, Вăрнар, Шупашкар футболисчĕсемпе вăй виçсе лайăх результатсем кăтартаççĕ», — пĕлтерчĕ Искандер Набиуллович.

Канашри спорт инфратытăмĕ лайăххисен йышне кĕнĕ. Юлашки çулсенче тĕрлĕ программа пулăшнипе хулари нумай обĕекта çĕнетнĕ. Паркри тата картишсенчи спорт лапамĕсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ, бассейна юсанă… Стадионти чупу çулĕсене улăштарма палăртнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.