Комментировать

7 Апр, 2020

Ялтисене пулăшмалла

РФ Конституцийĕнче медицина сферинчи улшăнусем пирки пайăррăн каланă. Пĕтĕмĕшле илсен, унта çĕршывра пурăнакансен пурин те пахалăхлă та çӳллĕ шайри медицина пулăшăвне тӳлевсĕр илме ирĕк пурри пирки каланă. Влаç органĕсем халăха сиплевпе тивĕçтерменнине вара çĕршывăн Тĕп саккунне пăснă пек хакламалла.

Валентина АНДРЕЕВА, терапевт (Çĕнĕ Шупашкар):

— Эпĕ врач карьерине ялти, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьскинчи, больницăра пуçланă. Çакă мана питĕ пысăк усă пачĕ. Çавăнпа маншăн ялти медицина ыйтăвĕ ют мар. РФ Конституцийĕнчи улшăнусем тăрăх Раççей гражданинĕ кирек хăш ялта пурăнсан та пахалăхлă медицина пулăшăвне тӳлевсĕр илме тивĕç. Ку ыйтупа çĕршывра тахçантанпах ĕçлеççĕ, анчах палăртнă тĕллевсем туллин пурнăçланаймаççĕ. Калăпăр, инçетри ялти çын медицина пулăшăвне тӳлевсĕр илме пултаратьха, анчах унăн шайĕ еплерех? Шăпах çавăнпа Конституцире кун пирки уйрăммăн çырса хăварма йышăннă. Манăн шухăшпа, пĕрремĕш звено ĕçне çĕнетмелле, вырăнти сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене юсасах тăмалла, хальхи йышши техникăпа, оборудованипе тивĕçтермелле, ФАПсене автомашина памалла. Ялти врачсене пурăнма лайăх условисем туса пани те вырăнлă. Вĕсене тата фельдшерсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермелле. Регионта врачсем çитменнине кура вузсенче бюджет вырăнĕсен шутне ӳстермелле. Яшсемпе хĕрсем «Сиплев ĕçĕ» тата «педиатри» специальноçсемпе тĕллевлĕ вĕренсе тухса ял-салана ĕçлеме кайма пултарччăр. Çамрăк специалиста çăмăллăх тата ытларах памалла. Ялти врач хуларинчен начар ан пурăнтăр.

www.hypar.ru

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.