Комментировать

8 Апр, 2020

Тӗрлӗ ыйту — пӗр тӗвӗре

Иртнĕ эрнере ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе «çавра сĕтел» ирттерчĕ.

Килти ĕнен тупăш кӳмелле

Ĕçлĕ калаçу хушма хуçалăхсенчен туянакан сĕт хакĕнчен пуçланчĕ. Çур енне унăн хакĕ чакни ял çыннисене пăшăрхантарать. Чылай çемьешĕн вăл — тĕп тупăш çăл куçĕ. Республикăра 222,7 пин хушма хуçалăх. Вĕсенче 55 пин ĕне тытаççĕ. Кăтарту иртнĕ çулхинчен кăштах чакнă. Çапах хушма хуçалăхсенче сĕт туса илессипе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăнта.

Республикăри мĕн пур категорири хуçалăхсенче талăкра 975 тонна сĕт туса илеççĕ. Çав шутра хушма хуçалăхсенче — 430 тонна. Талăкра 458 тонна чĕр тавар тирпейлеççĕ. Республикăран «шурă ылтăн» ытти региона та саланать: Саратов, Чулхула, Ульяновск, Курск, Пенза, Волгоград, Тула, Мускав облаçĕсене тата ыт.те.

Апрель уйăхĕ тĕлне чĕр тавар тирпейлекен предприятисем сивĕтнĕ сĕте вăтамран 23 тенкĕ те 22 пуспа (1 л) туяннă. Предприятисем чĕр тавар туса илнĕ çĕрте çĕнĕ технологипе усă курнăран, сивĕтсе сутнăран хакĕ пысăкрах. Иртнĕ çул вĕсен тупăшлăхĕ 31,7 процентпа танлашнă.

Сĕт пахалăхне тишкернĕ май çакă курăнать. Республикăри чĕр тавара тирпейлекен предприятисене сутнă сĕтрен пысăк сортли — 51,53, пĕрремĕш сортли — 48,27, иккĕмĕш сортли 0,20 процент пулнă. Ăна йăлтах сивĕтнĕ. Патăрьел, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне, Елчĕк, Тăвай, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче пахалăх тĕлĕшпе лайăхрах.

Хушма хуçалăхсенчен 1 л сĕте вăтамран 18,3 тенкĕпе туяннă. Ку иртнĕ çулхинчен 1 тенкĕ пысăкрах. Министр çакна чĕр тавар пахалăхĕ ӳссе пынипе те çыхăнтарчĕ. Унчченхи пек шыв, çăнăх е ытти хутăш хушакан сахалрах. Çавна май хак та хăпарать.

— Ĕнене картишре курма хăнăхнăран кăна тытмалла мар, унран тупăш илмелле, — терĕ министр. Малалла вулас...

www.hypar.ru Светлана Ермакова сăн ÿкерчĕкĕ.

Лариса НИКИТИНА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.