Комментировать

27 Апр, 2020

Çĕршыв хăйне тата халăхне хÿтĕлеме пултарĕ

РФ Конституцине тÿрлетÿсем кĕртнĕ май патриотизма вăйлатассине суверенитета хÿтĕлессине çирĕплетсе хăварассине палăртнă. «Раççей Федерацийĕ суверенитета тата территори пĕрлĕхне хÿтĕлессине тивĕçтерет. Раççей Федерацийĕн территорийĕн пайне туртса илес тĕллевлĕ ĕç-хĕл, çавăн пекех çак ĕçе тума чĕнсе каланисем пулма пултараймаççĕ», «Раççей Федерацийĕ Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене асра тытать, истори чăнлăхне хÿтĕлет. Тăван çĕршыва хÿтĕлес тĕлĕшпе халăх тăвакан паттăр ĕçсен пĕлтерĕшне чакармасть»… Çак шухăшсем çĕнĕ Конституцире çырăнĕç.

Анатолий ИВАНОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ:

1993 çулта РФ Конституцине йышăннă чухне маншăн 15-мĕш статьян 4-мĕш пайĕ ăнланмалла мартарах пулнăччĕ. «Раççей Федерацийĕн пурте йышăннă принципĕсем тата пĕтĕм халăх прависен нормисем унăн право тытăмĕн тĕп пайĕ шутланаççĕ. Енчен те Раççей Федерацийĕн халăхсен хушшинчи килĕшĕвĕпе çĕршыв саккунĕпе йышăнман урăх правилăсене çирĕплетнĕ тĕк пĕтĕм тĕнче килĕшĕвĕн правилисемпе усă кураççĕ». Çак нормăна, уйрăмах иккĕмĕшĕ предложенире каланине, пула Раççей шалти тата уйрăмах тулаш ĕçĕсенче пĕтĕм тĕнче прависен нормисене пăхăнса тăнă, çакă суверенитета пĕчĕклетнĕ. Пĕтĕм тĕнче килĕшĕвĕн принципĕсем çĕршыв саккунĕсенчен çÿлерех тăнăран халăхсен хушшинчи судсенче Раççейĕн экономика тата политика интересĕсене хĕсĕрленĕ. Çакă патшалăхшăн — пысăк инкек. Тĕнчери судсенче выляса янăран Раççейĕн тăкакĕсем ÿснĕ. Усал шухăшлисем патшалăхран тата унăн халăхĕнчен кулнă. Тĕнчери судсен йышăнăвĕсемпе Украинăна, Европа çĕршывĕсене газ, нефть ăсатса тупăш илес вырăнне тăкакĕ ытларах пулать. Ют çĕршывсен сучĕсен Раççее хирĕçле йышăнăвĕсене пурнăçласа нихăçан та парăмран тухаймăн. Раççей Конституцине ют патшалăхсен сучĕсен йышăнăвĕсенчен çÿлерех çĕклени Раççей суверенитетне çирĕплетет, вăл çапла майпа хăйĕн ĕç-хĕлне ют çĕршывсен юридици сăпачĕсем тата çыннисем хутшăнасран хÿтĕленме пултарĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА ыйтса пĕлнĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.