Комментировать

28 Апр, 2020

Севок услам кÿрет

Патăрьел районĕнчи «Корма» агрофирма тĕш тырă культурисенчен темиçе хут ытларах услам кÿрекен севок туса илет.
— Ун вăрлăхне кăçал 10 гектар акса хăвартăмăр, — терĕ чылай çул каялла предприятие йĕркеленĕ Иван Владимиров ветеран, халĕ те унта ĕçлекенскер. — Пĕлтĕр çитĕнтернĕ севокăн сутлăх хакĕ савăнтарчĕ.
Туянакансем кашни килограмшăн 60-150 тенкĕ тÿлерĕç. Хĕл каçичченех хакланса пычĕ. Севок пĕлтĕр те лайăх тупăш пачĕ. Юлашки эрнесенче çĕр улмин сутлăх хакĕ те аванах хăпарчĕ — кашни килограмм 13-18 тенкĕлле кайрĕ. Тĕрлĕ регионтан хăйсен транспорчĕпе килсе илеççĕ. Паян Хусана ăсатрăмăр.
Агрофирма ĕçлесе илнĕ тупăшăн пысăк пайне кăçал техника туянма янă. Ку шутра — кустăрмаллă Кировец, тырă пухса кĕртмелли Агросс комбайн тата культиватор. — Трактор-машина паркне çĕнетме 16 млн тенкĕ кайрĕ, — савăнăçне пытармарĕ Иван Петрович. — Çак укçан 15% техникăна хуçалăха илсе киличченех тÿлеттерчĕç. Çуракинче урпа 100 га акасшăн. Вăл та сутлăх валли. Çуллен паха вăрлăх акатпăр. Ăна туянса курнă тăкакăн пĕр пайне патшалăх уйăракан субсидипе саплаштаратпăр.
Агрофирмăна Александр Владимиров ертсе пырать. Хуçалăх 2019 çула тупăшлă вĕçленĕ, кăçал та çавăн пекех ĕçлесшĕн.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.